Хыр лaсси пуçтарар-ха

6 Юпа, 2016

Хыр-чăрăш лăссипе кĕркунне йăрансене витме юрать-и? Лăсă тăпра йӳçеклĕхне ӳстерет теççĕ. Ăнлантарса параймăр-ши?

Мальвина ТЕРЕНТЬЕВА.

Йĕпреç районĕ.

Йăрансене витме хыр лăсси лайăхрах. Чăрăш лăсси вĕтĕ, ăна кайран пуçтарса илме кансĕртерех. Тата чăрăш лăссин йӳçеклĕхĕ хыр лăссинчен пысăкрах. Чылай чухне хĕлле шăнса пĕтме пултаракан ӳсен-тăран тĕмĕсене чăрăш турачĕсемпе витме сĕнеççĕ. Çуркунне чăрăш турачĕсене пуçтарса илмелле те вĕтĕ турачĕсене хуçса компоста е тислĕк купи çине хурса çĕртмелле. Çĕрнĕ чухне хыр-чăрăш лăссин йӳçеклĕхĕ пĕтет.

Хыр лăссин йӳçеклĕхĕ вăйлă мар. Ӳсен-тăран вăтамран 5.7-5.9 йӳçеклĕ тăпрана кăмăллать. Хыр лăссин йӳçеклĕхĕ /Рh/ вара пурĕ те 6 çеç. Эппин, хыр лăсси тăпрана йӳçеклетесси пирки калаçни тĕрĕсех мар. Типсе сарăхнă лăсă — пушшех те. Хыр лăссин йӳçеклĕхĕ пăчкă кĕрпинчен пысăк мар.

Хыр лăссине йăрансене витме кĕркунне типĕ çанталăкра пуçтармалла. Хыр-чăрăш çулталăкĕпех симĕс ларать пулин те йĕпписем кĕр еннелле ытларах тăкăнаççĕ. Лăсăпа хĕлле шăнса пĕтме пултаракан ӳсен-тăрана хупламалла. Вăл лайăх сывлать, ун айĕнчи тăпра пăчăхмасть тата тăпрари ăшша сыхлама пулăшать. Хыр лăссипе витме юрăхлă, йӳçеклĕхрен хăраман ӳсен-тăран чылай. Вĕсен йышĕнче пахчара çитĕнтерекен нумай чечек: гортензи, азали, хризантема, примула, гиацинт, тюльпан, кĕлчечек, крокус, лаванда, шалфей, портулак т.ыт. Кĕрхи ыхрана, иçĕм тĕмĕсене, хĕле хирĕç лартнă сухана витме те лайăх вăл.

Йăрансене çулçăпа хупласассăн унта хĕл каçма тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă пуçтарăнать. Хыр лăсси патне вара хурт-кăпшанкă çывхармасть, унран йĕпсĕксемпе /слизняк/ улиткăсем, тымар хурчĕсем те хăраççĕ, шăшисем те питех явăçмаççĕ.

Пахчари çĕр çырли /виктори/ йăранне кĕркунне кăпкалатса тирпейлемелле, тĕмсем тавра хыр лăсси сармалла. Тепĕр çуркунне вара йăран çырла пама хатĕр пулĕ. Лăсса йăрантан пуçтармалла мар. Вăл тăпрари нӳрĕклĕхе упрама пулăшать, çырла çĕре перĕнесрен, çĕресрен упрать. Лăсă выртакан çĕрте çумкурăк та сахал шăтать. Унри “терпен” текен вещество çумкурăка, хурт-кăпшанка хăратать. Çĕр çырлине вара пачах та сиен кӳмест.

Çуркунне çĕрулми лартнă чухне вăрлăхпа пĕрле хыр лăсси, кĕл сапни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем анана тымар хуртĕнчен /проволочник/, медведкăран тасатма пулăшаççĕ. Çĕр кăпкаланать, тухăç самаях ӳсет, çĕрулми пахалăхĕ лайăхланать.

Иçĕм тĕмĕсене хыр-чăрăш турачĕсемпе витни тымар шăнасран хӳтĕлет.

Сливăн, чиен, сырланăн, хăмла çырлин çамрăк тĕмĕсене хыр лăссипе хӳтĕлени вырăнлă. Вĕсем тăпра йӳçеклĕхне тиркемеççĕ.

Кĕркунне акнă кишĕр, петрушка, редис, салат йăранĕсене витме те хыр лăсси юрăхлă. Çуркунне, юр ирĕлсе пĕтсенех йăран çинчен лăсса пуçтармалла, компоста хурса çĕртмелле.

Ĕлĕкрех хĕлле ăшă упрамашкăн йывăç пӳртсен никĕсĕсене кĕркунне хăпартатчĕç. Никĕс йĕри-тавра хыр-чăрăш лăсси хуратчĕç, тăпра купалатчĕç. Хыр-чăрăш лăссине шăши-йĕкехӳре юратмасть. Çуркунне, çанталăк ăшăтсан, тăпраса сиретчĕç. Тĕпсакайĕнче сывлăш лайăх çаврăнса тăрсан пăнтăх, кăмпа чирĕ аталанаймасть. Халĕ ялсенче чылайăшĕн кирпĕч çуртсем. Никĕсе кĕркунне ятарласа ăшă тытма хăпартакансем пур-ши? Асăннă меслет хальхи вăхăтра та юрăхлă тейĕттĕм.

Хыр-чăрăшăн чĕрĕ лăссине халăх медицининче те анлă усă кураççĕ. Ĕлĕк цингаран сипленмелли чи витĕмлĕ мел — хыр лăсси чейĕ пулнă. Унра тĕрлĕ витаминсем, микроэлементсем, органика йӳçекĕсемпе флавоноидсем нумай. Хыр лăсси чейĕ организмри микробсемпе кĕрешет, ӳслĕке çемçетет, шăка хăвалать. Лăсă кăларакан фитонцидсем сывлăша тасатаççĕ. Сывлав органĕн, чĕре, юн тымарĕн чирĕсемпе нушаланакансене хыр вăрманĕнче уçăлса çӳреме сĕнеççĕ. Ахальтен мар çак чирсене сиплекен учрежденисем, санаторисем хырлăхсенче вырнаçнă.

Хыр лăсси сад-пахчашăн та, этем сывлăхĕшĕн те самаях усăллă япала пулнине çирĕплетекен тĕслĕхсем сахал мар.

Эльвира ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.