Archive - Юпа 2016 - Хыпар

юпа 6th

6 Юпа, 2016

Хĕнпе хĕрсе туптаннă кун-çул

"Выçăпа вилесрен килте шĕшкĕ кăчкинчен пашалу пĕçеретчĕç", — тет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух 9 çулта пулнă Михаил Иванович Семенов. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемре пурăнаканскер паян вăл 85-ре. Арăмĕ Ирина Кузьминична та 79 çула ура ярса пуснă. Мăшăрланнăранпа 57 çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем.

6 Юпа, 2016

Çын тума пултарайман ĕç çук

Канаш районĕнчи Уçырмари Аксарин урамне ахальтен лекмен Ирина Александровна Андреева. Кунта вăл çывăхри Çăлпуç /вырăсла Аксарино\ ялĕнчен качча килнĕ. Урам ятне вара çулĕ шăпах çак ял еннелле пăхнине кура панă иккен.

6 Юпа, 2016

Выльăх усракан çирĕп те чăтăмлă

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Зоя Николаевнăпа Владимир Андреевич Мурзакаевсем патĕнчен халăх татăлмасть тейĕн. "Паян ирхине пĕри ултă банка сĕт илсе кайрĕ", — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Нумай та пулмарĕ — тепри çитсе тăчĕ. Вăл та сĕт туянасшăн иккен.

6 Юпа, 2016

Сад пахчийĕ, панулмийĕ...

Кашни çул кĕр мăнтăрĕпе хаçат-журналта тата телекуравра çакнашкал пĕлтерӳ янăрать: «Панулми пухма çынсем кирлĕ. Ĕç укçи - 25 пин тенкĕ». Ара, сад пахчинче тăрмашасси стройкăра пилĕк авасси мар ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, кунашкал рекламăна шанма хушмаççĕ. Пирĕн пек айвансем теме те ĕненеççĕ çав. Кайран вара хытă ӳкĕнеççĕ.

Ултав вăлтине çакланнисем

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕр пайтаçăн шаннă çынни Тула облаçне кайса ĕçлеме йыхравларĕ. Чăвашран çын мĕн чухлĕ ытларах ăсататăн - ун енчĕкне кĕмĕл çавăн чухлĕ ытларах пырса кĕрет-мĕн.

6 Юпа, 2016

Куç илеме кăмăллать

Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче пурăнакан Зоя Цветкова тĕрлеме те, алса-чăлха, эрешлĕ тутăр çыхма та ăста. Чăннипех ылтăн алăллă вăл. Унсăр пуçне ĕмĕрĕпех ресторанта ĕçленĕскерĕн сĕтел çинчен тутлă апат-çимĕç, кукăль татăлмасть.

Амăшĕпе хĕрĕ

6 Юпа, 2016

«Йывăç шăрши ĕçлес туйăма вăратать»

Катка-пичке ăсти тесен куç умне яланхилле ватă çын тухать. Ара, савăт- сапа тăвакан çамрăк сахал хальхи вăхăтра. Телее, пур-ха ун пек маттурсем, халăхран тухнă ăстаçăсем. Вулакана Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче пурăнакан Александр Савиновпа паллаштарас килет.

6 Юпа, 2016

Пултаруллă композитора чысларĕç

Елчĕк районĕнче çуралса ӳснĕ Николай Сергеевич Карлин хăй вăхăтĕнче тăван колхозра та, шкулта та, Етĕрне тата Красноармейски районĕсенчи культура çурчĕсенче те, Шупашкарти предприятисемпе 4-мĕш профтехучилищĕре те ĕçленĕ. Вăл - тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пултаруллă çын. Николай Сергеевич шкулта ачасене вĕрентнисĕр пуçне сăвă-юрă çырать, калавсем, балладăсем, легендăсем хайлать. Темиçе кĕнеке пичетлесе кăларма мехел çитерчĕ. Унăн çепĕç те, чуна пырса тивекен юррисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, халăх хорĕсем, Атăл тăрăхĕнчи професионал ушкăнсем шăрантараççĕ.

6 Юпа, 2016

«Тантăш» №39 (4505), 6.10.2016

6 Юпа, 2016

«Шкул карапĕ» паян та ăнăçлă «ишет»...

Вăрмар районĕнчи Аслă Чак шкулĕнче вĕренекенсенчен кашни питех те вулама юратать. Библиотекăна хавас кăмăлпа çӳренисĕр пуçне хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Тата кăмăла çĕклекенни — хăйсемех «Шкул карапĕ» хаçат кăларни.

6 Юпа, 2016

«Черетсĕрех йышăнăттăм»

Данил Тимофеев тухтăр пулма ĕмĕтленет. Мĕншĕн тетĕр-и? Тухтăр пӳлĕмĕ умĕнче черетре тăрса ывăннă вăл! Шурă халат тăхăнсанах пурне те черетсĕрех йышăнĕччĕ те… Кам пĕлет, тен, çавнашкал вăхăтсем те çитĕç?

— Тĕрĕссипе вара, çынсен пурнăçĕсене çăлас килет манăн, — терĕ арçын ача кăштах шухăшланă хыççăн.

Pages