«Кукамайăм, кукамай» мăнукĕсене кĕтет

Ачасем çитĕннисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха? Вĕсем нихăçан та кичемленсе, алă усса лармаççĕ. Ялан мĕнпе те пулин тăрмашаççĕ, выляççĕ. Пĕччен чухне те тунсăхлама вăхăт çук шăпăрлансен. Пĕр-пĕр интереслĕ ĕç шухăшласа кăлараççех.

Шăпах çакăн пек хаваслă та ĕçчен ачасемпе паллаштарать те пире Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă çĕнĕ кĕнеке — «Кукама-йăм, кукамай» /тиражĕ — 1000 экземпляр/. Унăн авторĕ — Петĕр Çăлкуç сăвăç /1952—2010/, редакторĕ — Ольга Федорова, ӳнерçи — Петр Сергеев.

Кăларăма поэтăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисем кĕнĕ. Мĕн пĕрлештерсе тăрать-ха вĕсене? Паллах, сăнарлă чĕлхе, асра юлакан лирика геройĕсем, хускатнă ыйтусен кăсăклăхĕ. Чылай çул «Тантăш» хаçат редакцийĕнче вăй хунă Петр Николаевич ача-пăча чунне витĕр куракан çыравçă пулнă. Вĕсен пăшăрханăвĕ те, савăнăçĕ те çывăх.

«Пулла кайсан» сăвва вулар-ха:

Хураçка тусăмпала

Кайрăмăр эпир пулла.

Хĕвел хытă хĕртнипе,

Питĕ шăрăх пулнипе

Типсе кайнă пирĕн кӳлĕ,

Курăнмасть унта халь пулă.

 

Ак мĕнле иккен шăпа —

Кӳлленчĕкри ик шапа

Кваклатса лара парать,

Пиртен кулнăн туйăнать.

Çапла, тепĕр чухне пулăран пушă алăпа таврăнасси те пулать. Арçын ачана шапасем кваклатни тăрăхласа кулнăн илтĕнет. Ăнăçу кĕтмен çĕртен çумран тарсассăн çапла туйăнать-тĕр çав.

Ачасем хĕпĕртеме те тĕлĕнме ăста. Тен, çитĕн-нисем пĕчĕк пулăмра нимĕн те асăрхамĕç. Анчах тимлĕ шăпăрлан урăхла шухăшлать, акă йăл кулать. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесессĕн вăл, урампа пыраканскер, чӳречерен карăннă кушакне курать /«Савăнăçлă тĕлпулу»/. Ку кăна та мар, ача Мăрăлкка епле савăннине сисет.

«Кукамайăм, кукамай» сăвăри сăнар кукамăшне пĕтĕм кăмăлтан тав тăвать, ăшă сăмахсем калать. Асли тĕрĕс пурăнма, вулама, апатланма, сывлăхлă пулма вĕрентнине чунтанах хаклать мăнукĕ.

Чăнах, Петĕр Çăлкуçăн геройĕсем пĕртте тунсăх авăрне путмаççĕ. Вĕсем — вĕçсĕр шыравра: мĕн те пулин çĕнни пĕлесшĕн, вăхăта савăк та усăллă ирттересшĕн. Е велосипедпа ярăнаççĕ, е кĕнеке вулаççĕ /«Пăрушка»/, е Çĕнĕ çул уявлаççĕ /«Автан саламĕ», «Çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе»/, е шкула васкаççĕ /«Шкула», «Шкул карапĕ»/, е курак йăвине çĕлĕк вырăнне хурса ăна илме вулă тăрăх пакша пек ыткăнаççĕ /«Çĕлĕк йăва»/, е шур сухаллă, мăйракаллă качакаран сыхланма вĕрентеççĕ /«Мыскараçă качака»/, е тӳпене самолетсем вĕçтереççĕ /«Ылтăн алăллă ăстасем»/... Виçĕ çĕр çырлине мĕнле пайламаллине, кама çитермеллине пĕлетĕр-и-ха эсир тата? Çук тăк «Хама çеç, тен, хăналас...» сăвăпа паллашма сĕнетĕп.

Поэт çут çанталăкпа тавралăха ӳнерçĕ пекех илемлĕ сăнарлать:

Майĕпен хĕрелчĕ уçлăх

Каçăн алăкне хупса.

Килчĕ вутлă ункă куçнăн

Сар хĕвел хĕлхем тăкса.

 

Кантăк витĕрех асамçăн

Кĕнĕ пӳлĕме çути.

Хыврĕ вăл илемлĕ каçă

Тӳперен кунта çити.

/«Ир кӳлĕм»./

Сăвăсенче сăнарлă йĕркесем татах та тĕл пулаççĕ: «вĕтĕ çумăр пĕрчисем харăс-харăс шĕпĕртетрĕç», «пирĕн ялăн тĕлĕнче çӳл тӳпе куççулĕ тăкрĕ», «çут тумла юрла-юрла шăтарать сив хĕл тумне», «ал армань пек çаврăнать çилĕ таврара», «ташласа çăвать пек юр çӳллĕ-çӳллĕ тӳперен», «çанталăк тӳлек те капăр»...

Хаклă тантăшăмăрсем, кашни кĕнекенех пĕр пысăк ĕмĕт пур — вулаканпа тĕл пуласси. «Кукамайăм, кукамай» та мăнукĕсене чăтăмсăррăн кĕтет. Эппин, вулавăша çитме васкăр!

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.