Скульптурăсен хули
«Тантăш» хаçат ĕçченĕ Лариса Петрова хатĕрленĕ «Блокадăри Ленинград кушакĕсем» страницăна интересленсе вуларăм. Çĕршывăн çурçĕрти тĕп хулара экскурсире хам пулса курнă хыççăн хаçат тусĕсене Санкт-Петербургри кушаксен скульптурисемпе, палăкĕсемпе паллаштарас кăмăлăм çуралчĕ.
Штанашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă медицина службин ветеранĕ, отставкăри подполковник, хальхи вăхăтра Санкт-Петербургра ĕçлекен Анатолий Витальевич Тумашков пирĕнпе ятарласа пĕр кун çӳрерĕ. Шăпах вăл пире Петропавловск крепоçĕнчи мулкачсен скульптурисемпе, шывра ларакан Чижик-пыжик мулкач палăкĕпе тата карниз çинче ларакан Елисей кушак аçин скульптурипе паллаштарчĕ. Ку чĕрчунсен скульптурисем çине иртен-çӳрен укçа пăрахать, укçа тĕл лексен эсĕ ĕмĕтленни пурнăçланать теççĕ. Эпир те укçа персе пăхрăмăр, лектеркелерĕмĕр. Пирĕн ĕмĕтсем те пурнăçа кĕрессе шанатпăр...
Унран инçех те мар, ăна хирĕçех темелле, балкон карнизĕ çинче Василиса кушак ами пăхса ларать. Шăпах çак икĕ чĕрчун скульптурисене блокадăри йĕкехӳресене пĕтерме пулăшнăшăн халалласа лартнă теççĕ.
Санкт-Петербургра вĕсене халалланă скульптурăпа палăк чылай иккен. Кушаксен ячĕпе чи малтанхи «Памятник подопытной кошке» ятлă пĕрремĕш палăка та çак хуларах ăсталанă, гранитран тунă пĕр метр çӳллĕш палăка 2002 çулта Василий утравĕ çинче уçнă.
Июнĕн 8-мĕшĕ — Санкт-Петербургри кушаксен кунĕ. Шăпах çак кун «Тишина Матроскина» кушакăн скульптурине вырнаçтарнă.
Канонер утравĕ çинче /ку утрав малтан Кушак утравĕ ятлă пулнă иккен/ плащ, шăлавар, пушмак, пуçне кепка тăхăннă кушак тăрать.
Петергофра виçĕ сак çумĕнче тĕрлĕ тĕслĕ виçĕ кушак скульптури вырнаçтарнă: хĕрлĕ /рыжий/, шурă тата хура. Хура кушак хăлхинчен иртен-çӳренĕн тăшманран хӳтĕлеме, шурринчен çемьере килĕшӳ, хĕрлинчен — хăюлăх ыйтмалла теççĕ.
Пушкин хулинче те кушака халалланă скульптура пур.
Кĕнеке вулакан куçлăх тăхăннă ученăй-кушак аçи, ун умĕнчи кĕнеке страници çине «Счастье там, где ты» тесе çырнă. Матроскин кушак аçи, Шарик тата Печкин почтальон, туберкулезпа чирлесе çамрăклах пурнăçран уйрăлнă финн поэтессин Эдит Ирене Седерганăн юратнă Тотти ятлă кушакĕ, Кронштадт хулинче моряксене кĕтсе илекен «Кот и пес» скульптура, йĕкĕреш мăр-мăрсем, Фунтик кушак тата ытти тĕрлĕ скульптура пур Санкт-Петербургра.
Кунта кушаксен ятарлă музейĕ те хула хăнисене яланах хапăл туса йышăнать. Çулçӳревçĕсене Василий кушак аçин скульптури кĕтсе илет, вăл укçа ямалли ятарлă ешчĕке сыхлать.
Санкт-Петербург — илемлĕ хула. Унта кам çитсе курман, май тупса мĕнле те пулин кайса килмеллех. Хамăр çĕршыв илемлĕ кăна мар, вăл кăмăллă, тарават çынсемпе пуян.
СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: кунта мулкач та хисепре.
Галина ЗОТОВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Штанаш.
Комментари хушас