Пысăк ĕмĕтлĕ Юля

6 Юпа, 2016

Юля Ахметова пушă вăхăтра тĕрлĕ пусмаран çемçе тетте ăсталама юратать.

— Тем тĕрлĕ тетте пур манăн килте. Çав шутра кукамипе кукаçи сăнарне те çĕлерĕм. «Çĕнтерӳçĕ салтака» та тăрăшса пурнăçларăм. Ахальтен мар. Эпĕ ăна вăрçăра пулнă çамрăксене халалларăм. Çитменнине манăн мăн кукаçи, Яким Евдокимович Евдокимов та фронтра ирсĕр тăшманпа паттăррăн кĕрешнĕ-çке. Е тата хамăр ялти салтаксемпе ытти тăрăхри хастарсене епле манăн? Çапла, пукане тем чухлех. Пĕринчен тепри хитре, килĕшӳллĕ. Парнелĕх те пур. Уявсенче, çуралнă кунсенче тус-юлташа хам тунă япаласемпе савăнтарма кăмăллатăп-çке. Маншăн çакă хăйне евĕр киленӳ, — çирĕплетет хастар хĕрача.

Умра — хĕрӳ вăхăт. Вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пырасси, тус-юлташне пулăшасси, педагогсен сăмахĕсене ăша хывасси, ăмăрту-олимпиадăсене хутшăнасси — пысăк ĕмĕтсенчен пĕри. Тата та пысăк ĕмĕт — «Артек» лагерьте канса курасси, çĕнĕ юлташсем тупса туслă çыхăну тытасси.

— Кирек ăçта та çитĕнӳ туни вĕрентекенсене те, атте-аннене те савăнтарать мар-и-ха? Малашне те хама лайăх енчен çеç кăтартма тăрăшăп. Ку вĕренӳ çулĕнче те кашни чĕрĕкре пур предметпа та «5» паллă кăларасчĕ, — тет Юля йăл кулса.

Çут çанталăка юратнăранах биологи предметне кăмăллать саккăрмĕш класс хĕрачи. Ахальтен мар пĕлтĕр районти олимпиадăра çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ вăл.

— Ытларах уй-хирте, вăрманта çӳреме кăмăллатăп. Акă халĕ йăлăхтармăш çумăрсем иртрĕç. Хĕвел те саралса тухать. Сывлăш уçă. Тӳпе тăп-тăрă, ниçта пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Çуллахи кун евĕр. Анчах, такăр сукмак çине ӳкнĕ сарă çулçăсем кĕркунне çитнине систереççĕ. Вăрмана кĕрсен тухас та килмест. Ылтăн кĕркуннене пăхса ытарма çук. Сарă-хĕрлĕ çулçăсем кăшт çил вĕрсенех утас çул çине вĕçсе ӳкеççĕ. Кăмăла çĕклеççĕ. Çуллахи вăхăтринчен те савăкрах пек уçă сывлăшра уçăлса çӳреме, — тет хаваслă Юля.

Кĕнеке вулама та вăхăт тупать. Ача чухне юмах-халаппа кăсăкланнă пулсан, паян тарăн шухăша яракан повеçсемпе калавсене, сăвă-калав шĕкĕлчет.

Элиза ВАЛАНС.

Канаш районĕ,

Ăвăспӳрт Кипеч.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.