Комментари хушас

Кашни çул кĕр мăнтăрĕпе хаçат-журналта тата телекуравра çакнашкал пĕлтерӳ янăрать: «Панулми пухма çынсем кирлĕ. Ĕç укçи - 25 пин тенкĕ». Ара, сад пахчинче тăрмашасси стройкăра пилĕк авасси мар ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, кунашкал рекламăна шанма хушмаççĕ. Пирĕн пек айвансем теме те ĕненеççĕ çав. Кайран вара хытă ӳкĕнеççĕ.

Ултав вăлтине çакланнисем

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕр пайтаçăн шаннă çынни Тула облаçне кайса ĕçлеме йыхравларĕ. Чăвашран çын мĕн чухлĕ ытларах ăсататăн - ун енчĕкне кĕмĕл çавăн чухлĕ ытларах пырса кĕрет-мĕн.

Сирĕн офис ăçта вырнаçнă тесе ыйтсан нимĕн те хуравлаймарĕ. «Раща» чарăнура сире кĕтсе илĕпĕр», - терĕ çеç.

- Нумайлăха каятпăр-и?

- Пĕр уйăха е уйăх çурăна. Сад администрацийĕ сирĕнпе ĕç килĕшĕвĕ тăвать. Ан иккĕленĕр, эпĕ саккăрмĕш çул çын пуçтаратăп.

Тухса каймалли кун чăнах та чарăнура лутра кĕлеткеллĕ, самăртарах хĕрарăм тăра парать. 18 вырăнлă «Форд» машина та çитсе чарăнчĕ. Çичĕ çын кăна пухăнни тĕрлĕ шухăш çуратрĕ. Сад пахчинче пурте йĕркеллех мар пулас.

Вырăна çурма пушă автобуспа çитсен иккĕленӳ тата та вăйланчĕ. Чи малтанах кантурта паспортсене пуçтарса илни тĕлĕнтерчĕ. Çынсем тухса тарасран сыхланаççĕ-и? Ĕç килĕшĕвне алла паманни те нумай ыйту çуратрĕ. Кунта хăйсен йĕрки хуçаланнине тӳрех туйрăмăр.

Килĕшӳре пирĕн ĕçлев тапхăрне те кăтартмаллаччĕ. Вăл йĕрке пушă. Директор тунмарĕ:

- Сада никам та пĕр уйăха килмест, капла эсир нумай çухататăр. Виçĕ уйăх е çур çул - чи меллĕ услови.

- Каçарăр та, сирĕн посредник пире урăхла информаци пачĕ. Хамăрпа пĕрле çуллахи çи-пуç çеç илнĕ. Çанталăк сивĕтсен мĕн тăхăнмалла?

- Складра ăшă тумтир, атă, кăçатă çителĕклĕ. Халиччен никам та шăнса вилмен.

Каярах пĕлтĕмĕр: ăшă тумтирпе атă-пушмакшăн ĕç укçинчен тытса юлаççĕ. Эпир ку лару-тăрăва лекессе пĕлмен.

- Юрĕ, ыран ĕçе тухмалла. Ирхине 7 сехетре апат çитереççĕ. Сире панулми татнă çĕре ямастпăр, кивĕ плантацисене тасатмалла, - тесе ăсатрĕ директор.

Совет Союзĕ вăхăтĕнче Тула облаçĕ улма-çырла сачĕсемпе палăрнă, çимĕçе кунтах тирпейленĕ. Ун чухнехи улмуççисем пысăк тухăç панă. Союз аркансан садсене юхăнтарнă. Халĕ çав вырăнсене тасатса çĕнĕ хунавсем ӳстереççĕ.

Столовăйĕнче вырăнти поселок çыннисемпе калаçма тӳр килчĕ.

- Ултавпа илсе килеççĕ çынсене, - терĕ пĕри. - 25 пин кам тӳлет сире? Апатшăн уйăхне 7500 тенкĕ тытса юлаççĕ. Дирекци лавккинче супăнь, кĕпе çумалли порошок, шăл пасти туянмаллах. Каллех шалу шучĕпе. Чĕлĕм туртакансен тăкакĕ ытларах. Вăт, шутласа пăхăр, алла мĕн чухлĕ кĕрĕ. Вырăнти рабочисем 12-15 пинрен ытла илсе курман.

- Панулми сачĕ тесен çынсем курорта каясла хĕпĕртеççĕ, - хушса хучĕ тепри. - Кайран кăмăл хуçăлать. Поселокри çуртсене сăнарах пăхăр-ха. Капмар та хӳхĕм çурт çукпа пĕрех. Пирĕн пурнăç шайне кăтартать ку. Чăвашра та чаплах мар пулас, ытахальтен инçе çула тухмăттăр.

Чăн та, чăвашсем ахаль рабочие е хуралçăна вырнаçаççĕ. Кашнин шăпи тĕрлĕ. Пĕрне арăмĕ килтен хăваласа янă, тепри алиментран тарса çӳрет, виççĕмĕшĕ хваттерне сутса ĕçке ярăннă.

Кунта тĕрлĕ халăх çыннине тĕл пулатăн. Эпир çитсенех Украинăран килнĕ 30 çынна йышăнчĕç. Вăрçă хăвалать вĕсене. Ытларахăшĕ çамрăк. Ушкăна çийĕнчех общежитие вырнаçтарчĕç. Пурăнмалли условисем япăх мар. Унчченхи кивĕ барака пăсса кирпĕчрен çĕнĕ çурт купаланă. Шалта çăвăнмалли пӳлĕм, туалет пур. Çапах та 15-20 çын пĕр пӳлĕмре выртса тăни чăрмав кӳретех. Сан кӳршĕ туберкулезпа е ерекен ытти чирпе аптрамасть-и? Никам та медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман-çке.

 

Çимĕç вырăнне - çупкă

Панулми пахчинче темиçе уйăх ĕçлекенсем пăтăрмахлă самантсем çинчен каласа параççĕ. Пĕри тепринчен кăсăклăрах. Çамрăк хунавсен лаптăкĕнче вăй хунă йĕкĕтĕн киле кайма вăхăт çитнĕ. Хĕле кĕрес умĕн улмуççисен тунисене шăши кăшласран ятарлă лентăпа çавăрса çыхаççĕ. Шалу панă кун кантурта сан сумкуна тĕрĕслеççех. Яланхи процедура. Йĕкĕт сумкине уçать те ытти япалапа çав лента тĕрки сиксе тухать.

- Ав епле, эс пире сăтăр тăвасшăн-и, - сехĕрленсе ӳкеççĕ кантуртисем. - Шалу ан та кĕт. Çул укçи паратпăр та тасал кунтан.

Йĕкĕт шалт аптранă. Вăрă ячĕ çыпăçрĕ. Ахăртнех, пӳлĕмри юлташĕсем чăмтарнă уун сумкине. Ы-ых пӳтсĕрсем! Халь çамрăкăн ăçта тĕрĕслĕх шырамалла?

Тепĕр пăтăрмахĕ сăрапа çыхăннă. 50 çулти арçын расчет илмелли кун бухгалтерие кĕнĕ.

- Сана тивĕç укçана çур сехетрен хатĕрлетпĕр,кăштах уçăлса çӳре, - тенĕ шут ăстисем.

Тухать те çакскер çывăхри лавккана таплаттарать. Сăра ĕçменни чылай, халь пĕр кĕленче туянма сăлтав пур - «дембель». Кантур урати урлă каçсанах тĕп бухгалтерпа пырса çапăнать.

- Ара, санран эрех шăрши кĕрет-çке. Хушамату мĕнлеччĕ-ха? Аха, Сидоренко. Эпир ĕçкĕçсене шалу чухлĕ штраф панине эсĕ пĕлетĕн-и? Марш кантуртан. Киле çуран çит. «Ĕç вырăнĕнче пĕр тумлам та ĕçме юрамасть» тенине мантăн пулать, эсрел.

- Ман вахта вĕçленнĕ вĕт-ха, эп...

- Расчет тăвиччен эсĕ садри рабочи шутĕнче, тасал кунтан.

Сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешни лайăх-ха, тулĕк вĕсен мелĕсем тĕлĕнтереççĕ.Çапла майпа предприяти бюджетне пуянлатаççĕ-ши е çын укçине хăйсен кĕсйине пĕтĕрсе чикеççĕ-и?

Çак самантсене итленĕ хыççăн ку фирмăран часрах тухса шăвăнас кăмăл çуралчĕ. Панулми вырăнне çупкă çитереççĕ. Анчах паспортсем кантурта-çке. Çур кун тархасласан тин илтĕмĕр документсене.

Ирпе киле пуçтарăннă чухне рабочисем техника паркне пухăннăччĕ. Тĕпрен илсен, хĕрарăмсем. Хăшĕ-пĕрин килĕнче ачи-пăчи те пурах ĕнтĕ. Виçĕ-тăватă уйăхра çемьешĕн тунсăхласа çитетĕн. Анчах çула тухма укçа çук, паспорт та алăра мар. Йывăр шăпаллă çынсене, тӳрĕ çулта такăннисене улмуççи çумне çыхса хунăпа пĕрех.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ.

 

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ"Хресчен сасси" Эрнери чи лайăх статьясем
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.