«Шкул карапĕ» паян та ăнăçлă «ишет»...

Вăрмар районĕнчи Аслă Чак шкулĕнче вĕренекенсенчен кашни питех те вулама юратать. Библиотекăна хавас кăмăлпа çӳренисĕр пуçне хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Тата кăмăла çĕклекенни — хăйсемех «Шкул карапĕ» хаçат кăларни. Ара, пĕлӳ çуртĕнче мĕн пулса иртнине, ачасем олимпиадăра, ăмăртура çĕнтернине е ырă ĕç тунине, йăлтах çакăнта вуласа пĕлме пулать-çке. Çамрăк сăвăçсемпе çыравçăсен сăвви-калавĕ те вырăн тупать кашни кăларăмрах.

— Редактор та, фотокорреспондент та, журналистсем те пур кунта. Шаннă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче шкул хаçачĕсен регионсен хушшинчи «Шкул пресси — 2016» конкурса хутшăнтăмăр. «Ял шкулĕнчи чи лайăх хаçат» номинацире 2-мĕш вырăна тухрăмăр. Çакă пире хавхалантарчĕ, малашне те ăнăçу енне ăнтăлма хăват пачĕ, — тет Ирина Леонардовна Яковлева завуч.

Авă Даниил Яковлев фотокорреспондент хаçат валли яланах ăнăçлă сăнӳкерчĕксем тăвать. Тепĕр чухне вара юлташĕсем хăйне сăн ӳкереççĕ. Спектакльте тĕп сăнара калăпланă чух, бассейнра хăвăрт ишнĕ самантра, çăмăл атлетикăри ăмăртура, çырма-çатрана йывăç лартнă тата кайăксем валли сырăш ăсталанă вăхăтра... Ӳссен вара Даниил пачах урăх çул суйласшăн, тухтăр пулас ĕмĕтлĕ.

Олеся Григорьева та хаçат ĕçне хастар хутшăнать. Хитре ӳкернĕренех ĕçĕсем пĕрре мар кăларăмра кун çути курнă. Пĕрле вĕренекенсен портречĕсене самантрах шурă хут çине кăларать. Савăнаççĕ вара лешсем! Тав тăваççĕ. Хĕрача вĕренӳре те, спортра та сатур. Драма кружокне хапăлласа çӳрет.

«Пиллĕк» паллăпа çеç вĕренекен, спортра çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пулакан, тус-юлташне ялан пулăшакан Наташа Егоровăн та çырас туртăмĕ вăйлă. Йăрăскер таçта та ĕлкĕрет. Хастар та пултаруллăскер çинчен час-час çыраççĕ хаçатра пĕрле вĕренекенсем.

Чун-чĕрипе сценăна парăннă Диана Григорьева та алла ручка тытмасăр пурăнаймасть. Юрра-ташша ăстаскер конкурс-ăмăртăва хутшăнса ăçта-ăçта çитĕнӳ тунине, спектакльте тĕп сăнара мĕнле кăмăлпа калăпланине самантрах хыпарлать.

«Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать» тенешкел, ачасен кĕске заметки, сăвви-калавĕпех тулать çĕнĕ номер. Ăна вĕсем интереслĕ кăларас тесе паян та чун-чĕререн тăрăшаççĕ.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Вăрмар районĕ,

Аслă Чак.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: редколлегин пĕрле сӳтсе явмалли ялан тупăнать.

 

Луиза ВАСИЛЬЕВА"Тантăш" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.