Куç илеме кăмăллать
Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче пурăнакан Зоя Цветкова тĕрлеме те, алса-чăлха, эрешлĕ тутăр çыхма та ăста. Чăннипех ылтăн алăллă вăл. Унсăр пуçне ĕмĕрĕпех ресторанта ĕçленĕскерĕн сĕтел çинчен тутлă апат-çимĕç, кукăль татăлмасть.
Амăшĕпе хĕрĕ
Зоя Петровна ачаранпах тĕрлеме юратнă. Амăшĕ çак ĕçпе аппаланнă май хĕр пĕрчи час-часах йĕппе çип тытнă. Халĕ вара вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тĕр-леççĕ. Нина Никифорова асăннă районти Татмăш ялĕнче пурăнать. Сакăр теçеткерен иртнĕ пулсан та шур пире куçлăхсăрах эрешлет.
- Ĕнер те шăнкăравларĕ. Эпĕ мĕн тĕрленипе кăсăкланчĕ, ĕçе вĕçлесенех хăйне пырса пама сĕнчĕ. «Ку кăткăсрах саншăн, малтанхине пĕтертĕн-им?» - ыйтрăм унран. «Пĕтертĕм», - терĕ вăл. Хальхи вăхăтра чиркӳ валли сак сарăмĕ çĕленине пĕлтерчĕ, - паллаштарать çывăх тăванĕпе Зоя Петровна.
Вĕсем иккĕшĕ те «çак чирпе чирленĕ». Кунĕпе алĕç тытмасан пурнăç ахаль иртнĕн туйăнать. Нина аппан кун пек чухне юн пусăмĕ те ӳсет иккен. Тĕрĕ вара ăна йăпатать, чунне лăплантарать. Хĕрĕшĕн те вăл - пурнăçра чи кирли. Унсăр кун-çул тĕллевĕ те çук. Тĕрлесе ывăнсан тепĕр ĕç кĕтет ăна: е эрешлĕ тутăр, е тетте, е чечек çыхать. Телевизор курнă чухне те, çынпа калаçнă вăхăтра та алли вылянса çеç тăрать.
- Виçĕм çул 31 тутăр сутрăм, кăçал - 17, - сӳтĕлет калаçу çăмхи. - Унсăр пуçне фольклор ушкăнĕсем валли саппун, тутăр тĕрлетĕп. Тĕрĕллĕ алса-чăлха çыхма ыйтакан та чылай.
«Ăстаçăн пуртти катăк» текен каларăш ăна пырса тивмест. Кил-çурчĕ музейри пек капăр. Кашни пӳлĕмре - тĕрĕ. Вырăн таврашĕ те унпа тулнă.
Зоя Петровна ĕçĕсемпе паллашма килекен те, унран вĕренес текен те чылай.
- Нумаях пулмасть Именкассинчен 86 çулти кинемей килчĕ, - кăмăллăн калаçрĕ хĕрарăм. - «Çак илеме курмасăрах вилеттĕм, - терĕ вăл. - Халĕ пурнăçпа сывпуллашсан та юрать, тĕнче куртăм».
Чылай тĕрре хаçат-журналтан илет ăстаçă. «Тăван Атăл» журналта пичетленнисемпе те усă курнă. Унăн ĕçĕсенче ытларах - çын тата чечек. Хăй те ăш пиллĕ пулнăран çынна кăмăллать. Чечеке вара пахчара та, урамра та çитĕнтерет, хăй те çыхать. Илем тĕнчинче пурăнать. Çавăнпах ĕнтĕ унăн кăмăлĕ те уçă, савăк.
Кукăльне пĕçерсен çиекен тупăнать
Патăрьелĕнчи ресторанта 35 çул кондитер пулса ĕçленĕ вăл. Хăй ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ торт, кукăль пĕçермен-ши? Халĕ те тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме юратать. Ахальтен мар ĕнтĕ ачисене, мăнукĕсене килмессерен кукăльпе хăналать.
– Пĕр кĕрӳ плов кăмăллать, тепри - хуплу. Мускавран килнĕ май: «Анне эпир Канаша çитрĕмĕр. Кукăль пĕçерме ларт, мунча хутса яр», - теççĕ, - ачисемпе савăннине пĕлтерет кил хуçи хĕрарăмĕ. Вĕсен саккасне пурнăçлама тăрăшать. Чуста çăрасси уншăн чăрмав мар. Çак ĕçпе кашни кун аппаланма хатĕр вăл. Çавăнпах ĕнтĕ унăн сĕтелĕ хуплу-кукăльсĕр тăмасть, килен-каяна унпа сăйлать.
Мăшăрĕпе савăнса пурăнма тӳр килмен хĕрарăма. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ вăл. Пилĕк ачине пĕчченех ура çине тăратнă, вĕрентсе кăларнă Зоя Петровна. Вĕсем тăрăшуллă, маттур çитĕннишĕн хĕпĕртет. Хĕрĕсем хăй пекех алăсти, çыхма-тĕрлеме юратаççĕ. Хăшне-пĕрне амăшĕнчен те вĕренеççĕ.
Калаçăва каллех илем çине куçартăмăр. - Çыхнă кĕл чечек пахчаринчен пĕрре те кая мар, - терĕм эпĕ тĕлĕнсе.
- Торта çеçкепе илемлетнĕ май ăна çыхас шухăш çуралчĕ. Нивушлĕ пултараймăп-ши? Лартăм та ĕçе тытăнтăм. Кĕл чечеке чиперех ăсталарăм, - пулчĕ хурав.
Ял тăрăхĕнче, районта ирттерекен куравсене яланах хутшăнать вăл. Хăй тĕллĕн ирттерни те пулнă.
Çамрăк ăру алĕç тума пĕлменни пăшăрхантарать ăна. Çавăнпах ĕнтĕ кӳршĕ-аршă ун патне улаха пуçтарăнать. Вĕсене эрешлĕ тутăр, минтер пичĕ çыхма вĕрентнине каларĕ. Канвапа тĕрлеме хăнăхас текен те пур.
Алĕç тума пĕлни çăкăр ыйтмасть. Тепĕр чух тупăш та парать. Унсăр пуçне чун йăпанать, кун та усăллă иртет.