«Çепĕç çулла, ылтăн кĕркунне... Асрах эсир»

Хаваслă вăхăт, çуллахи каникул вĕçленнĕренпе пĕр уйăх иртрĕ пулин те, чылайăшĕшĕн çав асамлă самантсем халĕ те куç умĕнчех-ха. Акă паян тăхтавра пĕр ушкăн шкул умĕнчи йывăçсем патне уçăлма тухрĕ. Сăмах-юмахĕ вара çав-çавах каникул пирки пулчĕ.

— Илĕртӳллĕ çав çу кунĕсем. Ун чухне мĕн чухлĕ çын шывра ишет, кайăк-хур вĕтĕ-вĕтĕ хумсем çинче чӳхенет. Хĕвел çинче хĕртĕнекен те пур. Эпĕ те çавсен йышĕнче. Çак илемлĕ те чуна çывăх пахчана тухсан, ем-ешĕл чăрăшсем еннелле пăхсан, кĕркунне мар, чăн-чăн çулла çитнĕ пек туйăнать мана, — терĕ арçын ачасенчен пĕри хавасланса.

— Тĕрĕс, çуллахи куна пурте кăмăллаççĕ. Анчах çавăн пек хитре вăхăта ăмăр çанталăк та пăсать. Шăпăр-р -шăпăр-р çумăрĕ те çăвать. Йывăр пĕлĕтсем аялтанах куçаççĕ. Çанталăк тĕттĕмленнĕçемĕн тĕттĕмленет. Кĕр-кĕр-р аслати авăтать. Çат! çатлаттарать. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртет, татах вăрăммăн та çиллессĕн кăлтăртатса авăтать аслати. Хĕреслĕ-мĕреслĕ çиçĕм ялтăртатать. Çывăхрах тупăран пенĕн каллех çатлатать. Ун пек çанталăкран шикленетĕп, çавăнпа вăл самантра пӳртрех ларатăп. Е кĕнеке вулатăп, е урăх ĕçпе аппаланатăп. Эрес-мерес самант иртсенех урама тухатăп. Эх, çумăр хыççăнхи сывлăш мĕне тăрать! Сывласа тăранма май çук, уйрăмах вăрманта кăмăллă, — сăмах хушрĕ Дарья Григорьева та.

— Манăн ĕмĕт юппи пур... Ытти ачасен пур-ши вăл? Пĕлместĕп, татăклăн хурав параймастăп. Манăн ĕмĕт вара питĕ пысăк. Çитменнине пĕрре мар, темиçе — юплĕ-юплĕ. Пур юппинче те пулса курасчĕ хам ĕмĕрте. Ним кĕтмен çĕртен пурнăç мана сасартăк ĕмĕтĕн пур юппи çине те кăларса тăратрĕ. Тепĕр чухне çӳретĕп вара çапла. Чунăм килениччен. Эх, мĕн тери аван ĕмĕт сăпкинче ярăнма! Уйрăмах çуллахи хит-ре кунсенче шухăшăмсемпе таçта та çитетĕп, — терĕ Даниил Архипов.

Çапла пĕр-пĕрне пӳле-пӳле калаçрĕç те калаçрĕç хаваслă ачасем. Урока ларнине систере шăнкăрав янăрасан çеç сăмах çăмхи сӳтĕлме чарăнчĕ. Пурте класалла васкарĕç.

— Туссем, ан кулянăр! Кĕçех кĕркуннехи каникул çитĕ. Вăл та хăйне евĕр асамлă самантсем парнелетех. Унччен вара уроксенче лайăх паллăсем илсе аслисене савăнтарар, — терĕ Дарья пурне те ырă сунса.

Элиза ВАЛАНС.

Канаш районĕ,

Ăвăспӳрт Кипеч.

 

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.