Халех хатĕрлемелле
Пахчаçимĕç пуçтарса кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Ана çинче сивве тӳсĕмлĕ çимĕç-курăк çеç курăнать: кĕрхи купăста, дайкон, ешĕлле çиме лартнă сухан, укроп, петрушка.
Халĕ пахчана хĕле кĕриччен тирпейлесе хăварассипе тимлемелле. Ытлашши нӳрĕ çанталăкра пахчара çӳреме кирлех мар. Нӳрĕк çĕр атă-пушмака варалать çеç мар, вăл вăйлă пусăрăнать те. Кăпкалатнă тăпра — пушшех те.
Тепĕр çулхи тухăç мĕнле пуласси кĕркунне пахчана епле хатĕрленинчен нумай килет. Сивве тӳсĕмлĕ, кĕске кунра çитĕнекен ӳсен-тăран кĕркунне тăрăшсах аталанать. Вĕсене çумласа е качкаса тухмалла. Пахчари хыт-хурана, çӳп-çапа пуçтарса компост е тислĕк купине пăрахмалла. Ирĕкре сапаланса выртакан çӳп-çап, çурма çĕрĕк вут сыпписем, пахчаçимĕç тунисем, хăма таткисем, турат-çатрака сиенлĕ хурт-кăпшанка хĕл каçмалли «хăтлă йăва». Çĕрулмине шăтаракан тымар хурчĕн /проволочник/ нăрри шăпах çавнашкал вырăнсенче хĕл каçать. Пахчаçимĕç çеçки-тунине йăран çинчен йăлтах пуçтармалла, компоста пăрахмалла. Вĕсем хурт-кăпшанкă çеç мар, тĕрлĕрен чир-чĕре сарма пулăшĕç.
Йăрансене мĕнле тăвассине, ăçта мĕн акассине-лартассине те шăпах халĕ, ку çулта хăш тĕлте мĕн çитĕннине манса кайиччен, ăçта мĕн лайăх ӳснине ас туса тăнă чухне палăртса хăвармалла. Йăрансенче мĕн ӳсессине палăртсан тăпрана тĕрĕс хатĕрлеме çăмăлрах. Пусă çаврăнăшне шута илмелле, ӳсен-тăрана тĕрĕс кӳршĕлентермеллине те асра тытмалла.
Комментари хушас