6 Юпа, 2016
Микроволновка пулaшнипе
Микроволновкăпа усă курма меллĕ. Мĕн те пулин ăшăтса илмелле-и — йăпăртах. Унпа хуçалăхра ытти тĕллевсемпе те усă курма пулать.
- Чечек лартас умĕн тăпрана дезинфекцилеме те пулăшать микроволновка. Пластик е фарфор савăта тăпра тултарса 2 минут тытсассăн вăл стерилизациленет.
- Шăнса пăсăлсан, сăмса шывлансан тăвар ăшăтса тытни пулăшать. Тăвара таса чăлхана тултарса 1-2 минутлăха микроволновкăна хурса хĕртĕр те сиплемелли вырăна тытăр. Ăшă тăвар чир-чĕре хăвалать.
- Лимон е апельсин сĕткенне пăчăртаса кăлармалла-и? Микроволновкăра 20-30 çеккунт тытăр та сĕткене юхтарăр. Çимĕçри сĕткен тумлам юлмиччен юхса тухĕ.
- Сухан туранă чухне куçульленесрен те пулăшать вăл. Сухан вĕçне, тымарне касса пăрахăр та 30 çеккунт микроволновкăра тытăр. Куççульлентерекен вещество арканать, суханăн мĕнпур усăлăхĕ упранса юлать.
- Пластик контейнер микроволновкăра усă курма юрăхлине çапла тĕрĕслемелле: контейнера шыв янă стакан лартăр та пĕр минут ĕçлеттерĕр. Енчен те шыв вĕриленнĕ, пластик савăт сиввипех юлнă пулсан вăл микроволновкăра усă курма юрăхлă.
- Микроволновкăра ешĕл çимĕçе — укроп, петрушка, кинза — типĕтме те пулать. Техĕмлĕх курăкне савăта хумалла та 30-шар çеккунт, тапхăр-тапхăр, типсе çитиччен ĕçлеттермелле.
- Вĕтетнĕ техĕмлĕхсен шăрши вăйсăрланнă тăк ăна çĕнетме пулать. 10 çеккунт микроволновкăра тытмалла çеç.
- Савăт-сапа, йывăç ывăса дезинфекцилеме те меллĕ вăл. 1 минут вăйлă хăватпа ĕçлеттерни ĕç хатĕрĕсене дезинфекцилет.