Комментари хушас

6 Юпа, 2016

Сцена çинчи вут-çулăм

«Сукмакĕ ку тĕлĕнмелле тумхахлă», –
Тесе хальччен тăмарăн шикленсе.
Ярса пусса ялан-ялан сулмаклă
Йывăрлăхра эс пытăн пиçĕхсе.
 
Вут-тăвăлсен ытамĕнче чухне те
Умра курса малĕмĕтлĕх сăнне
Ыр кăмăл-туйăм ăшшине çĕнетрĕн
Ыттисене асаплă чух сĕнме.
 
Эй, пурнăç шелсĕр! - мĕн тăвайăн тулĕк?
Эпир кашнийĕ ун чăмăрĕнче.
Эс хывнă пĕтĕм пултарулăх çулĕ
Тивĕçлипех кун-çул кĕнекинче.
Александр Пăртта

 

Пĕррехинче атте-аннепе пултарулăх пирки калаçса ларнă чухне Валерий Молодцыгина аса илтĕмĕр. Атте татăклăн çапла каларĕ: "Халăх чи лайăх пĕлекен артист Валерий Молодцыгин пулнă! Халăх чи юратнă артист Валерий Молодцыгин пулнă!" Эпĕ вара шухăша кайрăм: "Мĕншĕн-ха ун пирки пĕр энциклопедире те çырмаççĕ, мĕншĕн тĕрлĕ справочникра, кĕнекесенче палăртмаççĕ? Мĕншĕн манаççĕ?.." Çакă мана шухăша ячĕ...

Эпĕ çанă тавăрсах талантлă артист-ентешĕмĕр çинчен кирлĕ материалсем пухма пуçларăм, пултарулăхне тĕплĕ тишкертĕм.

Малтанах унăн йăхĕ-тĕпĕпе паллашар-ха, ачалăхне куç умне кăларар.

Молодцыгинсен çемйи 1905 çулта Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальне куçса килсе пурăнма тытăннă. Вырăссен çемйи мĕн сăлтавпа кунта килсе тĕпленнĕ, халĕ çакна никам та калаймасть. Çемье пуçĕ, Николай Филиппович, вырăнти чиркÿре псаломщик пулса ĕçлеме тытăннă, арăмĕ, Елена Егоровна, çемье пурнăçне йĕркеленĕ. Сăмах май каласан, вăл улпут хĕрĕ пулнă. 1910 çулта вĕсем çĕнĕ пÿрт лартса çирĕп хуçалăхпа пурăнма тытăнаççĕ. Ачасем пĕрин хыççăн тепри çуралаççĕ: Марье (1910), Нина (1912), Софья (1913), Елизавета тата Александра.

Часах революци хумĕ кĕрлесе çитет. Совет влаçĕ хăйĕн пурнăç йĕркине çирĕплетме пуçлать. Çĕнĕ идеологи - атеизм вăй илет. Çакăн пек лару-тăрура чиркÿре ĕçлекенсем ытлашши пулнă. Çемье йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Николай Филипповичăн мăшăрĕ, Елена Егоровна, 49 çулта çĕре кĕрет. Ашшĕ пилĕк ачана пĕччен çитĕнтерет. Тек вăл авланман.

XX ĕмĕрти çирĕммĕш çулсенче çĕршывра суйлав прависĕр хăварас йĕрке пуçланать. Революцичченхи ĕç-хĕлĕпе шанчăксăр пек курăнакансене совет влаçĕ суйлава хутшăнма ирĕк паман. Çĕнĕ влаçпа çураçу пурри çинчен кирлĕ хутсем тăратманран Николай Филипповича тата унăн çемйине суйлав прависĕр хăварнă. Нумай ачаллă çемйишĕн пăшăрханса вăл 1925 çулта чиркÿре ĕçлеме пăрахать. Ятарлă комисси 1930 çулхи майăн 10-мĕшĕнче ăна суйлава хутшăнма ирĕк памасть, 1930 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче йышăннă ВЦИК постановленийĕпе килĕшÿллĕн хĕрне, Мария Николаевнăна, ирĕк парать. Николай Филиппович хăйĕн çемйипе тата пĕтĕм пурлăхĕпе пĕрлех 1931 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче "Восход" колхоза кĕрет. Ял çыннисем каярахпа çемье пуçĕнчен унăн унчченхи ĕçне астутарса Турă пирки шăл йĕрсе ыйтсан вăл, пурнăç хура-шурне тÿссе ирттернĕ çын, çÿлти вăй пуррине хирĕçлемесĕр, çапла хуравланă: "Çутçанталăкра пурте пулма пултарать".

Валерий Молодцыгин 1952 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕн, Нина Николаевнăн, вăл иккĕмĕш (малтанхи ывăл ачи нумай пурăнайман) арçын чунĕ пулса ÿснĕ. Кукашшĕ мăнукне питĕ юратнă. Тĕрлĕ этнос юн хутшăнăвĕ, çемьери культура шайĕ çÿллĕ пулни, юрату - çакă йăлтах Валерий Молодцыгина пултаруллă артист пулса çитĕнме май панă.

Вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1969 çулта Республикăри культпросвет училищине (театр уйрăмне) вĕренме кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухсан хăйĕн пĕтĕм пурнăçне пĕр театра - Чăваш патшалăх çамрăксен театрне халалланă (1972 - 1993). Вăл РСФСР театр деятелĕсен союзĕн членĕ.

Пурĕ 60 ытла роль калăпланă вăл сцена çинче. Куракансем унăн пĕрремĕш рольне В. Розовăн "В добрый час" пьеси тăрăх лартнă Вадим Развалов ролĕпе астăваççĕ. Чылайччен тытăннă вăл репертуарта. В. Маяковскин "Хăнкăла" пьесинчи Присыпкин рольне еплерех ăсталăхпа вылянă тата! Пултарулăхри пысăк утăм пулнă вăл уншăн. Хăйĕн пĕр асаилĕвĕнче вăл ку роль пирки çапла çырса хăварнă: "В. Маяковскин "Хăнкăла" спектаклĕ тĕлĕнмелле тарăн шухăшлăччĕ. Артистсем хавхаланса вылятчĕç. Мĕн кăна хăтланмастчĕç пулĕ: ахăратчĕç, ашкăнатчĕç. Куракансем тепĕр чухне анрасах каятчĕç: мĕн япали ку - мистери е буффонада? Мыскари те хăйне кураччĕ. Пушар тăваттăмăрччĕ. Сĕтел çукчĕ. Ун вырăнне пусма таткине иккĕн тытса караççĕ те, ак сана сĕтел. Унта хуть те мĕнле апатлан, эрех кĕленчи, савăт-сапа ларт. Присыпкин (Хăнкăла) сăнарĕ хăрушла кăткăсчĕ. Спектакль пĕтсен хама питĕ япăх туяттăмччĕ вăй пĕтсе çитнипе. Çапах килĕшетчĕ ку роль мана. Çамрăк рабочи, ялтан килнĕскер, лайăхрах шухăшласа пăхсан, тăнкăр-танкăр çын мар, ĕçлеме пултаракан тăнлă çын. Хăй вырăнне тупаймасть. Буржуа сĕрекине кĕрсе ÿкнĕ те сăмсине каçăртнă, мăнаçланса, минресе кайнă. Хăнкăла çавăн пек вĕт: эмел сапатăн та анраса ÿкет. Пурнăçра çавăн йышши йăптăх пулас марччĕ тесшĕн пултăм эпĕ ку роле выляса…"

Актер репертуарĕнче кăсăк та характерлă, социаллă пĕлтерĕшлĕ тата темпераментлă рольсем пайтах пулнă. Уйрăмах çаксене палăртмалла: Ивук (Хв. Уяр, "Шурча таврашĕнче"), антифашист поэт (А. Большаков, "Янра, гитара!", Петĕр (А. Васильев, "Тавах, аннеçĕм"), Володя (Г. Сидоров, З. Ярдыкова, "Кин мыскари пуçланчĕ"), Маринелли (Г. Лессинг, "Хитре пуличчен телейлĕ пул"), Тимофей Кривов (Ш. Шагалиев, "Телей пуçламăшĕ"). Ку рольсем хыççăн вара пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пуçланă çамрăксен ролĕсем: Гогин (Л. Вдовцева, "Сан чÿречÿ умĕнче), Виталий (Хв. Агивер, "Сар ачапа сарă хĕр"). Артист юлашкинчен вылянă çивĕч характерлă ролĕсенчен хăшне-пĕрне уйрăмах палăртас килет. Ку вăл Йохан (Л. Стумбре, "Хĕрлĕ çÿçлĕ арçын"), Матвей (Н. Сидоров, "Таркăн"). Кавĕрле ролĕнче (Н. Сидоров, "Шупашкарти савни") еплерехчĕ тата вăл! Çÿппи те (Н. Сидоров, "Шăматкун каçхине") асра юлчĕ.

Каллех хăйĕн (В. Молодцыгинăн) аса илĕвĕсенчи йĕркесене илсе вулар-ха: "… Чи асра юлнă роль - Капитон Речкин. "Кĕтнĕ хăнасем" спектакльтен. Тата "Салампири" Леон Вирьялов, "Çуллахи каçри" Саша. "Пăва çулĕ çинче" драмăри Ухик те килĕшет, "Таркăнри" Матви те. "Шурча таврашĕнчи" Ивук та, "Пурнас ĕмĕр пĕрре килет" спектакльти Егор Прокудин, "Гайдар сумки" драмăри Гайдар…

Палач рольне выляттăмччĕ Шварцăн "Юратупа ан шÿтлĕр" юмахĕнче. Ролĕ пысăк та мар. Пуç касакан! Тухаттăмччĕ сцена айĕнчен сĕрме купăс каламалли футлярпа. Питĕ хитреччĕ вăл. Хам фракпа, шурă манишкăпа. Сĕрме купăс курупкинчен кăлараттăмччĕ... пуртă. Хăйрама пуçлаттăмччĕ чăшик! чăшик! Халăхĕ чĕтресе ларатчĕ. Роль шăнăрне, тĕп шухăшне артист тупсан пĕтĕмпех майлашăнса каять вара. Хăвшăн та интереслĕ.

… Артистăн тем тума та пĕлмелле, юрлама-ташлама та. Мĕнле вĕрентĕм-ха? Пирĕн кÿршĕре Йăкăнат тете пурăнатчĕ. Таçта тĕнчере ĕçлесе вăл купăс илсе килнĕччĕ. Ялта, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче, купăс урăх никамăн та çукчĕ. Тыттармастчĕ малтан. Вара лайăхрах калаçсан, лавккана çăмарта парса ун валли пирус-мĕн тупса килсен пĕрер сехетлĕхе паратчĕ. Тавах ăна, Йăкăнат тетене, мана питĕ пулăшрĕ кĕвĕсем калама пĕлни. Пĕр-пĕр спектакльте юрă-кĕвĕ пулсан, шансах тăратăн - ку роль мана лекет-ха. Акă "Пăва çулĕ çинче" драмăра "ман" Ухик купăсне çав тери вăйлă калать. Вăл вилсен ăна купăсĕпе пĕрлех пытараççĕ. Пуянсем, купăсĕ харама ан кайтăр тесе, çурçĕр варринче пыраççĕ те чавса пăхаççĕ. Лешĕ вилмен иккен, çывăрса çеç кайнă. Тупăкне уçаççĕ - ку вăранса тăрса ларать, масартан кĕвĕ каласа, юрласа тухать. Вăрăсем ниçта кайса кĕреймеççĕ!

…"Чарăр-ха Малахова" спектакльте çемьери япăх çыхăнусене пула ашшĕ-амăшĕ пĕрне-пĕри ăнланманнипе вĕсен ывăл ачи Андрей терт-нуша курать. Мĕнле уçса парас ун кăмăлне? Атăл хĕрринче тĕрме пур, çавăнта мана Иван Митюков режиссер ятарласа, Шалти ĕçсен министерствипе калаçса татăлса, пĕр талăка хупса хучĕ. Вăрă-хурахпа пĕрле лартăм, çĕр каçрăм. Ман пекех яшсем, хăшĕ-пĕри ăнсăртран лекнĕ. Пĕр ачапа паллашрăм. Вун сакăр-вун тăххăрта, ултă çул ларма тивет ун. Йăнăшнă таçта. Ялан макăрать, ялан макăрать. Халь те куç умĕнче çав ача. "Ман" Андрей та çавăн евĕрлĕ çын. Тĕрмере "ларса" тухни мана питĕ пулăшрĕ. Хамшăн та пысăк урок пулчĕ темелле: йĕркеллĕ, чыслă пурăнмалла.

… Ман шутпа, шÿт-кулăша йышăнман çын вăл - катăк çын. Пĕрмай кăмăла хытарса, хăвна мăнна хурса епле çÿремелле-ха?! Юратмастăп ун пеккисене. Хăш чухне чуна уçса калаçатăн та кампа та пулин - лешĕ сисмест те: ун калаçăвне, хăтланкаларăшне пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пуçа картса хуратăн: "Ăхă, питĕ хăйне майлă пăхкалать, утти урăхла, кирлĕ пулать ку хăçан та пулин".

… "Шупашкарти савни" камитри Кавĕрле пек арçын пирĕн ялта пурччĕ. Эп ун чухне вуннăри-вун иккĕри ача. Çак çын тинĕс флотĕнче службăра тăнă хыççăн яла таврăннă. Питĕ хитреччĕ сăнĕпе, кĕлеткипе, мăйăхĕ Буденăйăнни майлă. Вĕриччĕ хăй. "По морям, по волнам, нынче здесь, завтра там!" - тет те шан-н-н! çапать сана. Хăйне майлă сывлăх сунни пулать ĕнтĕ. "Шупашкарти савни" спектакле хатĕрленĕ чух аса илтĕм те çавна - тÿрех çăмăл туйрăм хама, сăнар картне ларчĕ. Куракансем те йышăнчĕç пек туйăнать.

… Пур-ха рольсем ăшра, чĕре çумĕнче. Ялти пĕр-пĕр тараватлă, чун-чĕреллĕ, хура тăпраран хăпман çамрăка выляса кураймарăм. Малашне те çавнашкалах тăрăшасчĕ-ха. Кам пĕлет, мĕнле килсе тухĕ... Хальлĕхе ватă мар темелле, юн тапать, вăй-халăм пур. Ĕçлесчĕ-ха кăштах…"

Темĕнле туйăм систернĕ-ши В.Молодцыгина çак сăмахсене çырса хăварма, кам пĕлет. Пурăннă пулсан тата мĕн чухлĕ паха сăнарсемпе пуянланатчĕ унăн актер биографийĕ! Вăл çут тĕнчерен уйрăлсан ĕçтешĕсем пăшăрханса çапла каланине илтме тÿр килнĕччĕ: "Эх, çунса кайрĕ!..", "Ытла хăйне шеллемесĕр сцена çинче вут пек çунчĕ...".

Асăнмасăр хăварма çук вăл калăпланă ытти рольсене те. Кашни сăнартах - унăн пултарулăх шыравĕ витĕр туптанса тухнă искусство тĕнчи: лейтенант Феррари (Э. Войнич, "Пăван"), Максим (Т. Ян, "Лелька"), Озин (Г. Краснов, "Шупашкарăм, Çĕнĕ Шупашкар"), Шапкин (А. Островский, "Аслати"), Лукка (Н. Терентьев, "Пурăнасчĕ çынсем пек"), Могила (А. Алексин, "Пурнăç çĕнтерет"), Нимĕç салтакĕ (Ф. Лангер "Операци "икс" ), Петя Купчиков (Н. Терентьев, "Арканнă юрату"), Çичĕ ют (Е. Борисова, "Хура кÿлĕ вăрттăнлăхĕ"), Ваççа (Н. Терентьев, "Тин çеç çуралнисем"), Леонид Борисович (А. Афиногенов, "Машенька"), Чалăшкуç (Н. Оболенцев, "Юлашки тытăçу"), Алеша Смородин (Г. Полонский, "Ăшçунтармăш"), Ун упăшки (Н. Терентьев, "Çынпа çын пĕр мар"), Андрей Малахов (В. Аграновский, "Чарăр-ха Малахова"), Тимофей Кривов (Ш. Шагалиев, "Телей пуçламăшĕ), Палач (Е. Шварц, "Юратупа ан шÿтлĕр"), Тропачев (И. Тургенев, "Нахлебник"), Исправник (Х. Уяр, "Типшар"), Рюрик (В. Астафьев, "Каçар мана"), Кресало (Й. Тыл, "Волынщик из Стракониц"), Александр (М. Горький, "Арканнă йăх"), Самсон (А. Чалидзе, "Чинар манифесчĕ"), Ефрейтор (В. Ежов, "Алеша"), Солдат (А. Терешенко, "Рузаевская республика"), Ермилов (В. Туркай, "Телей пуçламăшĕ"), Трофим Капралов (В. Мурзаков, "Анне ăшши"), Алексей Перов (А. Алексин, "Сигнальщики и горнисты"), Синьор Помидор (С. Прокофьева, В. Токмакова, "Чипполино и его друзья"), Дед (А. Александров, "Шишок"), Волк (К. Мешков, "В лесу родилась елочка"), Иван (В. Шукшин, "В профиль и анфас"), Матрос (Биль-Белоцерковский, "Шторм"), Милиционер (В. Мурзаков, "Анне ăшши"), Фотограф (А. Сударев, "Ведьма"), Кудимов (А. Вампилов, "Аслă ывăл"), Шлема (И. Франко, "Вăрланă телей"), Матрос (Л. Агаков, "Юманлăхра çапла пулнă") т.ыт.те.

Унăн ролĕсене куракансем чунтан алă çупса йышăннă, спектакль пĕтсен чечексемпе сцена çине хăпарнă, саламланă, кулиса хыçне хăйĕнпе тĕл пулса калаçма пырасшăн ăнтăлнă. Республика пресси асăрхамасăр иртмен: телевиденипе радио журналисчĕсем час-часах интервью илнĕ, хаçат-журналта сахал мар статья пичетленнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллашар-ха: "Яка Илле усламçă ывăлĕ Ивук философийĕ вăрă-хурахла шухăшсен чиккинчен тухайманнине В. Молодцыгин ĕненмелле кăтартса парать", - тесе çырать П. Афанасьев "Пусмăр танатинче" статйинче (Коммунизм ялавĕ, 1972)* "Классика всегда является экзаменом на творческую зрелость актеров. На днях такой экзамен держал коллектив Чувашского республиканского театра юного зрителя. На сцене его состоялась премьера трагедии немецкого драматурга восемнадцатого века Г. Лессинга "Эмилия Галотти". …Молодые актеры театра Лидия Красова (Эмилия Галотти), Василий Павлов (Принц), Валерий Молодцыгин (Маринелли) дали точное психологическое и пластическое решение образа". (Молодой коммунист. 1978, 19 декабря)* "В центре повествования - судьба Андрея Малахова, совершившего преступление. Страстно и заинтересованно ведет разговор коллектив театра. Роль Андрея Малахова для Молодцыгина явилась своеобразной проверкой на творческую зрелость. Молодой актер убедительно и предельно искренне раскрывает внутренний мир своего героя, рисует образ юноши, которому необходима поддержка и участие других". (Молодой коммунист. 1978, 16 марта).

П. Андреев журналист "Советская Чувашия" хаçатăн 1990 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче тухнă номерĕнче тата çапла çырнă: "Премьерой спектакля отметил коллектив Чувашского ТЮЗа Международный день театра. На суд товарищей по профессии, на суд строгого художественного совета выносилась новая постановка, … на сцене театра оживала драма "Рыжеволосый мужчина" (Л. Стумбре). …Это драма характеров, драма сильных личностей. Это столкновение по-детски доверчивой и чистой любви с миром разобщенных людей. В том мире человек с самого начала жизни начинает испытывать тяжелое бремя долгов и обязанностей. Итак, премьера состоялась. Зрители тепло приняли героев латышского драматурга. От души хочется пожелать им долгой жизни на чувашской сцене. А это в немалой степени будет зависеть от тех, кто "воскресил" их - от актеров. И от зрителей, естественно. Назову исполнителей ролей: народная артистка Чувашии Раиса Федорова, заслуженные артисты республики Валентина Акальская, Раиса Полякова, Валерий Молодцыгин и др."

Килти библиотеки пуян пулнă унăн, кĕнекесем пĕр вĕçĕмех туяннă. В. Молодцыгин Василий Шукшин писателе питĕ килĕштернĕ. "Хĕрлĕ палан" повеç унăн чи юратнă хайлавĕ пулнă. Çамрăксен театрĕнче çак спектакльте ăна тĕп персонаж рольне выляма та тÿр килнĕ. Егор Прокудин сăнарĕ Молодцыгинпа тачă пĕрлешсех кайнă темелле. Акă еплерех хакласа çырать-ха А. Николаев "Коммунизм ялавĕ" хаçатра (1991 ç. май уйăхĕ) ун пирки: "Ку хутĕнче Çамрăксен театрĕ, паллă совет писателĕн Василий Шукшинăн "Хĕрлĕ палан" киносценарийĕпе усă курса, "Пурнас ĕмĕр пĕрре килет" спектакльпе паллаштарчĕ. Хăй айăпне пула çамрăклах тĕрме лачакине кĕрсе ÿкнĕ Егор Прокудин юлашкинчен хăрушă тĕнчепе - преступниксен тĕнчипе татăклăн уйрăлма, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăнма, ударник пулма ĕмĕтленет. Анчах ку çав тери йывăр. Мĕнле йышăнĕç ăна, ăнланĕç-и, каллех тĕпсĕр авăра сĕтĕрекенсем тупăнмĕç-и? Телее, хăйĕн çамрăк ĕмĕрĕ те йĕркеллех пуçланман Люба паллашать унпа, шанать, ĕненет, кĕтсе илет, хăйсен хресчен кил-йышне йышăнать. Çак кăткăс рольсене Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Молодцыгин тата В. Молодцыгина артистка лайăх уçса параççĕ".

"Чарăр-ха Малахова" драмăна Çамрăксен театрĕнче 1978 çулта лартрĕç. "Çамрăк актер В. Молодцыгин Малахов рольне выляни спектакльти пысăк ăнăçу пулчĕ", - тесе çырнă хаçатра Л. Вдовцева, çав герой ырă кăмăллă, йăваш пулнине палăртрĕ. - Ан тив, Малахов йăнăш утăм тунă, çапах вăл пÿтсĕр мар. Хăйне хÿтлĕхсĕр туйнипе, çынсем патнелле туртăннипе хитре".

"Кăçал пĕр юлташпа калаçрăм. Вун пилĕк çул каярах курнă драмăна вăл паянхи пек астăвать. Йĕри-тавра тĕксĕм, хура, чăн тĕрмери пек, чуна тăвăр* çак хăрушă вырăна курсан çÿç-пуç вирелле çĕкленет. Малахов-Молодцыгин читлĕхе хупнă тискер кайăк пек, анчах тÿрĕ кăмăллă тискер кайăк, кашкăрланса ĕлкĕреймен-ха, хăй таврашĕнчине аркатма пултараймасть. Тĕрĕсмарлăха парăнасшăн мар вăл. Çавăнпа следователь тĕпченĕ чухне пуçне стенана çапать. Ахăртнех, çамрăк Малаховăн чун ыратăвĕ çамрăк Молодцыгин чĕри ыратнипе пĕр килнĕ", - çапла аса илчĕ Игорь Федотов журналист". (П. Андреев, Ялав. 1995, 3 /.)

"Театральная жизнь" журналта (Мускав, 1975) В. Молодцыгин вылянă Присыпкин ролĕ пирки те асăнса хăварнă.

Театр сцени çинче çеç мар, "Çеçпĕл" кинофильмра вăл актер пулса вылянă.

"Коммунизм ялавĕ" хаçат (1975 ç.) Муркашри Культура керменĕнче "Телейлисемпе телейсĕррисем" пьесăра Молодцыгин ăста выляса халăха савăнтарни çинчен çырса кăтартать. Тепĕр цитатăпа паллашар-ха: "1977 çулта Çамрăксен театрĕ сцена çине Н. Оболенцев пьесипе "Юлашки тытăçу" спектакль кăларать. Валерий Молодцыгин Чалăшкуç рольне сăнарлать. Драмăри ĕçсем XX ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче Çĕпĕрте, Томск хули çывăхĕнче пулса иртеççĕ. "Кивĕ" тĕнчен юлашки вăйĕсемпе çамрăк Совет республики хушшинчи тытăçусенчен пĕрин çинчен каласа парать спектакль. Спектакльти интереслĕ сăнарсенчен пĕри Чалăшкуç анархист сăнарĕ, ытти сăнарсем идейăшăн пурнăçне пама хатĕр пулсан, Чалăшкуç (монархист) пĕр енчĕк сарă ылтăншăн çапăçать". (С. Максимов, Коммунизм ялавĕ, 1977.)

"Юмаха ватти те, вĕтти те юратать. Чăвашла таса, çыпăçуллă янрать пьеса. Спектаклĕ хăй те питĕ уçă та таса. Мюзикл сулăмĕпе лартнă ăна. Кунта хутшăнакан артистсен вăййине пĕр чăмăра пĕтĕçнĕ темелле пуль. Питĕ типтерлĕ пулса тухнă ку япала. Пăхса ларма та сипетлĕ ăна, унăн поэзиллĕ сывлăшĕпе киленме те аван. Çапла, ку чиперлĕх асăннă спектаклĕн тĕп вăрттăнлăхĕ. Нихăш артист та хам вăййа кăтартам-ха тесе тĕпĕртетмест кунта. Йăлтах сцена искусстви ыйтакан, асăннă спектакль ыйтакан ушкăнлăхра". (Х. Агивер, Коммунизм ялавĕ. 1987, мартăн 1-мĕшĕ.) Валерий Молодцыгин спектакльте Синьор Помидор рольне питĕ селĕм ăсталанă. Ку ĕнтĕ артистăн амплуа анлă пулнине çирĕплетсе парать. Артист репертуарĕ тăрăх паллă - вăл кулăшла та çивĕч характерлă рольсене çеç мар, ача-пăча ролĕсене те юратса вылянă, ачасене асамлă юмах тĕнчине илĕртме пултарнă.

Юратнă артист вылянă рольсене хакласа çырнă тепĕр шухăш: "Çĕнĕ çулччен куракансене тепĕр премьерăпа паллаштарасшăн: А. Вампиловăн "Аслă ывăл" комедийĕ тăрăх лартнă спектакль вăл. Чыс, тивĕç çинчен чуна хускатмалли калаçу пырать ку комедире. Рольсенче - В. Павлов, И. Путяков, П. Кораков, В. Молодцыгин, В. Иовлев, С. Савельева тата ытти артистсем. (А. Вражкин, Коммунизм ялавĕ. 1988, октябрĕн 26-мĕшĕ.)

Театр искусствинче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн В.П. Молодцыгина Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 1984 çулхи май уйăхĕн 25-мĕшĕнче "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ" хисеплĕ ят панă.

Театрта ĕçтешĕсем ăна юратса "Петрович" тесе чĕннĕ. Вăл актер ăсталăхĕпе çеç мар, çынлăх пысăк пулнипе те палăрса тăнă. "Ăна курса калаçни асра ырă-ырă та пехетлĕ туйăмсемпе чылайччен шăранса тăратчĕ, ытарма çук илемлĕ сăрăсемпе çын пурнăçĕнче йĕр хăваратчĕ..." - тесе аса илеççĕ халĕ те тус-юлташĕсем. Ялта çуралса ÿснĕскер, хула тĕркешĕвне питех юратман вăл, çапах хăйне кÿрентерме паман. Чун тараватлăхĕ, пурнăçри хресченле тавçăрулăхĕ ыттисенчен уйрăмлатса тăнă ăна. Чарăна пĕлми шăпăлтатакан тата култарма юратакан çын çав вăхăтрах мăшăрĕпе ачисене çепĕç юратнă. Ватă амăшне управлăн пăхнă. Ун пек тимлĕ те çепĕç ывăл-упăшка-ашшĕ пурнăçра сайра пулĕ.

Театр сцени çинче нумай-нумай роль калăпласа ăсталанса çитнĕ актер хăйне халăх хушшинче мăн кăмăллă тытса пуç каçăртса çÿремен. "Çăлтăр чирĕ" пирки ыйтас-тăвас пулсан, вăл шÿте куçарса яма тăрăшнă:

- Кама килĕшмĕ хăвна юратни? Çавăнпа эпĕ унран хăратăп, ăна асăрхамасăр тăма тăрăшатăп, - тенĕ.

Валерий Петрович çынсемпе калаçма питĕ юратнă. Интереслĕ çынпа тĕл пулса калаçни уншăн уяв пекех пулнă. Хăй чăннипех те уяв-çын евĕр туйăннă.

Çирĕп характерлă, кăра сăнарсене калăплакан актер пулсан та, В. Молодцыгин каçса кайсах камит юратнă. Анчах камитсем "шывак" сюжетлă пулни тарăхтарнă ăна. "Артисчĕсем каçса кайсах кулаççĕ, анчах залри куракан вара тунсăхласа ларать. Е халăхĕ кулать, артисчĕсем вĕсем мĕншĕн кулнине ăнланмасăр аптраççĕ…"

Евгений Трушин ÿнерçĕ аса илĕвĕнчен: "Эпĕ телей мĕн иккенне пĕлместĕп, - терĕ Валерий. - Тавах Турра, манăн пурте пур: кил, икĕ ывăл, эпĕ маттур хĕрарăма качча илнĕ, ăна юрататăп, пĕрре те уйрăлман, юратнă ĕç пур… Çукки вара мĕн? Тăвакан ĕçрен тăранни çук. Пурнăçра вара эпĕ хам юратакан Тургенев пек шутлатăп - унăн пĕр калавĕнче çапла каланă: телей вăл - сывлăх пек, ун çинчен калаçмаççĕ пулсан, апла йĕркеллех. Лайăх сăмахсем вĕт? Çитменнине, эпĕ - хама, туслăха шанакан çын. Тĕрĕссипе, эпĕ çĕр çинчи сайра туйăм - юрату - пуррине те ĕненетĕп. Çакăнсăр эпĕ çук, эпĕ яланах совеçлĕ пурăннă. Эп пурсăра та юрататăп, унсăр пурăнаймастăп, пурăнас та килмест".

Валерий Петрович Молодцыгин - Актер, Çын, Гражданин…

Унăн актер ăсталăхне тишкернĕ майăн вăл республикăри хаçат-журналта, эфирта панă интервьюсенчи шухăшĕсене малалла илсе кăтартни вырăнлă пулĕччĕ:

"Театр юного зрителя - это еще и театр молодого актера. В нашем творческом коллективе основная часть актеров - комсомольцы. Возможно, поэтому дух поиска, постоянного стремления к новым формам работы - характерные черты нашего ТЮЗа. Недавно в коллектив пришли восемнадцать молодых актров, окончивших театральное отделение Чебоксарского музыкального училища имени Ф. Павлова. Помочь новичкам определиться, найти себя в нелегком актерском труде - главная задача, которую видит перед собой комитет комсомола театра. Найти себя - это прежде всего найти своего героя, глубоко и полно донести ее до зрителя. Как правило, молодые получают ведущие роли, и это доверие окрыляет их, дает стимул для дальнейшего творческого роста. В последнее время все чаще возникает вопрос: каким должен быть современный актер. И все больше мнений за то, что кроме ярко выраженной профессиональной индивидуальности, он должен иметь всесторонние глубокие знания, быть высокоинтеллектуальной личностью. В месяц раз у нас проходят так называемые Дни труппы. В эти дни в театре проводятся занятия не только по повышению профессионального мастерства, но и организуются встречи с писателями, поэтами, драматургами, артистами других театров нашего города. Они делятся с нами своим опытом работы, рассказывают о творческих исканиях и планах. Это обогащает нас, молодых. В этом сезоне мы открыли два филиала - в поселке Урмары и в колхозе "Ленинская искра" Ядринского района. В Урмарах совместно с райкомом ВЛКСМ мы создаем клуб любителей театра, который должен сыграть большую роль в эстетическом воспитании сельского юного зрителя. На сцене театра юного зрителя раскрыли свои дарования такие незаурядные молодые актеры как Василий Павлов, Валентина Румянцева, Лидия Красова. Секрет их успеха, популярности у зрителя - в требовательном отношении к себе, в постоянном поиске. Определило их успех и внимательное, бережное отношение к ним актеров старшего поколения. Планы у нас большие. И то, что наш театр удостоен премии комсомола Чувашии имени Михаила Сеспеля, вдохновляет наш коллектив на новые творческие взлеты, поиски". (В. Молодцыгин, Молодой коммунист, 1979, 15 ноября.)

"Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсемпе чылай тĕл пулма тÿр килчĕ: шкулта - А.С. Григорьев, А.Г. Калля, И.П. Митрофанов учительсемпе, училищĕре - П.Н. Ванюшин педагогпа, театрта - З.Я. Ярдыкова, А.Г. Васильев режиссерсемпе, В.К. Кузьмина, В. И. Родионов, П.И. Иванов, К.С. Степанов, М.Г. Уфимцев, Р.Ф. Федорова - чăваш халăхĕн юратнă артисчĕсемпе. Çапах та пуриншĕн те пурнăçра чи хакли - тăван анне, сăмах май вăл кĕçех 80 тултарать. Манăн икĕ ывăл ÿсет, вĕсемпе пĕрле пулма тăрăшатăп ытларах. Сăмах май, арăм та артистка. Анчах та питех те йывăр чухне пĕччен пулнине нимĕн те çитмест.

Кашни çыннăнах пурнăçра мĕн те пулин тума пултарасса шанмалла, тĕллеве май килнĕ таран пурнăçласа пыма вăй çитермелле. Хăв суйласа илнĕ идеалу патне пĕр шит те пулин çывхармалла… Çапах та мĕнлерех-ха вăл идеал тени маншăн( Чăн малтанах кирек мĕнле çынна та ăнланма пĕлекенскер, ырă кăмăллăскер, хăйне кирлĕ вăхăтра тытса чарма пĕлекенскер, ĕмĕтленнĕ ĕмĕте çитерме тăрăшаканскер.

Хальхи вăхăтра çамрăксен философийĕ, хăйсене çак пăтранчăк вăхăтра мĕнлерех тыткалани, шухăшлани тата мĕне кĕтсе ĕненсе, шанса пурăнни мана пăлхантарать. Ырă та таса идеал çукки пăшăрхантарать. Çавăнпа та пирĕн, артистсен, искусство ĕçченĕсен, май килнĕ таран вĕсене тĕрĕс-тĕкел çул кăтартса пымалла, чун тасалăхне ĕненме вĕрентмелле. Эпир хамăрăн пĕтĕм ĕçе куракансем валли хатĕрлетпĕр-çке. Вĕсемсĕр театр та пулас çук.

Маншăн чăн-чăн куракан вăл - сцена çинче пулса иртнĕ ĕç-пуçа пурнăçри пек туйса илекен, спектакль вĕçленсен те чылай вăхăт хушши шухăшласа пурăнма пултаракан çын.

"Тантăш" вулаканĕсем хушшинче те артист пулма ĕмĕтленекен ачасем пур пулсан, вĕсене театрăн тĕп режиссерĕ А.Г. Васильев пĕрре çеç мар каланă сăмахсемпе калăттăм: ачасем (чылай чухне аслисем те) артист ĕçĕ çăмăл ĕç тесе шутлаççĕ. Мĕн вăл тухса юрласси, сăмах каласси теççĕ. Ун пек мар çав! Сцена çине тухиччен артистăн нумай вĕренмелле, кĕнекесем вуламалла, шухăшлама, тар кăларса роль хатĕрлеме вĕренмелле. Унсăр пуçне çуллен темиçе уйăх ялсем, хуласем тăрăх çÿремелле. Сив çумăрĕ те, шăрăхĕ те, шартлама хĕл кунĕ те, çил-тăманĕ те пулать - каймаллах, вĕсенче кĕтеççĕ! Кăткăс, хитре, илĕртÿллĕ вăл - артист ĕçĕ..." (М. Коновалова, Тантăш. 1991, март 13.)

Артист чунне уçса калаçнă самантсем уйрăмах кăсăк. Петр Андреев радиожурналиста панă интервьюра ("Ялав", "Унпа пĕрле тата унсăр". 1995, 3 /) еплерех чĕррĕн тухса тăрать вăл куç умне:

"1972 çулта театра килсенех мана "Пăван" роман тăрăх лартнă "Ирĕклĕ Италишĕн" спектакльте Феррари лейтенант рольне пачĕç. Çав куна, январĕн 12-мĕшне, халĕ те астăватăп. Тĕп героя вылянă пек хăраса-чĕтресе тухаттăм. Бал ÿкерчĕкĕнче Елизавета Шайдуковăпа мениэт ташлаттăмччĕ. Юлашки сыпăкра Пăвана пирĕн персе пăрахмалла. Артистсем çитмен пирки сцена çине салтак тумĕпе декораци лартакансем тухатчĕç. Мана стартра перекен пистолет панăччĕ. Хытă шаплатать, ялтан килнĕ ачасенчен хăшĕ-пĕри сехĕрленетчĕ. Пĕри темшĕн шăпах çав самантра кулатчĕ. Пĕрре - те хĕрсе кайнипе - чăтаймарăм, пытăм та ик-виç хутчен питĕ вирлĕ çутăлтарса ятăм. "Эпир çынна персе пăрахатпăр - эсĕ кулкаласа тăратăн!" Чăнласах çапнă пулмалла, вăл мана пĕркун хула урамĕнче курчĕ те: "Астăватни, еплерех тăн кĕртнĕччĕ эс(" - тет.

Çав çулхинех гастроле тухса кайрăмăр. Пĕрремĕш хут эпĕ. Самар тăрăхĕнче çÿретпĕр. Тĕлĕнмелли çав тери нумай. Ун чухне хальхи пек хăна çурчĕсенче пурăнман, каç выртма çынсем патне кĕнĕ. Чарăнатăн та кам патĕнче те пулин, вăл мĕнле пурăннине тимлетĕн: ыррине, усаллине, хитрине, илемсĕррине ăш-чике илсе, малаллахи ĕçре кирлĕ пулĕ-ха тесе асра хăваратăн. Кичемленсе лармастăн, ашкăнатăн та пăртак. Пĕрре клубра çĕр каçрăмăр. Ял çамрăкĕсемпе тирпейлĕн ташланă-юрланă хыççăн çурçĕр иртсе тăваттăра та çывăрма выртман-ха. Çынсем кĕтÿ хăвалаççĕ. Эпир алхасса - шăна пытаратпăр. Шăрпăк курупкине тупăк пек тытса йăли-йĕркине туса утатпăр. Пĕри пуп пек кĕлĕ калать. Ял хĕрарăмĕсем тĕлĕнсе хытса кайнă: "Мĕн хăтланаççĕ, кай, йĕркеллĕ çынсем мар пуль ку артистсем…" (Кулать). Халь çитетĕн те вĕсен ялне: "Хайхи шăна пытаракансем каллех килнĕ!" - теççĕ.

Валентинăпа театр уйрăмне пĕрле вĕренсе пĕтертĕмĕр. Вăл Пукане театрĕнче ĕçлеме пуçларĕ, эпĕ - Çамрăксен театрĕнче. 1973-мĕш çулта пĕрлешрĕмĕр кăна, ăна Пушкăртстана гастроле кăларса ячĕç, мана - Самар облаçне. Çапларах пуçланса кайрĕ пирĕн пурнăç. Кайрантарах театр директорĕ З.Д. Ярдыкова Вальăна хамăр пата илчĕ, "Атту ачи пăсăлса кайма пултарать", - терĕ. (Кулать.) Çавăнтанпах арăмпа пĕрле ĕçлетпĕр, вун тăхăр çула яхăн. Пĕр енчен, лайăх та вăл юнашар пулни. Тепĕр чухне кансĕртерех те. Пĕлетĕн: çывăх çынну сана пăхса, сăнасах тăрать, ни сылтăмалла, ни сулахаялла утăм тума çук. "Под негласным надзором полиции" тенĕ пек. Маншăн вăл сцена çинче арăм мар та-ха, пачах урăх çын. Тĕрлĕрен пулать. Гастроль вăхăтĕнче çиччас вăрçăнса каяççĕ те артистсем, шăн-шан! тăн-тан! тутарса илеççĕ те, сцена çине тухсан - ыталанса юрласа çÿреççĕ. (Кулать.) Эпир те çынсемех вĕт. Пурнăç вĕт вăл.

Нумай пулмасть "Якăлти" мыскара лартрăмăр. Пьеси Николай Терентьевăн. Эп унта Тит Кузьмич рольне вылярăм, ял совет председательне. Халь ун йышшисене "вырăнти администраци пуçлăхĕ" теççĕ. Çавăн пек "вырăнтине" икĕ çул каярах тĕл пулнăччĕ эпĕ, мана шăпах çавă кирлĕччĕ. Халь пуçлăхсем питĕ йышлă-çке-ха. Ялĕнче те - тăват-пилĕк карчăк та вун-вун пилĕк старик юлнă пуль. Анчах вăл - пуçлăх. Пуçлăх вĕт-ха, пуçлăх! Çÿреççĕ: кирзă атăпа, улача кĕпепе - галстук çакса янă, шлепке тăхăннă. Ăçтан культура пулайтăр-ха ун пек çĕрте? Çапах та хăйне кура вăл çав тери пысăк начальник, вырăнти масштабă… (Кулать)".

Асăннă интервью П. Андреев журналистăн çакăн пек хаклав сăмахĕсемпе вĕçленет: "Тепĕр ÿкерчĕк. Пăлхануллă ку драма. Пуçламăшĕнчех темле кайăк ÿхлет, вăрман шавлать. Унтан хутор çывăхĕпе арçын йăпшăнса иртет. Вăл таврăннине илтсен кил хуçи хĕрарăмĕ Эрта çав этем çинчен "тискер кайăк, чăн-чăн шуйттан" тесе ятлаçать. Пĕлсех вăрçать иккен: кĕтмен хăна кирек ăçта та усаллăх, тасамарлăх илсе пырать. Вăл тĕнче касса чунĕпе те, юнĕпе те пăсăлнă. Уншăн нимĕнле сăваплă япала та çук, именесси-шикленесси пĕтнĕ ун. Хăйне кирлине пурпĕр туртса-тăпăлтарса илет - е илĕртсе, е йăпăлтатса, е хăратса, е улталаса. Акă еплерех куштан чун-чĕреллĕ сăнар тума пултарчĕ Молодцыгин "Хĕрлĕ çÿçлĕ арçын" спектакльте. Чĕрĕ çын вăл, унăн геройĕ, чипер сăн-питлĕ, кĕрнеклĕ хул-çурăмлă, анратса ямалла япшар чĕлхеллĕ, тепрехинче кашкăр пек хаяр. Артист вăййинче сăмахпа каламан, куçа курăнман, теме систерекен сăнсемпе шухăш-туйăм пур. Çапла каçран каç тухатчĕ вăл сцена çине. Çĕнĕрен çĕнĕ рольсем хатĕрлетчĕ... 1993 çулхи хура кĕр кунĕнче Валерий Молодцыгин пиртен уйрăлса кайсан Чăваш çамрăкĕсен театрĕ тăруках пушанса юлнă пек туйăнчĕ. Вăл çуккине, спектакльсем унсăр чухăнрах курăннине эпир ăна пытарсан тепĕр куннех чĕремĕрсене ыраттарса туйса илтĕмĕр. Тата шухăшларăмăр: ăна улăштаракан тупăнĕ, ун евĕр вылякан пулас çук. Вăл пĕрреччĕ. Никам пек те марччĕ, хăй пекчĕ. Ырă сывлăхпа пурăннă пулсан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Молодцыгин сахалтан та тата чĕрĕк ĕмĕр тăван театрта ĕçлемеллеччĕ. Вăй хурас кăмăлĕ те пурччĕ ун. Ĕçлеймерĕ. Кăмăлĕ туличчен пурăнаймарĕ. Ялан хыпаланатчĕ таçта, ялан васкатчĕ, тем те туса ĕлкĕресшĕнччĕ. Тен, çавăнпах упрама пĕлмерĕ хăйне. Сасартăк, кĕтмен-туман çĕртен чирĕ аптратнипе, ытла хытă ыратнипе ăна пульницана илсе кайнă. Çав кунах ÿтне каснă - пулăшман. Каярах юлнă-ши, йăнăшрах пулнă-ши( Виç кунран ăна тăпрапа хупларĕç. Сакăр вун иккĕри ватă амăшĕн çур кун-çулне те çитсе кураймарĕ мăнтарăн… Хăй тавра çăхан пек явăнакан "юлташĕсене" пăртак уямаллаччĕ пуль ун. Чăн тусĕсем ăçта çÿренĕ, ма сирмен инкеке( Арăш-пирĕш пăтранакан саманара, мĕн каласси, тĕрĕс-тĕкел сыхланса юлма çав хатер йывăр. Мĕн тăвайăн халь тин( Икĕ арçын ачапа тăлăха юлчĕ, хура тутăр çыхрĕ унăн мăшăрĕ, Валентина Молодцыгина артистка".

Куракансем халĕ те астăваççĕ вăл калăпланă рольсене, тунсăхлаççĕ... Пирĕн хушăра çавăн пек талантлă актер пулни пурнăçа илем кÿрет, хавхалану парнелет-çке. Театрта пĕрле вăй хунă ĕçтешĕсем еплерех хаклаççĕ-ха Валерий Молодцыгина(

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Лидия Красова: "Пысăк хурлăх килчĕ пирĕн театра. Çапах ман ăна кулянса аса илес килмест, мĕншĕн тесен вăл урăхларах çынччĕ. Гастрольсенче темле кансĕр чухне те - клубĕ сивĕ, хамăр выçăллă-тутăллă пулсан та, урамра çумăрпа хутăш юр çусан та - Валери яланах мĕн те пулин кулмалли шухăшласа кăларатчĕ. Пĕррехинче "Кин мыскари пуçланчĕ" спектакльпе ял клубне çитрĕмĕр. Костюмер ун валли икĕ аттине те сылтăммине илсе пынă. Пăхатпăр: пирĕн юлташ аттисене тăхăнать, хывать, ылмаштарса лартать, каллех тăхăнать - атă пуçĕсем пĕр еннелле. Тата улăштарать. Чăтса лартăмăр-лартăмăр та пĕрĕхтерсе кулса ятăмăр. Валера костюмера ятламарĕ, клуб пуçлăхне чĕнсе илчĕ те кулкаласа атă тупса пама ыйтрĕ. Шÿтлесех ирттерсе ячĕ".

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Иван Путяков: "Молодцыгин Валери мĕнле лайăх артист пулни çинчен каламăп. Ăна пурте юрататчĕç. Курма пынисем вăл сцена çине тухасса çăварĕсене карса, кулма хатĕрленсе кĕтсе тăратчĕç. Тытса туман ĕçĕ те çукчĕ ун. Платникчĕ те вăл, кирпĕч те купалатчĕ. Ялта пĕчĕккĕлле ашшĕсĕр ÿссе ун йăлтах хăйĕн тума тивнĕ: карти-хуралтине, лупас айне. Ачисене епле юрататчĕ вăл, кил-çуртшăн тăрăшатчĕ. Валера ытла ир пăрахса кайни пирĕншĕн те, чăваш кураканĕшĕн те пысăк çухату".

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Валентина Сурикова: "Эпĕ Валерăпа пĕрле вĕреннĕ, çирĕм çул хушшинче унпа пĕрле нумай вылянă. Театра килсессĕнех "Пурăнасчĕ çынсем пек" спектакльте эпĕ, çамрăк артистка, карчăк ролĕнче. Валерка пĕр енчен пырса çапларах ту тет, тепĕр хăлхаран капларах ту тесе вĕрентет. Чылай пулăшрĕ. Асра юлнă тепĕр тĕл пулу. Маяковскин "Хăнкăла" камитĕнче эпĕ - çураçнă хĕр Эльзевира Ренессанс, вăл - "манăн" пулас упăшка. Çав сцена пуçланнă çĕре театрта ĕçлекен пĕтĕм халăх чаршав хыçне пухăнатчĕ. Эпир унпа танго ташлаттăмăрччĕ. Ну, мĕн кăна тумастчĕ-ши вăл: пуçне те вылятса ĕлкĕрет, хулпуççине те сиктеркелет, мана та çав хушăрах стена çумне çапать те йăтса илсе çÿлте вĕçтерет. Валерăпа ĕçлеме çăмăлччĕ те, йывăрччĕ те. Спектакль пуçланас умĕн лăпкăн ларма çукчĕ, мĕншĕн тесен пĕлетĕн: мĕн те пулин шухăшласа кăларатех, меллĕ мар вырăна лартатех сана. Çавăнпа питĕ асăрхануллă пулмаллаччĕ, кашни хусканăвне сăнамаллаччĕ, кашни сăмахне ăша илмеллеччĕ".

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Светлана Савельева: "Лайăхчĕ унпа ĕçлеме. Кирек мĕнле пăтăрмахра та - текст манса каятăн-и, партнер кая юлса тухать - вăл çухалса каймастчĕ. Автор çырса пани уншăн сахалччĕ. Вăл роле хăй хушса, çĕнĕ тĕссемпе, сасăсемпе илемлетсе сăн кĕртетчĕ. Пурăннă чухне ытларах хисеплемеллеччĕ çав ăна, хакламаллаччĕ..."

Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ Алексей Васильев режиссер: "Молодцыгин яланах тĕп рольсене вылярĕ. Хамăн ĕçе эпĕ пĕрмай ун талантне шута илсе йĕркелесе пытăм. Чун-чĕрепе шанса тăратăн, шикленме кирлĕ мар: кирек мĕнле кăткăс сăнара та вăл "туртса" кăларать. Ун йышши пинре пĕрре пулать. Тепĕр артиста куракансем пăхса лараççĕ-лараççĕ те … пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек, йăлтах лайăх, анчах чуна вырнаçмасть. В. Молодцыгин сцена çине тухсан, тĕрĕс тăвать-и вăл, тĕрĕс мар-и, тем хăтлансан та - çынсем ăна ĕненсе йышăнаççĕ, юратса пăхаççĕ. Çакă ĕнтĕ вăл, ман шутпа, "талант" тени. Таланта куракансем тÿрех чун-чĕрепе сиссе илеççĕ. Чăвашсем ĕлĕкренпех çумăра, çиле хирĕç утакан, лав туртакан лашана мухтанă. Çавăн майлăччĕ пирĕн Валери: чун-чĕрипе хăватлă, пултаруллă, шанчăклă. Ĕç лаши пек".

Асăну сăмахĕнче ĕçтешĕсем чун-чĕререн хурланса çапла çырнă: "Чăваш çамрăкĕсен театрне пысăк хурлăх килсе çитрĕ. Пирĕн хаклă юлташăмăр, паллă артист Валерий Петрович Молодцыгин çамрăкла, хĕрĕх пĕр çул урлă каçсан ĕмĕрлĕхе куçне хупрĕ. Пултаруллă актер хăйĕн çур пурнăçне сцена çинче ирттерчĕ. Çирĕм пĕр çул каярах вăл вылянă пĕрремĕш сăнара – "Кĕтнĕ хăнасем" спектакльти Капитон Речкина - куракансем кăмăлласа йышăнчĕç. Роль хыççăн роль калăпларĕ В. Молодцыгин, ăсталăхĕ ÿссе-ÿссе пычĕ. Вăл хăйĕн канăçсăр чĕрипе ăшăтса чĕртсе тăратнă Саша ("Çуллахи каç"), Ивук ("Таната"), Гайдар ("Гайдар сумки"), Андрей ("Чарăр-ха Малахова"), Ухик ("Пăва çулĕ çинче"), Иван ("Пăнтăр-пăнтăр балалайка"), Матви ("Таркăн"), Йохан ("Хĕрлĕ çÿçлĕ арçын"), Егор Прокудин ("Пурнас ĕмĕр пĕрре килет"), ытти рольсем нумай-нумай çын асĕнче.

Ырă кăмăллă та тараватчĕ пирĕн Валери, нихçан пуç усмастчĕ. Çав вашаватлăхпа ыр кăмăллăха хăйĕн сăнарĕсене пама тăрăшатчĕ. Чунтан юратса вылятчĕ вăл "Хăнкăла" комедири Присыпкин бюрократа, "Салампи" драмăри çапкаланчăк Леон Вирьялова, "Шупашкарти савнипе" "Шăмат кун каçхине" камитсенчи сатур Кавĕрле мучипе Çÿппи ятлă харам пыра. Хальхи вăхăтăн йывăрлăхĕсемпе киревсĕр саманчĕсене вăл ырă туйăмпа, ăшă кулăпа çĕнтерсе пыма кирли çинчен, нихçан шанчăка çухатма юраманни çинчен уççăн калатчĕ. Унăн пултарулăхĕ тăван халăха çывăхчĕ. Вăл çынсене хĕрÿ сăмахпа, чĕр кĕмĕл пек чĕрĕ вăйă-кулăпа хускатма, хавхалантарма пĕлетчĕ. Ăна хамăр республикăра кăна мар, Самарпа Пенза, Чĕмпĕрпе Çĕпĕр, Тутарпа Пушкăрт çĕрĕнче пурăнакан ентешсем те хапăл туса йышăнатчĕç. Шăпа ĕмĕрлĕхе уйрăлма хушать. Йывăр, чăтма çук йывăр çакăн пек сывпуллашу. Юлашки сăмахăмăр: тавтапуç сана, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, пирĕнпе юнашар ырми-канми ĕçленĕшĕн, театр искусствине чунтан юратса вăй хунăшăн. Яту сан пин те пин куракан чĕринче упранĕ. Канлĕ çывăр. Эпир сана манмăпăр". (Чăваш Çамрăкĕсен театрĕнче ĕçлекенсем, Хыпар. 1993 ç., октябрĕн 19-мĕшĕ).

Çак статьяри шухăшсене пĕтĕмлетÿ туса эпĕ çапла каласшăн: В. Молодцыгин чăннипех те гениллĕ актер!

Унăн амплуа - камитсенчи чĕр кĕмĕл пек çутă та хумхануллă, гротесклă, социаллă çивĕч геройсем пулнă. Сцена çинчи сăн-сăпачĕ - çынна шанакан ырă кăмăллă этем-актер. Çакăнпа пĕрлех - ытарайми илĕртÿлĕх. Кĕвĕ-çемме питĕ сисĕмлĕччĕ, тĕрлĕ музыка инструменчĕсем питĕ ăста калатчĕ. Çак талантлă актерăн чикĕсĕр хастар та хĕрÿ кăмăлĕ уйрăмах пурне те тĕлĕнтеретчĕ.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Петрович Молодцыгин калăпланă сăнарсем халĕ те халăх асĕнчен тухмаççĕ. Куç умĕнчех тăраççĕ вĕсем. Тен, хăй çав сăнарсем витĕр чун тĕпĕнче пурăнать… "Явлени" теççĕ-ха вырăссем ун пек чухне. Чăваш театр искусствинче хăйне евĕр тĕлĕнмелле пулăм пулса кĕрсе юлчĕ вăл.

 

Юрий Исаев

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.