Комментари хушас

5 Юпа, 2016

Ячĕ – асрах, сăнарĕ – куç умĕнчех

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вĕрентекен кунне уявланă май юратнă педагогсене аса илетпĕр, май килсен ăшшăн саламлама тăрăшатпăр. Сăмах май, вулаканăм, эсĕ те паян хăв сума сăвакан вĕрентекене саламлама ан ман. Эпир вара хамăрăн тĕпеле республикăри вĕренÿ тытăмĕнче палăрнă çынсене йыхравларăмăр. Вĕсем пурте — ăста вĕрентекен е тата пултаруллă ертÿçĕ. Вĕсен паянхи маттурлăхĕнче хăйсен хастар наставникĕсен витĕмĕ те пур. Камсен сăнарне пурнăç тăршшĕпе чĕрере упраççĕ-ха пирĕн респондентсем? Чăн-чăн педагог тесе кам пирки çирĕплетсе калама пултараççĕ?

Андрей АЛЕКСАНДРОВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ:

— Чи ăшă тав сăмахĕсем хамăрăн класс ертÿçине, акăлчан чĕлхин вĕрентекенне Валентина Федоровна Владимировăна калама хатĕр эпĕ. Тĕлĕнмелле пысăк чăтăмлăхпа ыттисенчен уйрăлса тăрать вăл. Мĕн те пулин пулаймасан — пирĕншĕн пăшăрханатчĕ. Савăнăçа пайлама та пĕлетчĕ. Кашни урок пуçламăшĕнче акăлчанла шÿтлĕ калавсем вуласа паратчĕ. Кашни вĕренекене итлеме пĕлетчĕ, кирлĕ канашсем паратчĕ. Вăл çавăн пек тимлĕ пулнăранах ăна хамăрăн вĕренÿри, общество ĕçĕнчи çитĕнÿсемпе савăнтарма тăрăшаттăмăр.

Пирĕн класăн питĕ лайăх йăлисенчен пĕри сыхланса юлнă: çу уйăхĕнче Валентина Федоровнăн çуралнă кунне паллă тума унăн килĕнче пухăнатпăр.

Андрей МАКУШЕВ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ:

— Пурнăçра мана çын пулма витĕм кÿнĕ вĕрентекен, пысăк саспаллирен çырмалли педагог — темиçе те. Вĕсенчен чи тарăн йĕр хăварни — Шупашкарти 34-мĕш гимназире /халĕ – 1-мĕш гимнази/ историпе тата общество пĕлĕвĕпе вĕрентнĕ Лидия Андреевна Ищенко. Вăл Тăван çĕршыв историне кăна мар, Авалхи тĕнче, ют çĕршывсен историйĕсене юратма хăнăхтарма пĕлетчĕ. Тĕлĕнмелле чаплă урокĕсем яланлăхах асра юлнă. Вăл тăрăшнипе вĕренекенсен темиçе ăрăвĕ историе килĕштернĕ, аван пĕлнĕ. Истори — чăнлăх çути, чĕрĕ астăвăм, пурнăç вĕрентекенĕ, иртнĕлĕхĕн хыпарçи. Иртнине пĕлмесĕр малашлăха йĕркелеймĕн. Çакна ăнланма май панă та пире юратнă вĕрентекенĕмĕр.

Евдокия АНДРЕЕВА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн Ăслăлăх канашĕн ăслăлăх секретарĕ:

— Эпĕ парта хушшине чи малтан Муркаш районĕнчи Атапай шкулĕнче ларнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕме Римма Мефодьевна Барковăна яланах ырăпа аса илетĕп. Пĕлÿ панисĕр пуçне вăл пире тĕрлĕ ĕçе хăнăхтаратчĕ — тĕрлеттĕмĕр, çыхаттăмăр, çĕлеттĕмĕр. Çак ĕçсене арçын ачасем те, вĕсем нумаййăнах марччĕ, хаваспах пурнăçлатчĕç.

Вăтам классенчен тытăнса Муркашри вăтам шкула çÿрерĕмĕр. Ялтан 5 çухрăмра вырнаçнăскере куллен çуран утаттăмăр. Василий Федорович Федоров математик питĕ шÿтлеме юрататчĕ. Юлхаврах вĕренекенсене вăрçмасăрах, юлташла тăрăхласа воспитани парасси унăн професси вăрттăнлăхĕ пулнă. Аслăрах классенче чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенне Нина Григорьевна Григорьевăна тимлĕ итлеттĕм. Вăл еплерех вĕрентнине килĕштернĕрен манăн та çак енĕпе вĕренме кайма ĕмĕт çуралчĕ.

Зинаида СТЕПАНОВА, Профсоюз рескомĕн председателĕ:

— Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ пирĕн юратнă педагогăмăр Валентина Ильинична Алексеева. Етĕрне районĕнчи Урпаш шкулĕнче 5-мĕш класран пуçласа эпир тухса кайичченех класс ертÿçи пулчĕ. Çав тери ăслăччĕ. Пире, ял ачисене, вырăсла тĕрĕс калаçма, çырма вĕрентессишĕн чунне паратчĕ: ирхине çиччĕре пухăнса хамăрăн ĕçсене тишкерни те, каçхи пилĕк сехетре вĕренсе ларни те пулнă. Ырми-канми çапла тăрăшнин усси пурах: нумайăшĕ пурнăçри ÿсĕмĕсемпе савăнтарчĕ ăна кайран.

Литература геройĕсен хăтланăвĕсене еплерех тарăннăн тишкереттĕмĕр! Çакă пурнăçра ырра усалран уйăрма хăнăхтарчĕ. Шкул сакки çинчен тăрсан та сума сăваттăмăр вĕрентекенĕмĕре, çуралнă кунне пухăнаттăмăр. Пирĕнтен кашнин çемйи çинчен кăсăкланса-пĕлсе тăратчĕ вăл. Шел, уйрăлса кайрĕ пирĕнтен. Ырă сăнарне ялан чĕрере упрăпăр.

Алина ПАЛАДЬЕВА, Чăваш Енри «Çулталăк вĕрентекенĕ-2016» конкурс çĕнтерÿçи:

— Хама вĕрентнĕ педагогсене чылайăшне хисеплетĕп. Биологипе пĕлÿ паракан Роза Ивановна Шишкина ачасемпе питĕ тимлĕччĕ, сисĕмлĕхĕ, яваплăхĕ пысăкчĕ. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Алевтина Евстафьевна Андреева тарăн пĕлÿлĕхĕпе, тавракурăмĕпе, нумай вуланипе палăрса тăрать. Кăмăлĕпе те çав тери ырă вăл, калаçăвĕ — таса та çыхăнуллă. Çакăн пек вĕрентекенĕмсемпе мăнаçланса професси суйлама вăхăт çитсен эпĕ те педагогика çулĕ çине тăтăм. 14 çул ĕçлесе вĕрентекен каçалăкĕ çине тăнăшăн хальлĕхе ÿкĕнме тивмен-ха.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.