Вĕрентекен кунĕ

5 Юпа, 2016

Вĕсен ĕçĕ пархатарлă

Вĕрентекенсен паян — професси уявĕ

Çĕр çинче пархатарлă професси чылай. Анчах кирек мĕнле ĕçе алла илес тесен те вĕрентекен кирлĕ. Эппин, пуринчен пĕлтерĕшли теме пулать-тĕр вĕрентекен профессине.

5 Юпа, 2016

Ячĕ – асрах, сăнарĕ – куç умĕнчех

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вĕрентекен кунне уявланă май юратнă педагогсене аса илетпĕр, май килсен ăшшăн саламлама тăрăшатпăр. Сăмах май, вулаканăм, эсĕ те паян хăв сума сăвакан вĕрентекене саламлама ан ман. Эпир вара хамăрăн тĕпеле республикăри вĕренÿ тытăмĕнче палăрнă çынсене йыхравларăмăр. Вĕсем пурте — ăста вĕрентекен е тата пултаруллă ертÿçĕ. Вĕсен паянхи маттурлăхĕнче хăйсен хастар наставникĕсен витĕмĕ те пур. Камсен сăнарне пурнăç тăршшĕпе чĕрере упраççĕ-ха пирĕн респондентсем?

5 Юпа, 2016

Сергей ЛУКИЯНОВ: Ĕмĕтри шкулăма халь куллен утатăп

Самана улшăнăвĕ пурнăçăн тĕрлĕ тытăмĕнче палăрать. Патша пуç пулнă чухне Раççейре вĕрентекенре арçын кăна ĕçлеме пултарни историре çырăнса юлнă. Пурăнсан-пурăнсан вĕренÿ тытăмĕнче арçынсен «дефицичĕ» сисĕнме пуçларĕ. Пурăна киле пĕлÿ çурчĕсенче вĕсем çĕнĕрен йышланасса шанатпăр.

4 Юпа, 2014

Ачасем шанчăклă алăра

Вĕрентекенсен кунне халалласа ĕнер Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче пысăк уяв пулчĕ. Унта республикăри учительсен хорĕсен конкурсĕнче мала тухнисем тупăшрĕç.

4 Юпа, 2014

Çĕр çинчи мĕн пур профессишĕн çул уçакансем

Тĕрлĕ професси уявне паллă тăвать этемлĕх. Анчах пурте вĕсем пĕринчен пуçланаççĕ, амаланса вăй илеççĕ. Вĕрентекен мар тăк кам пире пуласлăх çулĕ çинче ăнăçу сунĕччĕ, пултарулăха тĕрĕслесе пăхмашкăн хавхалантарĕччĕ.