Комментари хушас

Тĕрлĕ професси уявне паллă тăвать этемлĕх. Анчах пурте вĕсем пĕринчен пуçланаççĕ, амаланса вăй илеççĕ. Вĕрентекен мар тăк кам пире пуласлăх çулĕ çинче ăнăçу сунĕччĕ, пултарулăха тĕрĕслесе пăхмашкăн хавхалантарĕччĕ.

Республикăра Учитель кунне паллă тума тĕп хулари Трактор тăвакансен керменне ĕнер вун-вун çын пухăнчĕ. Уявăн малтанхи пайĕнче яланхилле саламсемпе чыславсем пулчĕç-ха, иккĕмĕш пайĕнче вара педагогсен хорĕсем чăваш, вырăс юррисене, вĕрентекен çинчен хывнă хайлавсене шăрантарассипе тупăшрĕç.

- Вĕрентекенсеннинчен пархатарлăрах мисси никамăн та çук. Вĕсен чун ăшшипе çынна курас туйăмĕ пирĕн республикăн пуласлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Çавăнпах Чăваш Енĕн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри - вĕренÿ тытăмне çĕнетесси, хăйсен пĕлĕвĕпе туллин усă курма пултаракан çамрăксене ăс парса хатĕрлемелли майсем йĕркелесси. Çакнашкал патшалăх политикине тĕпе хурса ĕçленин сăлтавĕ пур, Чăваш Ен çĕр айĕнчи пурлăхпа пуян мар - эппин, маттур çынсемпе мухтанма майсем шырар, - республика аталанăвĕ чăннипех педагогсен ĕç-хĕлĕпе уйрăлми тачă çыхăннине палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хамăрăн тăрăхра вăй хуракан 20 пин ытла вĕрентекене саламланă май.

Михаил Васильевич республика юлашки вăхăтра вĕренÿ тытăмĕнче тунă тĕп çитĕнÿсене асăнчĕ те - Раççейпе илсен эпир ку сферăра уксахламастпăр. Çакна Чăваш Енĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 6 учрежденийĕ çĕр-шыври чи лайăх 500 шкул шутне кĕни те çирĕплетет. Меллĕ самант тупăннă чухне çав йыша лекнĕ Шупашкарти 3, 4-мĕш лицейсене, 1, 4, 5-мĕш гимназисене, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназие ертсе пыракансене асăнмалăх парнепе - ЧР Пуçлăхĕн алла çыхмалли сехечĕпе - чысларĕ М.Игнатьев. Ят-сумĕпе Раççейре палăрнă ял шкулĕсем те пур, чи лайăх 200-ĕшĕн шутне Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ, Вăрнарти 2-мĕш, Йĕпреçри 1-мĕш тата Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкулсем кĕнĕ.

Чи пултаруллă педагогсене саламлама уяв кĕрекине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов та килсе çитрĕ, ветерансене уйрăммăн тав турĕ. Çамрăк учительсене вара вĕсен опычĕпе хавхаланса çитĕнÿсем патне ăнтăлма сунчĕ.

Професси анлăшĕнче каçалăк хыççăн каçалăка парăнтарса пыракан, хавхаланăвĕпе ыттисене те чĕртме ăста вĕрентекенсене паллă çак кун палăртмасăр епле хăварăн. Награда илнисене эпир те саламлатпăр. Чăваш Ен «тĕп вĕрентÿçине» Владимир Иванов министра та çитĕнÿсем татах сунма манар мар, професси уявĕнче ăна Раççей Федерацийĕн Вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ пулса тăнă ятпа чысларĕç.

«Вĕрентекенĕн чунĕ юрлать тĕк - вĕренекен шанчăклă алăра», - çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ уяв тăсăмĕнчи педагог хорĕсен конкурсне хакланă май Владимир Николаевич. Сцена çине çак кун республика лауреачĕн ятне тивĕçнĕ 11 ушкăн тухрĕ. Виçĕ номинаципе тупăшрĕç тĕрлĕ тăрăхран пухăннă педагогсен хорĕсем. Сумлă жюри кашни ушкăна киленсе итленине палăртрĕ. Çапах çĕнтерÿçе суйламаллах-çке. Чăваш юррипе - Канаш, вырăс юррипе Улатăр районĕсен коллективĕсем çĕнтерчĕç. Вĕрентекен çинчен хайланине вара Муркашсем пек ăста юрлакан пулмарĕ.

 

Ирина ПУШКИНА

Ирина ПУШКИНА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.