Комментари хушас

5 Юпа, 2016

Сергей ЛУКИЯНОВ: Ĕмĕтри шкулăма халь куллен утатăп

Самана улшăнăвĕ пурнăçăн тĕрлĕ тытăмĕнче палăрать. Патша пуç пулнă чухне Раççейре вĕрентекенре арçын кăна ĕçлеме пултарни историре çырăнса юлнă. Пурăнсан-пурăнсан вĕренÿ тытăмĕнче арçынсен «дефицичĕ» сисĕнме пуçларĕ. Пурăна киле пĕлÿ çурчĕсенче вĕсем çĕнĕрен йышланасса шанатпăр. Çĕршыв ертÿлĕхĕ çĕнĕ шкулсем уçас тĕллевлине палăртнă май вĕсенче арçын педагогсене вĕрентÿ ĕçне илĕртмелли май ытларах пулсан — тем пекехчĕ.

Хальлĕхе вулаканăма хам çуралса ÿснĕ ялти, Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăкри, шкула йыхравлам. Ăна çак ялтах ÿссе пĕлÿ илнĕ Сергей Лукиянов тăхăр çул ертсе пырать. Ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçре чĕрĕк ĕмĕр тăрăшакан вĕрентекенпе, пултаруллă ертÿçĕпе асăннă шкул пурнăçĕпе вĕрентÿ ыйтăвĕсем тавра калаçрăмăр.

Шухăшран — чăнлăха

— Сергей Александрович, аслă пĕлÿ илсе ĕç вырăнĕ суйлама вăхăт çитнĕ чухне çĕнĕ шкул ку ял çыннисен ĕмĕтĕнче кăна пулнă-ха. Тăхăр çул каялла ĕмĕт пурнăçланнă. Директор ĕçне çĕнĕ çуртра кÿлĕннĕ пулин те педагог каçалăкне икĕ хутлă кивĕ шкултах пуçăннă эсир. Хăвăршăн хăшĕ çывăхрах пек?

— Танлаштарма кирлех-ши вĕсене? Пĕринче, хамăр вĕренсе тухнинче, чуна ăшăччĕ. Килен-каян хăнасем те палăртатчĕç çавна. Йывăç шкул тул енчен тĕксĕммĕн курăнатчĕ пулин те шалта — хитреччĕ. Çĕнни вара тасалăхпа, хальхилле хăтлăхпа, капмарлăхпа тыткăнлать. Кун пек çурта варалама-нĕрсĕрлетме чи чăрсăр ачасем те хăяймаççĕ.

Тахçан, ача чухне, пире ĕмĕтри шкул çинчен сочинени çыртаратчĕç. Эх, шухăшпа мĕн патне кăна çитместĕмĕр-ши — пысăк та хăтлă спортзал /кивĕ шкулта акт залĕ спортзал та шутланнă/, теприсем бассейн таранах çырса каятчĕç. Çитрĕ вĕт самана — ун пек шкулсем те пур халĕ ялсенче. Хамăр ял варринче çакăн пек кермен ÿссе ларнишĕн епле хĕпĕртемĕн? Пушшех те — эсĕ хăв унта кашни ир васкатăн пулсан.

Чăннипе, Чурачăк шкулĕ мĕн никĕсленнĕренпех палăрса тăнă. Ăна ял варринче лартассишĕн çине тăни /çакăншăн ял канашĕн председателĕ Григорий Лукиянов, Сергей Александровичăн аслашшĕ, тăрăшнă. — Авт./ хăех кунта пурăнакансем пĕлĕве, воспитани ĕçне хакланине кăтартать. 1939 çулта хута янă çурт архитектура тĕлĕшĕнчен те илемлĕ пулнă — шурă колоннăсем ăна мăнаçлăх кÿнĕ. Шел, шкула централизациленĕ кăмакапа хутса ăшăтма пуçласан унăн сăнĕ кăшт улшăннă. Шкулăн историйĕ çав тери пуян. Вăл районти иккĕмĕш вăтам шкул пулнă, кунта ачасем таврари 17 ялтан çÿренĕ. Чылай хушă унăн директорĕнче Юрген Сокольников вăй хунă, каярахпа вăл Мускаври аслă шкул профессорĕ пулса тăнă.

— Район, республика пуçлă­хĕсене çĕнĕ çурт никĕслеме вăхăт çитнине ĕнентерме, ĕçе вăраха ямасăр пуçламашкăн ÿкĕте кĕртме йывăр пулчĕ-и? Чăваш Енре ку шкултан та вăйлăрах юхăнни-кивелни пайтахчĕ-çке.

— Паллах, пĕр кунта татса панă ыйту мар ку. 2005 çулта çĕршыври йывăç шкулта пушар тухнă темиçе тĕслĕх те пулчĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн органĕ шкулăн иккĕмĕш хутĕнче ачасене вĕрентме чарчĕ. Çакăнпа сăлтавласа республика ертÿçин тата РФ Патшалăх Думин ун чухнехи депутачĕ ячĕпе çыру çыртăмăр. Пăр вырăнтан тапранчĕ. Малтанхи утăма тумашкăн пултарнăшăн, паллах, ун чухнехи директора А.Пушкинăна, вырăнти «Труд» хуçалăх ертÿçине В.Николаева, район ертÿлĕхне тав тумалла.

— Республикăра хăшпĕр шкул строительстви 7-8 çула тăсăлни те пулнă.

— Пирĕн патра подрядчиксем тÿрĕ кăмăлпа, кал-кал ĕçлерĕç. 2006 çулхи çу уйăхĕнче никĕс ярса 2007 çулта Пĕлÿ кунĕнче çурта уçма май килчĕ. Ĕçе хăвăртлатнинче вĕренекенсемпе вĕрентекенсен тÿпи пысăк. Ял çыннисем те хастаррăн пулăшрĕç.

Нимерен ютшăнмасăр

— Эппин, чăвашсен ырă йăлине — нимене — кунта та пăхăннă. Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче çĕрле ушкăнпа чÿрече каррисем çакни чылайăшĕшĕн асран тухми самант ĕнтĕ.

— Экстремаллă лару-тăрура çын хăй мĕн тума пултарнине аван кăтартакан тĕслĕхсенчен пĕри темелле-ши çакна? Ĕç-пуçа халĕ аса илсен йăл кулă çуралать, ун чухне çамка самаях тарланăччĕ çав. Республикăри вĕренÿ тытăмне ертсе пыракан Г.Чернова уявччен икĕ кун маларах эпир шута илсе çитерейменнине асăрханă та: «Чÿречесем карăсăр пулмалла мар», — терĕ. Ун чухлĕ чÿречене капăрлатмалăх карă кĕске самантрах ăçтан тупар-ха? Кÿршĕ ялта ÿснĕ тусăм Юрий Капитонов Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Вăл çĕвĕ цехĕ тытнине пĕлетĕп. Шăнкăравларăм. Виçĕ сехетрен килсе çитме шантарчĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн, чăн та, çитрĕ. Гардинăсем тиесе килчĕ. Арçын учительсем çийĕнчех вĕсене вырнаçтарса çапма пуçларĕç. Юрий Петрович чÿречесене виçрĕ. «Ыранхи каç тĕлне карăсем хатĕр пулĕç. Вĕсене якатса çакма маттур хĕрарăмсене тупăр», — терĕ. Тепĕр кун каçхи тăхăр сехет тĕлне тиесе килчĕç. Карăсенчен хăшне — çĕрле, хăшне — ирхине çакса хăнасем пухăниччен шкула илемлетсе пĕтертĕмĕрех.

— Юмах тейĕн те — чăнлăх: темиçе кунра шкул умĕнчи лапамра строительство çÿп-çапĕ вырăнне клумбăсем ешернине курсан ял халăхĕ çăвар карсах пăрахнăччĕ.

— Шкул парникĕсенче чечек калчисем малтанах çитĕнтернĕччĕ. Сăмах май, картише ирĕклетме май килнĕ хыççăн, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен газон курăкĕ шăтса ĕлкĕреймессе ăнланса, шкул умне ыраш акрăмăр. Уяв çитнĕ тĕле шăтнă ешĕл калча куçа илĕртрĕ.

Çакна та палăртса хăварам: шкула хута ярасси пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту пулнине кура район администрацийĕн ун чухнехи ертÿçи Геннадий Волков çуллахи вăхăтра ĕç кунне строительствăн çак объектĕнче пуçлатчĕ те каçхине килне кайиччен каллех килсе çаврăнатчĕ. Ăна кура хăвăнтан епле çирĕп ыйтмăн?

— Хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ шкулта — чаплă спортзал, шкул ÿсĕмне çитменнисем валли уйăрнă пÿлĕмсем...

— Спортзала кăшт каярахпа хута ятăмăр, тепĕр çулталăкран. «Единая Россия» партин ятарлă программипе килĕшÿллĕн хăтланăскер районта — чи лайăххи. Спортпа кăсăкланакан, сывлăхне пиçĕхтерме тăрăшакан çынсем килсе вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ кунта. Физкультура вĕрентекенĕ Валерий Плешков çăмăл атлетика секцине ертсе пырать. Садик çинчен калас тăк — малтанах ăна проекта кĕртмен. Апла пулин те 20 ачаран кăнтăрлахи ушкăн йĕркелеме май тупрăмăр. Унта икĕ ял — Аслă Чурачăк тата Чĕчкен — ачисем çÿреççĕ. Унччен ял тăрăхĕнче садик пулман та — пĕлÿ парас ĕçре вăл мĕнлерех пысăк усă панине ачасем шкул ÿсĕмне çитсен аван туятпăр.

— Сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси патнех таврăнар. Ырă çак йăлана тытса пырасси пирĕн шкулта СССР чемпионĕ Вера Чернова йĕлтĕрçĕ вĕреннипе те çыхăннă-тăр.

— Çапла, çĕршыв шайĕпе чапа тухнă ентешĕмĕрĕн ятне шкул халĕ те çÿлте тытать. Çуллен хĕллехи тапхăрта В.Чернова парнисемшĕн районти ăмăртăва кунта ирттеретпĕр. Паллă спортсменăн тăванĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Сăмах май, Черновсем — паллă йăх. Вера Иосифовнăн йăмăкĕ Зинаида — художник. Эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтра чăваш чĕлхи учебникĕсенчен пĕринче унăн ÿкерчĕкĕ пурччĕ. Вăл унта ял варрине сăнланă. Детальсене сăнасан — Чурачăках аса илтеретчĕ. Шкул, лавкка, клуб, палăк — йăлт пирĕн хутлăхри пек. Питĕ мăнаçланаттăмăр кĕнекери çав ÿкерчĕкпе.

Асламăшĕн халалĕ

— Йăх тенĕрен, эсир профессие педагогикăпа ăнсăртран çыхăнтарман — вĕрентекенсен династийĕ самаях пысăк.

— Аттен икĕ аппăшĕ Зоя Григорьевнăпа Вера Григорьевна, йысна Иван Степанович, икĕ сыпăкри аппасем, асаннен йăмăкĕпе унăн мăшăрĕ... — педагогсем, чăн та, йышлă тăвансен хушшинче. Тухтăр та чылай. Йăмăкпа Светланăпа иксĕмĕр педагогика çулĕпе кайрăмăр, аппа Тамара медицинăна суйларĕ. Çемьере пĕртен-пĕр ывăл пулнă май асанне Марина Мироновна мана тăван килте /вăл хăй çакăнта ÿснĕ/ тĕпленме пиллетчĕ. Хăйĕн ачисене аслă пĕлÿ панăскер мăнукĕсем те вĕреннĕ çынсем пулччăр тенĕ. Çавăнпа шкулта ĕçлемелле тесе пиллерĕ. Ачаран техникăна килĕштереттĕм, математикăна кăмăллаттăм — аттестат алла илсен Чăваш патшалăх педагогика институтне /халĕ – университет/ физмата çул тытрăм. Диплом илсен асанне ĕмĕтленнĕ пекех тăван шкулта информатика вĕрентме пуçларăм. Халĕ ав мăшăрăм та — Елена Николаевна — кунтах ĕçлет.

ППЭрен шикленни ура хурать

— «Каччăсен» факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тантăшăрсем те шкулах ĕçлеме кайрĕç-и?

— Сахалрах ун пеккисем. Вĕрентекенре ĕçлеме пуçăннисенчен чылайăшĕ самана пăрăнчăкĕсене чăтаймасăр ку тытăмран кайрĕ. Чылайăшĕ — бизнеса. Эпир иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ĕçе кÿлĕннĕ — ĕç укçи уйăхĕ-уйăхĕпе параймастчĕç, çакна пурте епле тÿсейччĕр? Хуларисен, сăмахран, тытăнкаласа пурăнмалăх хушма хуçалăх çук вĕт.

— Шел, кадр ыйтăвĕ ял шкулĕшĕн паян та чи çивĕччисенчен пĕри пулма пăрахмасть-ха. Каччăсем пушшех, педагог пĕлĕвне илеççĕ пулин те, шкула каясшăн мар.

— Чи малтанах укçа-тенкĕ сахал илесси хăратать-тĕр çамрăксене. Тепĕр енчен — яваплăх пысăкки. Анчах куç хăрать те алă тăвать теççĕ. Манăн шухăшпа, паян ялта пурăнма хуларинчен лайăхрах. «Мĕн пур ялта?» — текенсем йăнăшаççĕ — пурнăçа йĕркелеме пултарасси йăлтах çынран хăйĕнчен килет. Кирек мĕнле коммуникаци те пур — эпир, ялтисем, тĕнчерен уйрăм пурăнмастпăр!

Педагогсен йышĕ пирĕн шкул­­та та «ватăлма» пуçлани сисĕнет. Вăтам ÿсĕм — 45 çул. Мана вĕрентнĕ учительсем те пур. Çавăнпа вĕрентекенсене хамăр пата илĕртмелли меслетсем пирки кĕçех пуç ватма тивĕ.

— Ача йышĕ сахалланни — ял шкулĕсен тепĕр «çăпанĕ». Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланас шанчăк пур-и?

— Кăçал пĕрремĕш класа виçĕ ача кăна килчĕ. Вуннăмĕш класа уçаймарăмăр, ачасем ППЭрен шикленсе тăххăрмĕш хыççăн шкултан кайса пĕтрĕç. Эппин, çитес çул вунпĕрмĕш класс пулмĕ. Мĕн чухлĕ çухату сăлтавланать çакăнпа. Паллах, ыррине шанма пăрахмастпăр. Раççей министрĕ Ольга Васильева тĕрĕсех палăртать: «Шкул пулсан ял та пĕтмĕ». Акă килес çул, малтан палăртнă тăрăх, парта хушшине пуçласа тăххăрăн ларма хатĕрленеççĕ.

— ППЭ çинчен асăнтăр. Эсир — районта патшалăх тĕрĕслевне йĕркелесе ирттермелли пунктăн ертÿçи пулнă май экзаменсем еплерех шайра иртнине те аван пĕлетĕр.

— Кунта çакна палăртам: ППЭ пирки темĕнле шухăш палăртакан та пур, тĕрĕсси çакă — вăл кирлех. Шел, йĕркене темĕнле çирĕплетсе пырсан та çынсем улшăнасшăн пулманни — вăрттăн, ултавлă çул-йĕр пурпĕрех шырама хăтланни — сисĕнет. Хамăрăн выпускниксен кăтартăвĕсене илес тĕк ку таранччен пите хĕретмелли самант пулман. Вырăс чĕлхипе балсем яланах пысăк. Кăçал акă 93 балл пухакан та пулчĕ. Математикăпа та лару-тăру начар мар.

— Мĕнех, çитĕнĕвĕрсем сире малалла талпăнма вăй хушса пыччăр.

— Тавах.

Ирина ПУШКИНА

калаçнă.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.