Чăваш пурнăçĕн тĕплĕ сăнавçи

5 Юпа, 2016

Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ Виталий Петров /Праски Витти/ авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Çав ятпа авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче унăн ятарлă куравĕ уçăлчĕ.

Виталий Петрович Шупашкарти ÿнер училищи пĕтернĕ хыççăн Питĕрти В.И.Мухина ячĕллĕ ÿнер промышленноçĕн аслă училищинче пĕлÿ илнĕ. Пермь, Тольятти хулисенче ĕçленĕ, хăйĕн чаплă, пысăк калăпăшлă ĕçĕсене пурнăçланă. 1983 çулта «РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ» ята тивĕçнĕ. Вăтăр çул каялла тăван Чăваш Ене таврăннă.

Праски Витти — монументалист, анчах ку енĕпе тăван хулана çителĕклĕ пулăшайманшăн кулянать вăл. «Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче икĕ-виçĕ пысăк ĕç кăна пурнăçланă», — тет. Тĕрĕссипе, художник мар, эпир айăплă, ăна, пултарулăхне тивĕçлĕ хаклама пултарайман, творчествине тарăн уçса пама май паракан ĕçсем шанса парайман. Пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри — Правительство çурчĕ çинчи Чăваш Ен Гербĕ. Ăна Элли Юрьев проекчĕ тăрăх хатĕрленĕ. Икĕ сантиметр хулăнăш 1746 кĕленче татăкне шăратса эрешленĕ.

Юлашки 25 çулта Мускавра темиçе курав ирттернĕ, чикĕ леш енчи 20 яхăн выставкăна хутшăннă. Ĕçĕсемпе Венгри, Германи, Франци, Эстони, Япони, Инди, Турци, АПШ, Казахстан тата ытти çĕршыв халăхĕ паллашнă. Çак самант хăех ентешĕмĕр тĕнче куçĕ умĕнчине палăртать. Унăн кашни ĕçĕнче чăваш пурнăçĕ сăнланнă.

Курав патне таврăнар-ха. Виталий Петровича сумлă юбилейпа саламлама ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн, çавăн пекех информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕсем Константин Яковлевпа Александр Иванов хутшăнчĕç. Иван Борисович чаплă ÿнерçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Константин Яковлев шухăшĕпе — Праски Виттин ĕçĕсемпе паллашсан тÿрех: «Кусем — чăвашсем! — теме пулать. Унăн çитĕнĕвĕ — тăван республикăн çитĕнĕвĕ». Александр Иванов та Виталий Петровичăн произведенийĕсем хăйевĕрлĕхĕпе палăрса тăнине асăнчĕ. «Вĕсене пĕрре курсан нихăçан та манаймастăн», — терĕ.

Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Михаил Кондратьев ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕнче авангард, этнофутуризм, символизм паллисем сăнланнине, тепĕр искусствовед — Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Юрий Викторов — чăваш культури вăйлă педагогпа, наставникпа пуянланнине палăртрĕç.

ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Андрей Анохин Шупашкарта эмальпе ĕçлемелли мастерской уçмашкăн пулăшма шантарчĕ. Çакă тĕп хуламăра тĕрлĕ çĕршыври художниксене илĕртме, пултаруллă эмальерсем хатĕрлеме май парассине палăртрĕ.

Ентешĕсем те — Вăрнарсем — салам сăмахĕ каларĕç. Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Валентина Смирнова, «Классика» юрă капелли илемлĕ юрă-çемĕпе савăнтарчĕç.

Надежда СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.