Ырă йăласене упрассишĕн

5 Юпа, 2016

Нумаях пулмасть Волгоградра Филологсен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртрĕ. Унта Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева, 60 регионтан 300 филолог хутшăнчĕ. Чылайăшĕшĕн çак тĕлпулу пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли лапам пулса тăчĕ.

Форума Чăваш Енрен Раç­çейри вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн координаци канашĕн членĕ, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул вĕрентекенĕ Валентина Табакова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Галина Ермакова, Шупашкар районĕнчи Апашри вăтам шкул вĕрентекенĕ Алина Григорьева хутшăнчĕç.

Пухура чĕлхепе литературăн воспитани тÿпи çинчен тĕплĕн калаçрĕç. Пленарлă ларура тухса калаçнă сумлă хăнасем литература вĕрентекенĕсен яваплăхĕ пысăккине палăртрĕç. Волгоградра çуралса ÿснĕ, ку тăрăхри шкулта ĕç каçалăкне пуçланă çыравçă Борис Екимов сăмахне итлеме уйрăмах кăсăклă пулчĕ.

«Çавра сĕтел» те йĕркелерĕç. Унта пирĕн ентеш Галина Ермакова Чăваш Енри аслă шкулсен гуманитари факультечĕсем икĕчĕлхелĕх /билингвизм/ условийĕсенче чĕлхене вĕрентессине мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртнине каласа кăтартрĕ. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ республикăра пурнăçлакан ĕçе делегатсем ăнăçлă тесе хакларĕç.

Форумрах Волгоградри Мамай тăвĕ çинче «Тăнăçлăх, астăвăм, савăнăç янăравĕ» акци иртрĕ. Вун-вун ача аллинче пĕчĕк кăна шăнкăрав çутă малашлăхшăн кар тăма чĕнсе янăрарĕ.

Пухура Ольга Васильева министр хальхи вăхăтри шкул вĕрентĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсене, çав шутра педагогикăри, çитĕнекен ăрăва воспитани парассипе çыхăннă ырă йăласене упрассине сÿтсе явнă.

— Литература кăмăл-сипет урокĕсем пани çинчен пурте пĕлетпĕр. Ырă кăмăллăх, яваплăх, хĕрхенÿ, юрату — çак хаклăхсем çинчен пĕрмаях калаçатпăр. Шел, чи лайăх хайлавсенчен хăшĕ-пĕринпе икĕ ăру паллашаймарĕ — çак йăнăша тÿрлетмеллех, — терĕ Раççей вĕренÿ министрĕ.

Форум картинчех Вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен ассоциацийĕн 3-мĕш сĕезчĕ иртрĕ. 6000 çынна пĕрлештерекен общество организацийĕ чĕлхе, вулав культурине çĕклес тĕллевпе йĕркеленнĕ. Сĕездра пĕрлĕхĕн чи хастар членĕсене тĕрлĕ наградăпа хавхалантарчĕç. Апаш шкулĕн вĕрентекенне Алина Григорьевăна «Эпĕ — вĕрентекен» номинацире çĕнтернĕшĕн, ассоциацин регионти ертÿçине Валентина Табаковăна «Санăн яту — вĕрентекен» конкурсра çĕнтерсе гран-прие тивĕçнĕшĕн чысларĕç.

В.МИХАЙЛОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.