Атăла ĕрчетме ятăмăр

4 Юпа, 2016

Пирĕн сотрудниксем /комисси членĕсем/ аслă юханшыври биологи ресурсĕсен йышне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ.

Нумаях пулмасть вĕсем Шупашкар шыв управне лăкă яма хутшăнчĕç. Ăна хуçалăх ĕçĕпе биоресурссене тăкак кÿнĕ предприятисем уйăрнă укçаран туяннă. Соляное поселокĕ тĕлне сазанăн вăтамран 40-шер грамм таякан кăçал вăлчаран тĕвĕленнĕ кăмăсне — 41857, 30-шар грамлине 4250 штук ятăмăр. Управ патне контейнерпа /3х2,5/ илсе пытăмăр. Çул тăршшĕпех шыва 50 литр кĕрекен баллонран кислород парса пытăмăр. Контейнерти кашни кубла метр калăпăша 200 килограмм лăкă вырнаçрĕ — кăмăссене хĕсĕк пулмарĕ. Çавăнпа пĕри те вилмерĕ. Ĕçе «Инженерная защита», «Водоканал», «Толмань» обществăсем хутшăнчĕç.

Александр ИЛЬГАЧЕВ,

«Средневолжрыбвод»

ФПБУ филиалĕн ертÿçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.