Кунта пурне те хăтлă!
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери аслă ăру çыннисен кунĕ умĕн Шупашкар хулинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центрта пулчĕ. Чи малтанах вăл учрежденипе ветерансен ĕçĕсен «Пуçаруллă ватлăх — вăрăм ĕмĕр сукмакĕ» куравĕпе паллашрĕ.
Музыка залне пухăннисене сывлăх суннă май аслă ăру çыннисен кăмăл-туйăмне пĕлес шухăшпа: «Сире кунта хăтлă-и?» — тесе ыйтрĕ Михаил Игнатьев. Паллах, хăтлă. Çакна республика ертÿçипе пĕрле Аслă ăру çыннисен кунне халалланă мероприятие хутшăннă ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Сапаркина, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ветерансен общество организацийĕсен ертÿçисем Владимир Мидуков, Генрих Васильев тата ыттисем центрта çÿренĕ май хăйсем курса ĕненчĕç.
Михаил Игнатьев аслă ăру çыннисене Чăваш Ен аталанăвне хывнă тÿпешĕн тав турĕ: «Пархатарлă ĕçĕршĕн, çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва, халăхăмăра юрăхлă çитĕнтерме пуçаруллă хутшăннăшăн сирĕн умăрта пуçăма таятăп. Çулăрсене пăхмасăр пурнăçра чун хавалĕпе малалла ăнтăлни — паянхи ăрушăн ырă тĕслĕх».
Михаил Игнатьев республика ертÿлĕхĕ Чăваш хутлăхĕнче аслă ăру çыннисене экономикăри кăткăслăха пăхмасăр пур енлĕн пулăшнине, социаллă гарантисене туллин пурнăçланине палăртрĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх — кăçал граждансен тĕрлĕ категорине хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтермешкĕн республика бюджетĕнче 7,2 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Сахал тупăшлă çемьесене пулăшас енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, 2016 çулхи бюджета йышăннă чухне вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕшĕн субсидипе тивĕçтермешкĕн укçа-тенкĕ 20 процент ытларах палăртса хăварнă, бюджета çак тĕллевпе коррекциленĕ май пĕтĕмĕшле ÿсĕм 34 процента çитнĕ.
Хăнасем паллă куна халалланă мероприятие пушă алăпа килмен: социаллă учреждение çÿрекенсем сывă пурнăç йĕркине тытса пынине тата спортпа туслă пулнине тĕпе хурса картишĕнче усă курмалли тренажер парнелерĕç.
Чей сĕтелĕ хушшинчи калаçу вăраха тăсăлчĕ. Ветерансем кунта тивĕçекен пулăшусемпе кăмăллă. Тунсăхлама вăхăт çук вĕсен: çулçÿреве тухаççĕ, алĕçĕнче чун киленĕçĕ тупаççĕ, тĕрлĕ хусканура ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ, чунпа тĕрекленеççĕ, концертсем йĕркелесе тухса çÿреймен ватăсене савăнтараççĕ. Аслă ăру çыннисем хăнасене социаллă учрежденире пурнăçлакан проектсемпе паллаштарчĕç. Сăмахран, «Социаллă туризм» программăпа килĕшÿллĕн культура учрежденийĕсенче, хамăр хутлăхри паллă вырăнсенче пулаççĕ. «Экспресс-кинемейсем» пирки те ăшшăн каласа пачĕç вĕсем: хĕрарăм-волонтерсем нумай ачаллă çемьесене тата пĕччен амăшĕсене тÿлевсĕр пулăшаççĕ.
Центр директорĕ Ренада Федорова çирĕплетнĕ тăрăх — «экспресс-кинемейсен» чи малтанах ачасемпе хутшăнма пултараслăха, ку енĕпе чун туртăмĕ пурри-çуккине уçăмлатма тест витĕр тухмалла, ун хыççăн кăна пулăшу кирлĕ çемьесемпе хутшăнма ирĕк пур.
Михаил Игнатьев пуçаруллă та хастар ветерансен ăнтăлăвĕн социаллă пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă май: «Пархатарлă ĕçе ыттисен хушшинче сармалла. Пирĕн тĕллев — ырлăх-пурлăхпа усă куракан ачаран пултаруллă çын çитĕнтересси. Сирĕн шухăшăрсемпе пуçарăвăрсене пулăшмашкăн эпир хатĕр», — терĕ.
Валентина СМИРНОВА
Комментари хушас