Тулăран – сăмаварпа
5 Oct, 2016 | Хыпар | Спорт | Ăмăрту

Сăмах — пенсионерсен Пĕтĕм Раççейри спартакиадинчен парнесемпе таврăннă спортсменсем çинчен. Асăннă ăмăрту кăçал Тула хулинче иртнĕ.

Спартакиадăра 65 команда тупăшнă. Пенсионерсен турнирне çавăн пекех Кăркăсстан, Казахстан, Серби, Германи, Бельги, Беларуç атлечĕсем хутшăннă. Пирĕн республика чысне 8 ветеран хÿтĕленĕ. Вĕсем 6 ăмăртура вăй виçнĕ. Ентешсем çăмăл атлетика эстафетинче уйрăмах пысăк çитĕнÿ тунă: Наталья Кузьмина /Çĕнĕ Лапсарти пуçламăш шкул вĕрентекенĕ/, Тамара Краснова, Николай Павлов /Шупашкарти агрегат завочĕн ĕçченĕ/ тата Григорий Михайлов /Шупашкарти машиностроени техникумĕн преподавателĕ/ финиша чи малтан çитнĕ. Дартсра Геннадий Солин /Чăваш Ен налукçисен профсоюзĕн ертÿçи/ тата Надежда Орлова пысăк очкосем пухнă. Александр Башлаевпа Мария Ушенина сĕтелçи теннисла выляса ăсталăх кăтартнă. Чăваш спортсменĕсем çавăн пекех винтовкăран перекенсен тата ишекенсен тупăшăвĕнче те палăрнă.

“Пенсионерсен спартакиади спорт ветеранĕсен чи юратнă ăмăртăвĕ пулса тăчĕ. Ку ăмăртăва кашни çул хутшăнатпăр. Унтан тулли кăмăлпа таврăнатпăр”, — терĕ ЧР спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ Василий Шоркин. Сăмах май, пĕрремĕш спартакиада 2014 çулта Шупашкарта иртнĕ. Кăçал Чăваш Ен тĕп хули Раççей чемпионатне йышăнчĕ.

Пенсионерсен Пĕтĕм Раççейри спартакиадин пĕтĕмлетĕвĕпе Шупашкар команди Атăлçи тăрăхĕнчи командăсен хушшинче — пĕрремĕш, финалта тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.