Чемпионат

1 Aug, 2017 | Спорт | Чемпионат

Паян Шупашкарти маутинбайк аталанӑвӗн центрӗнче йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлчӗ.

Унта ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Раҫҫейри йывӑр атлетика федерацийӗн президенчӗ Максим Агапитов, Чӑваш Республикин йывӑр атлетика федерацийӗн президенчӗ Геннадий Иванов, ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Чемпионат ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен пырӗ. Чӑваш Енрен унта 4 спортсмен вӑй виҫӗ.

Çак кунсенче Оренбургра çăмăл атлетика кросĕ енĕпе çĕршыв чемпионачĕ иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре малти виçĕ вырăна Пушкăртстан, Чăваш Ен тата Мускав хулин пĕрлештернĕ командисем йышăннă.

Çурла уйăхĕн 14-21-мĕшĕсенче Чехири Острава хулинче пушар-çăлав спорчĕ енĕпе XII тĕнче чемпионачĕ иртет. Унта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăнать.

Pages

Subscribe to Чемпионат