Комментари хушас

19 Пуш, 2020

Чăваш Ен спортсменĕсем медальпе таврăннă

Иртнĕ эрнере Мускав облаçĕнчи Видное хулинче Тухăç çар кĕрешĕвĕн Сетокан енĕпе Раççей чемпионачĕ вĕçленнĕ.

40 регионтан килсе çитнĕ 88 спортсмен хушшинче Шупашкарти "Будокан" клуба çӳрекен Александр Аввакумов кĕмĕл медале тивĕçнĕ. 16-20 çулсенчи юниорсен ушкăнĕнче Виктор Фомиряковпа Богдан Авдеев 1-мĕш 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Каччăсен хушшинче Александр Максимов лайăх кăтартупа палăрнă. Вăл 14-15 тата 15 çултисен ушкăнĕсенче икĕ "ылтăн" çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех 16-17 çулсенчи спортсменсен хушшинче тата 14-15 çултисен ушкăнĕнче бронзăллă пулнă.

Роман Владимиров 14 тата 14-15 çулсенчи спортсменсен хушшинче 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тухнă.

Çак мепроприятисен вăхăтĕнчех техника семинарĕ тата аттестаци экзаменĕ иртнĕ. Унта Роман Владимировпа Владимир Тютин 1-мĕш дан хура пиçиххишĕн хӳтĕленнĕ.

Спортсменсене хатĕрлекенĕ — Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Дмитрий Фомиряков.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: