Волонтерсене медаль парса чысларĕ
«Мана çамрăксемпе хутшăнмашкăн яланах килĕшет. Волонтерсемпе — пушшех те, мĕншĕн тесен вĕсем ырăлăх парнелеççĕ, ыттисене пулăшаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн сирĕн рете татах çĕнĕ çынсем хушăнасса, сирĕн юхăм вара пысăклансах, вăйлансах пырасса шанатăп», — терĕ паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулин Волонтерсен центрĕн хастарĕсемпе тĕл пулнă май.