Волонтерсен ĕçĕ питĕ кирлĕ

8 Çĕртме, 2020

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăри волонтерсен организацийĕсен представителĕсемпе видеоçыхăну мелĕпе калаçрĕ.

«Волонтерсен ĕçĕ хальхи вăхăтра питĕ пархатарлă та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл вăйлă юхăм пулса тăчĕ. Ку ĕçре таса чунлă çынсем кăна тăрăшма пултараççĕ. Волонтерсен ĕçĕ питĕ кирлĕ, уйрăмах хÿтлĕхсĕр юлнă çынсене. Юлашки вăхăтра эсир нумай ырă ĕç турăр», — пурне те тав турĕ Олег Алексеевич. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра волонтерсен 8 организацийĕ йĕркеленнĕ. Акă юлашки уйăхсенче медик волонтерсем хастарлăхпа палăрнă. Общество организацийĕн координаторĕ Игорь Филиппов каланă тăрăх, ку юхăма 1000 ытла çамрăка явăçтарнă. Ун ĕçне шкул ачисемпе студентсем, ĕçлекен çамрăксем хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ вĕренÿ учрежденире организацин уйрăмĕсемпе отрячĕсем йĕркеленнĕ. «Карантин пуçлансан эпир ватăсене пулăшакан штаб туса хутăмăр. Çак тапхăрта пирĕн ĕçе 739 çамрăк кÿлĕнчĕ. Пиртен пулăшу ыйтса 439 заявка илтĕмĕр. Пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшрăмăр», — терĕ каччă.

Шупашкарти волонтерсен центрĕ икĕ уйăхра 15 пин ытла шăнкăрав йышăннă, 1500 яхăн çын патне апат-çимĕçпе куллен кирлĕ тавар илсе çитернине пĕлтерчĕ хула администрацийĕн çамрăксемпе общество аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Станислав Трофимов. Волонтерсен юхăмне 4000 ытла çамрăка явăçтарнă. Карантин тапхăрĕнче çынсене пулăшас тĕллевпе 21 штаб йĕркеленĕ. «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» общество организацийĕн хастарĕсен кăçал Çĕнтерÿ юбилейне паллă тунă май ĕç уйрăмах нумайланнă. «Йăлана кĕнĕ мероприятисемсĕр пуçне çĕнĕ акцисем ирттертĕмĕр: «Астăвăм çурти», «Çĕнтерÿ хунарĕсем… Ветерансемпе тăлăх арăмсем, тыл ĕçченĕсемпе лагерьте пулнисем патне çитсе килтĕмĕр. Çавăн пекех ватă çынсене кил-çурта тирпейлеме, пахча ĕçĕсем тума пулăшрăмăр», — каласа пачĕ регионти штаб координаторĕ Анастасия Кутузова.

Чăваш патшалăх аграри университетĕнчи волонтерсем «Пуласлăха суйлатăп» проектпа паллаштарчĕç. Вĕсем шкул ачисене тĕрĕс çул çине тăма, професси суйлама пулăшаççĕ. Çавăн пекех волонтерсем ватăсем пирки те манман. И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетри волонтерсен центрĕ ют çĕршывран килнĕ студентсене хÿтлĕхе илнĕ. Карантин тапхăрĕнче тăван киле таврăнайманнисене çимĕçсемпе тивĕçтернĕ. Аслă шкулти студентсен канашĕн ертÿçи Ольга Семенова каланă тăрăх, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕренÿ программине волонтерлăх ыйтăвĕпе çыхăннă вĕренÿ дисциплинине кĕртме палăртнă. Канашлу вĕçĕнче Олег Николаев «Чăваш Республикинче волонтерлăха аталантарнăшăн» паллăна туса хунине çирĕплетекен указа алă пусрĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас