волонтерсем

22 Ака, 2019

Стоматологсем ялти шкула çитнĕ

Пĕтĕм Раççейре старт илнĕ «Ырă ĕç — яла» проект «Медик-волонтерсем» юхăм пуçарнипе пурнăçланса пырать. Асăннă пуçарăва Чăваш Енри тухтăрсем те хутшăнма кăмăл тунă.

20 Раштав, 2018

Чăваш Енри волонтерсем кăсăклă проектсем пурнăçа кĕртеççĕ

Пирĕн республикăра волонтерсен юхăмĕ студентсен çеç мар, шкулта вĕренекенсен хушшинче те аталанса, вăй илсе пырать. Акă Патăрьел районĕнчи Турханти шкулта ăс пухакан арçын ача «Куçса çÿресе металл пухакан» проект хатĕрленĕ. Ăна пурнăçланă май юрăхсăра тухнă батарейкăсене, çавăн пекех хут тата тимĕр-тăмăр пухнă. Çав укçана «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пухмачне янă.

20 Раштав, 2018

Çамрăк волонтер

Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ вĕçленнĕ май Мускавра Пĕтĕм тĕнчери ырă тăвакансен форумĕ иртнĕ. Унта Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Андрей Кольцов та пулнă.

13 Чÿк, 2018

Волонтерсем чемпионата хатĕрленеççĕ

2019 çулта Хусанта Пĕтĕм тĕнчери ĕç профессийĕн «Ворлдскиллс» чемпионачĕ иртмелле. Çавна май волонтерсем унта хутшăнмашкăн хатĕрленме тытăнаççĕ.

1 Пуш, 2018

Волонтерсем сывлăха ачаран упрама вĕрентеççĕ

«Волонтер медиксем» Пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем çамрăк ăрăвăн сывлăх сылавĕн пĕлĕвне ÿстерессишĕн тĕрлĕ мерпоприяти йĕркелет. Паян Шупашкарти В.Маяковский ячĕллĕ библиотекăра «Сывлăха çамрăкран упра» фестиваль иртрĕ. Унта тĕп хулари 29, 45-мĕш шкулсен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.

Pages