Волонтерсем чемпионата хатĕрленеççĕ
13 Ноября, 2018 | Çамрăксем | волонтерсем

2019 çулта Хусанта Пĕтĕм тĕнчери ĕç профессийĕн «Ворлдскиллс» чемпионачĕ иртмелле. Çавна май волонтерсем унта хутшăнмашкăн хатĕрленме тытăнаççĕ.

Хальлĕхе Раççейри 3 регионти 1200 çын волонтер пулма кăмăл тунă. Çак кунсенче ыр кăмăллăхçăсем собеседовани витĕр тухма тытăннă. Вĕсемпе Чăваш Енри волонтерсене хатĕрлес енĕпе ĕçлекен центрăн хастарĕсем ĕçлеççĕ. Çамрăксен волонтер опытне çеç мар, вĕсем ют чĕлхесене мĕнле пĕлнине те шута илеççĕ. Ĕç профессийĕсен тĕнче чемпионатне хутшăнма кăмăл пур-и? Волонтерсен çулталăк вĕçĕччен регистрациленме май пур.

www.hypar.ru

 

Ирина КОШКИНА. Vk.com cайтри сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас