Пулăшу кирлисене — апат-çимĕç
Чăваш Енре коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшакан волонтерсен шучĕ ÿссех пырать. Акă аграри университетĕнче вĕренекен студентсем ЧР Апат-çимĕç фондĕнче апат-çимĕç пуххисене хатĕрлеççĕ. Вĕсем мĕнле ĕçленипе паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паллашрĕ.
Маска çыхнă, перчетке тăхăннă волонтерсем пакетсене çăнăх, манна кĕрпи, «тушенка», макарон, сĕт, канфет тата печени хураççĕ. Çапла вара кашни пакет вăтамран 5,5 килограмм таять. Çак апат-çимĕçе туянмашкăн Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕ укçа уйăрнă. Олег Николаев сĕннипе асăннă пакетсенчи пĕтĕм продукци — вырăнти предприятисем туса кăларнисем. Çапла вара республикăра пурăнакансем çеç мар, тавар хатĕрлекенсем те пулăшăва тивĕçеççĕ. Асăннă апат-çимĕç пуххисене районсенче тата хуласенче пурăнакан çынсене — 65 çултан аслăрах, 1 тата 2-мĕш ушкăнсен инваличĕсене — параççĕ /пĕтĕмпе — 19 пине яхăн çын/. Волонтерсем пĕтĕмпе 20 пин пакет пухĕç.
Олег Николаев волонтерсене хастар пулнăшăн тав турĕ. «Паянхи пек кăткăс лару-тăрура аслă ăру çыннисене пулăшасси — пирĕн тивĕç», — терĕç студентсем.
Аса илтеретпĕр: Олег Николаев халĕ «Эпир пĕрле!» девизпа ĕçлеме чĕнсе каланăччĕ. Çак чĕнĕве республикăри ахаль çынсем те, социаллă яваплăха туякан бизнес та хапăлласа йышăнчĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас