Чăваш автономи облаçне туса хунине уявласси çинчен хушу тухнă
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тин çеç алă пуснă указ çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Сăмах — Чăваш автономи облаçне туса хунине уявласси çинчен.