Хĕрлĕ Чутай районĕ

26 Утă, 2018

Кил умĕнчи пĕвере шыва кĕрекен çук

Шывăн турачĕ çук теççĕ. Шел те, кăçалхи çуллахи уйăхсенче пирĕн республикăра 20 çын путса вилнĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — ачасем. Иртнĕ çул шывра 12-ĕн пурнăçран уйрăлнă, вĕсен хушшинче çул çитменнисем çук.

22 Нарăс, 2018

Альбина Новикова: Ÿсĕмсем тăвасси коллективран килет

«Предприяти çитĕнÿсем тăвасси коллектив тăрăшса ĕçленинчен килет. Пирĕн кашни çын харпăр хăйĕн вырăнĕнче, тивĕçĕсене таса чунран пурнăçлать. Эпир пурте пĕр-пĕрне пулăшатпăр.

15 Раштав, 2017

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб

Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче 106 вырӑнлӑ ҫӗнӗ клуба туса пӗтернӗпе пӗрех ӗнтӗ. Ăна раштавӑн 25-мӗшӗ тӗлне уҫма палӑртаҫҫӗ. Ку ял ҫыннисемшӗн хӑйне евӗр Ҫӗнӗ ҫул парни пулӗ.

13 Раштав, 2017

Аякка каймĕç, вырăнтах сипленĕç

Чăваш Енри ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе хăйсем тĕпленнĕ вырăнта тивĕçтерме май паракан инфратытăм чăннипех пуян: килти хуçалăхсенчен тата фельдшерпа акушер пункчĕсенчен тытăнса район больницисем, республикăри клиникăсен мобильлĕ поликлиникисем таранах.

Хĕрлĕ Чутай район больницин тĕп тухтăрĕ Иван Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх, сиплев учрежденийĕн пурлăх никĕсĕ çулленех тĕрекленсе пырать. Кадрсене çирĕплетес енĕпе те витĕмлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Pages