Хĕрлĕ Чутай районĕ

16 Çурла, 2017

Район — 90 çулта

Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай сали — 435, район йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине анлă паллă тунă.

Уяв ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Самсонов тата арçынсен хорĕ район гимнне юрланипе уçăлнă. Пухăннисене район ертÿçисем, сумлă хăнасем саламланă.

1 Çурла, 2017

Хĕрлĕ Чутайсем Хисеп кĕнеки кăларĕç

Хĕрлĕ Чутай районĕ çак уйăхăн 12-мĕшĕнче 90 çул, район центрĕ кăçал 435 çул тултарнине халалласа Хисеп кĕнеки кăларĕç. Паян иртнĕ районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕнче (сăн ÿкерчĕкре) кĕнекен положенине çирĕплетнĕ.

6 Çу, 2017

Велосипеда юратакансем паян велочупăва пухăннă

Паян Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра велочупу иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланăскер 12 сехетре старт илнĕ. "Хĕрлĕ лапам - Президент бульварĕ - Мускав кĕперĕ - "Раща" ункă - Мускав проспекчĕ -  Президент бульварĕ - Хĕрлĕ лапам"  маршрутпа çула тухнисем хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмри çын пулнă. Вĕсем пурте икĕ урапаллă транспорт çине ларнă.

28 Ака, 2017

Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ яра куна велосипедпа ярăннă

Паян Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров велосипедпа ярăнма тухнă. Унпа пĕрле - шкул ачисемпе аслă çулхисем таранах икĕ урапаллă çак транспортпа район центрĕнчи урамсемпе иртнĕ.

13 Ака, 2017

Ӳнерçĕсем те, химиксем те çитĕнеççĕ

Çитес вĕренÿ çулĕнче Питĕркасси шкулне уçнăранпа пĕр ĕмĕр çитет. Чи малтанах ачасем хресченсен çурчĕсенче вĕреннĕ. Тепĕр вунă çултан шкулăн тĕп çуртне хута янă. Хурапыр, Кÿпеш, Вишенер ялĕсенче пуçламăш шкулсем ĕçленĕ.

Pages