Комментари хушас

Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай сали — 435, район йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине анлă паллă тунă.

Уяв ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Самсонов тата арçынсен хорĕ район гимнне юрланипе уçăлнă. Пухăннисене район ертÿçисем, сумлă хăнасем саламланă.

Çак кун Ачкассинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Тĕп мероприятисем Хĕрлĕ Чутай салинче иртнĕ. Уява хутшăннисем алă ăстисен куравĕпе, вырăнти йăла-йĕркепе, пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшипе паллашнă. Район историне уçса паракан кивĕ сăн ÿкерчĕксен стенчĕ умĕнчен те халăх татăлман. Çынсем спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăннă. Унччен района ертсе пынисене, ку тăрăхри ĕçчен те пултаруллă çынсене наградăсемпе чысланă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.