Хĕрлĕ Чутайсем Хисеп кĕнеки кăларĕç

1 Çурла, 2017

Хĕрлĕ Чутай районĕ çак уйăхăн 12-мĕшĕнче 90 çул, район центрĕ кăçал 435 çул тултарнине халалласа Хисеп кĕнеки кăларĕç. Паян иртнĕ районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕнче (сăн ÿкерчĕкре) кĕнекен положенине çирĕплетнĕ.

Хисеп кĕнеки районта унччен те пулнă, анчах юбилейлă датăсене халлланине самай пуянлантнă-тулăхлатнă. Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕн секторĕн заведующийĕ Светлана Князькова "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, хальхи кăларăма 400 ытла çынна кĕртнĕ. Вĕсем - тĕрлĕ отрасльте тăрăшса тĕрлĕ вăхăтра хисепе тивĕçнĕ çынсем: районăн ертÿçисем, çутĕçĕнче палăрнисем, профессорсем, академиксем, тава тивĕçлĕ ятсене тивĕçнĕ сумлă ĕçченсем. 

Районăн Хисеп кĕнекине материалсемпе краеведсем тивĕçтернĕ.

 

 

Комментари хушас