Чăваш Енри хастар та маттур çемьесене чысларĕç
«Çемье – тăнăçлăх пуянлăхĕ». Çапла калаççĕ халăхра. Çемье юратупа шанчăклăх хÿттинче пулни вара пирĕн пурнăçа паха пĕлтерĕшпе пуянлатать. Вĕсем — çын телейĕн никĕсĕ, пурнăçри чи хаклă тупра тата шанчăклă тĕрев.
Акă Патăрьел районĕнчи Светлана Васильевнăпа Николай Алексеевич Исаевсенех илер-ха. Вĕсем Нăрваш Шăхалĕнче 50 çул ытла пĕрле пурăнаççĕ. Николай Алексеевич хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, ĕç стажĕ 49 çултан иртнĕ. Мăшăрĕпе ĕç вăхăтĕнче паллашнă. Чипер, ĕçчен, лăпкă, кăмăллă пике ăна тÿрех тыткăнланă-мĕн. Çемье чăмăртаса виçĕ ача — пĕр ывăлпа икĕ хĕр — çуратса ÿстернĕ. Чун тĕпренчĕкĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тахçанах тупнă ĕнтĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те хастар. Николай Алекссевич çакăнта хăйсен тÿпине кăна мар, патшалăхăнне те курать. «Ачасене пĕлÿ пама, йĕркеллĕ пăхса çитĕнтерме майсем туса пачĕ, — тет. — Хамăр та лайăх пурăнатпăр, ялта пулсан та пур услови те пур. Акă тата ватăсене, нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене, хавхалантарма тата чыслама пуçларĕç. Çакă çамрăк çемьесемшĕн ырă тĕслĕх пулĕ. Вĕсем йывăрлăхран ан хăраччĕр, ĕçлеччĕр, ачасем çуратса çитĕнтерччĕр».
Куславкка районĕнчи Мăрсакассинчи Виталий Васильевичпа Антонина Ивановна Майоровсем çума-çумăн 65 çул ытла пурăнаççĕ. Кил хуçи кăçал 90 çул тултарнă, мăшăрĕ 87-ре. Вĕсен 5 ача, 11 мăнук тата 13 кĕçĕн мăнук. Пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăннăран çак таран тĕрĕс-тĕкел пурăнатпăр теççĕ, ыттисене те, уйрăмах çамрăксене, çак пахалăхсене сунаççĕ. Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри Зинаида Петровнăпа Иван Иванович Портновсем те тăван ялĕнче, районта, республикăра пурăнакансемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çур ĕмĕр пĕр çулпа утаççĕ вĕсем. Пилĕк ачине ура çине тăратнă. «Халĕ аслă мăнук 25 çула çитрĕ. Çемье çавăрма та вăхăт, — тет Зинаида Петровна. — Килте ывăлпа тата кинпе пурăнатпăр. Ку таранччен йĕркеллĕ пулнă-ха, малашне те çаплах пултăрччĕ. Эпĕ ялти библиотекăра 21 çул ĕçлерĕм, унтан 18 çул ача сачĕн заведующийĕнче. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçсĕр ларман. Итлекене яланах ĕç тупса параççĕ теççĕ. Хальхи вăхăтра ветерансен пуçламăш организацине ертсе пыратăп».
Шăпах çакăн пек хастар та маттур çемьесене чысларĕç паян Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче.
— Эсир, халăха тивĕçлĕ ывăл-хĕр пăхса çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшĕ, ырми-канми ĕçлесе ят-сум илнĕ тата ачăрсене те ĕçе хисеплеме хăнăхтарнă маттурсем, хăвăрăн тĕслĕхĕрпе ыттисене хавхалантаратăр, çамрăк ăрăва тăван халăха, çĕршыва юратма вĕрентетĕр, — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. — Пĕр ачана пурнăç çулĕ çине тăратма мĕн чухлĕ вăй, юрату, чăтăмлăх кирлĕ, пилĕк ача çитĕнтересси вара — чăннипех паттăрлăх. Çак питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре сире патшалăх мĕн пултарнă таран пулăшать. Юлашки çулсенче ача амăшĕн институтне çирĕплетес тĕлĕшпе палăрмаллах пысăк ĕçсем тунă. Республикăра, сăмахран, çемьере виççĕмĕш ача çуралсан 100 пин тенкĕ парса хавхалантаратпăр. Çемьесене тата ачасене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермешкĕн Чăваш Енре кăçал сакăр миллиард ытла тенкĕ уйăрма палăртнă.
Михаил Васильевич «Юатушăн тата шанчăклăхшăн» орденпа 10 çемьене — 50 çул пĕрле пурăнса Раççейĕн тивĕçлĕ гражданĕсене пăхса çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшне — чысларĕ. Вĕсем — Пăрачкав районĕнчи Василий Степановичпа Римма Александровна Авраменкосем, Шупашкарти Владимир Андреевичпа Валентина Ивановна Балановсем, Красноармейски районĕнчи Юрий Егоровичпа Римма Гурьевна Дубровсем, Патăрьел районĕнчи Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем, Куславкка районĕнчи Виталий Васильевичпа Антонина Ивановна Майоровсем, Улатăрти Григорий Константиновичпа Мария Гавриловна Маторкинсем, Çĕнĕ Шупашкарти Владимир Константиновичпа Александра Ивановна Кулеминсем, Çĕрпÿ районĕнчи Виталий Андреевичпа Елена Михайловна Павловсем, Елчĕк районĕнчи Иван Ивановичпа Зинаида Петровна Портновсем, Шупашкар районĕнчи Евгений Николаевичпа Людмила Александровна Хорасевсем.
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех ЧР Амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллипе Шупашкарти Лариса Алексеевăна, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Лариса Сядайкинăна, Тăвай районĕнчи Елена Федоровăна наградăларĕ. Вĕсен пилĕкшер ача. Акă Лариса Валериевна Сядайкина ачисемпех пынă. Аслă ывăлĕ 14 çулта, кĕçĕнни — виççĕре. Çемье пур енĕпе те пултаруллă, спорт мероприятийĕсене хутшăнать, ачисем шкулта лайăх вĕренеççĕ, хуçалăхра аслисене пулăшаççĕ. Çак кун вĕсем амăшĕшĕн чунранах хĕпĕртерĕç.
Чыслава çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, официаллă ытти çын хутшăнчĕç.
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас