çемьесем

16 Авăн, 2020

ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствинче брифинг иртрĕ

Çулталăк пуçламăшĕнче Яруковсен çемйинче йыш хушăнчĕ: виççĕмĕш пепке Ульяна çут тĕнчене килчĕ. Халĕ асли Яна кĕçĕн класра пĕлÿ илет. Вăталăххи Аня ача садĕнче тавра курăмне аталантарать. Ачаллă çемьесене патшалăх укçа тĕлĕшĕнчен пулăшни тавра пĕр вĕçĕм çыратпăр. Çакна виçĕ хĕрача амăшĕ Олеся Ярукова та тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултарать.

26 Çурла, 2020

Пилĕк ачаллисене кÿрекен пулăшу пысăкланать

Республика Правительстви нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕлĕшпе черетлĕ утăм турĕ: Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ачаллă граждансене тÿлекен патшалăх пособийĕсем çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕç.

2 Утă, 2020

Нумай ачаллă çемьесене — пулăшу

Сĕнтĕрвăрри районĕнче нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр туянма, тума социаллă тÿлев свидетельствине савăнăçлă лару-тăрура панă.

Пĕтĕмĕшле хисеп 2 646 пин тенкĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Мустаев çамрăк çемьесене ăшшăн саламланă. «Çакă сирĕншĕн кăна мар, кашни çемьешĕн, районшăн пĕлтерĕшлĕ. Районта нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссех пырать», — палăртнă вăл. Сертификата Филатовсен, Нестеровсен, Волковсен çемйисем тивĕçнĕ.

8 Çĕртме, 2020

Тăлăхсене – çемье ăшши

Чăваш Енри ача çурчĕсенче пурăнакансене çуллахи каникулта çемьене илме юрать. Çакна тăлăхсем кил ăшшине туйччăр, унти йăла-йĕркене ăша илччĕр тесе тăваççĕ.

Ача çуртĕнче темле лайăх пăхсан та килтине çитес çук. Хысна çуртĕнче ялан пурăнни йăлăхтарать. Каникул вăхăтĕнче тăлăхсене ют çынсемех вăхăтлăха хăйсен хÿттине илейĕç. Ун валли ача çуртне çитсе заявлени çырмалла, коронавируспа чирлеменнине ĕнентерекен справка тăратмалла.

www.hypar.ru obrazov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

3 Çĕртме, 2020

«Эсир пурришĕн савăнатпăр»

Кил-çурта ача сасси илем кÿрет. Унсăр темле чаплă керменте те кичем. Ахальтен мар ваттисем: «Ачасăр пурнăç — калчасăр уй-хир», — тенĕ.

«Эпир — Узалуковсем»

Pages