- Чăвашла верси
- Русская версия
«Эсир пурришĕн савăнатпăр»
Кил-çурта ача сасси илем кÿрет. Унсăр темле чаплă керменте те кичем. Ахальтен мар ваттисем: «Ачасăр пурнăç — калчасăр уй-хир», — тенĕ.
«Эпир — Узалуковсем»
Татьянăпа Николай Узалуковсене те çемье çавăрнă чухне сак тулли ача-пăчаллă пулма пилленĕ тăван-пĕтенĕ. Шел те, чĕре айĕнче тĕвĕленнĕ пĕчĕк чун кун çути курайман. Кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, юн пусăмĕ ÿснĕрен сакăр уйăхра чухне хырăмра вилнĕ. Çакăн хыççăн Узалуковсем ача усрава илме шут тытнă. «Хĕрача е арçын ача илĕпĕр? — ыйтрăм пĕринче мăшăртан. Вăл иккĕшне те илесси пирки пĕлтерчĕ, — аса илет иртнине Татьяна. — Кăштах тăхтаса тăмаллине каларĕ. Тен, Турă парать? «Акă 40 çула çитетĕн те çуратса паратăн», — терĕ ун чухне Коля».
Малтан палăртнă пекех 40 çула çитсен Узалуковсем пĕчĕк Ольăна хăйсен «хÿттине» илнĕ. «Район больницинчи ачапăча уйрăмĕнче хĕрача пуррине пĕлтерчĕ кума. Вăл унта ĕçленĕрен ун пирки пĕлет. Пĕчĕкскерĕн амăшĕ вилнĕ иккен. Çавна май эпир районти опека уйрăмĕнчи тĕп специалист-эксперт Татьяна Чылыкова патне кайрăмăр. Унпа пĕрле тÿрех — больницăна. «Эсир ман пата килтĕр-и?» — терĕ хĕрача пире тимлĕ сăнанă май. Хам çавăнтах çухалса кайрăм. Çан-çурăм çийĕн сивĕ хум чупса иртрĕ. Апат-çимĕç пакетне ăна патăм. «Эсир мана киле илсе каятăр-и?» — ыйтрĕ Оля. «Илсе каятпăр», — тетĕп. 3 çулти ача кил ăшшине туйма пĕлни тĕлĕнтерчĕ. Çапла, тумлантартăмăр та киле кайма тухрăмăр. Пире ăсатма больница ĕçченĕсем коридора тухрĕç. «Йăт-ха мана», — терĕ хайхискер. Чун хурланса килчĕ, куç шывланчĕ. Пĕчĕкскер мана амăшĕ вырăннех хучĕ-çке. Хăй те атте-аннеллĕ пулнишĕн савăнчĕ курăнать», — малалла сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи.
Пĕр эрне иртсен Узалуковсем арçын ача шыраса Шупашкара кайнă. Вĕсене республикăри ача çурчĕсен тĕрлĕ адресне панă. Анчах тĕп хулари Гузовский урамĕнче вырнаçнă ача çуртне чун туртнине каларĕ Татьяна Николаевна. Шăпах çакăнта тĕл пулнă вĕсем Илюша. Анчах ăна киле тÿрех илсе кайма май килмен, арçын ача больницăра выртнă. Сывалнă хыççăн ăна илме кайнă. «Пире ăсатма ку хутĕнче те ача çуртĕнчи ĕçченсем коридора тухрĕç. Илюш, 2 çултискер, хăйне йăтма ыйтрĕ, Оля пекех. Ăна та хам çуратнă ача пек йăтса тухрăм. Халĕ шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: мĕнле-ха иккĕшĕ те пĕр пек сăмах калама пултарнă вĕсем? Илюш вырăсла калаçатчĕ, Оля вара — чăвашла. Ăна вăл чăвашла вĕрентнине хамăр та сисмерĕмĕр. Халĕ вĕсем пĕр-пĕринсĕр пурăнаймаççĕ: «Олечка е Илюш ăçта?» — ыйтаççĕ манран час-часах. «Хăш вăхăтра çухататăр-ха эсир пĕр-пĕрне?» — тетĕп савăнса.
Йĕкĕреш пек ÿсеççĕ ачасем. Çавна май унта-кунта кайсан пĕр палламан çынсем: «Сире Турă хĕрача та, арçын ача та панă. Мĕн тери аван», — теççĕ. Эпĕ вĕсемпе килĕшетĕп çеç.
Ачасем пире тÿрех «атте», «анне» тесе каларĕç. Хăйсен ашшĕ-амăшĕ вырăнне хучĕç. Халĕ те Олечка /эпир ăна яланах çапла чĕннĕ/: «Сирĕн пата лекнишĕн, эсир пурришĕн савăнатпăр. Эпир — телейлĕ», — тет. Районти опека ĕçченне Татьяна Леонидовнăна та çакăншăн тав тума пĕлет вăл. Питĕ кăмăл-туйăмлă хĕрача. Усрава илни пирки ачасене вăхăтра ăнлантарма пĕлни пурнăçра пулăшрĕ, чунпа хуçăлмарĕç вĕсем, çирĕп пулчĕç. «Хушаматсем тĕрлĕрен пулсан та эпир пĕрех Узалуковсем», — тетчĕ Оля пĕчĕк чухне». Малалла вулас…
Валентина МАКСИМОВА. Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль ялĕ.
Комментари хушас