Пилĕк ачаллисене кÿрекен пулăшу пысăкланать

26 Çурла, 2020

Республика Правительстви нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕлĕшпе черетлĕ утăм турĕ: Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ачаллă граждансене тÿлекен патшалăх пособийĕсем çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕç.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çак ыйтупа сăмах илнĕ май палăртнă тăрăх, саккун проектне регион ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев сĕннипе хатĕрленĕ. Тĕллев — çул çитмен пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене кÿрекен социаллă пулăшу шайне çĕклесси. Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 18 çулчченхи пилĕк тата ытларах ачаллă, сахал тупăшлă çемьесем валли кашни ачашăн уйăхсерен пысăкрах пособи пама сĕннĕ. Тÿлев виçи тăватă ачаллă çемьесене паракан пособин никĕс шайĕнчи виçи ÿснине кура унран икĕ хут пысăкрах пулмалла.

Министр пĕлтерчĕ: пособие çул çитмен пилĕк тата ытларах ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи 5,2 пин ачашăн тÿлĕç. Саккун вăя кĕрсен çакнашкал çемьесем çулталăкра хальхинчен чылай, 15360 тенкĕ чухлĕ, пысăкрах пособи илĕç. «Уйăхри ÿсĕм вăтамран 1300 тенкĕ патнелле пулĕ», — терĕ Алена Геннадьевна. Сăмах май, пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене пысăкрах пособи тÿлесси — Чăваш Енре шухăшласа кăларнă çĕнĕлĕх мар. Рязань облаçĕнче, Ингушетире, Раççейĕн ытти субъектĕнче çакнашкал йĕркене маларахах ĕçе кĕртнĕ.

Тепĕр самант: саккун проектĕнче çавăн пекех çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçсĕр тесе йышăннă хĕрарăмсене çие юлсан, ача çуратсан уйăхсерен тÿлекен пособие те индексацилеме сĕннĕ.

Строительство министрĕ Александр Героев тăлăхсем тата нумай ачаллă çемьесем валли пурăнмалли çурт-йĕр туянмашкăн пĕр тăваткал метрăн рынокри вăтам хакне палăртмалли механизма çирĕплетмелли саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Пытармарĕ: Шупашкар хулинче ку енĕпе йывăрлăх пур. Çакă кăçалхи виççĕмĕш квартал тĕлне тăваткал метрăн вăтам хакне 37,5 пин тенкĕ шайĕнче палăртнипе, çак укçапа рынокра хваттерсем туянма май çуккипе çыхăннă. Чăннипе вара пирвайхи рынокра тăваткал метр вăтамран 44,1 пин тенкĕ тăрать, иккĕмĕш рынокра та пĕчĕк мар — 43,5 пин тенкĕ. Министр иккĕленмест: çак саккун проектне йышăнсан çĕнĕ хакпа муниципалитет çурт-йĕр туянма пултарĕ.

Ларура çавăн пекех республикăн физкультурăпа спорта аталантармалли патшалăх программине кĕртмелли улшăнусене ырларĕç. Районсемпе хуласен малашне конкурентлă майпа таварсем туянмалли процедурăсем ирттернĕ май перекетленекен укçапа усă курмалли ирĕк пулĕ. Чăн та, мĕнле тĕллевсемпе усă курас тĕлĕшпе Физкультурпа спорт министерствипе çураçмалла.

Асăннă ведомство ертÿçин заместителĕ Татьяна Рябинина пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра аукционсем ирттерсе перекетленĕ укçа 31 миллион тенкĕпе танлашать. Кăçал физкультурăпа спорт учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетмешкĕн субсиди панă 23 муниципалитетран пурте хайхи перекетпе хăйсемех усă курас кăмăллине çирĕплетнĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас