Шкула кайма укçа парĕç

20 Утă, 2020

Чăваш Енре пурăнакан сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шкула кайма республика бюджетĕнчен укçа парĕç. «Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен» хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче алă пуснă.

Документра каланă тăрăх, укçана Чăваш Енре пурăнакан, Раççей Федерацийĕн гражданинĕ шутланакан ашшĕ-амăшне, ача усрава илнисене тата опекунсене тĕпренчĕкĕсене шкула яма уйăрĕç. Шкула çÿрекен кашни ача пуçне 5 пиншер тенкĕ укçа парĕç. Анчах пурне те мар. Çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăш Чăваш Енре пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан çеç пулăшĕç.

www.hypar.ru

Комментари хушас