Капитал ÿсет, ипотека проценчĕ чакать
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче ĕçлев министрĕ Алена Елизарова республикăн амăшĕн капиталĕн виçине 100-тен 150 пин тенкĕ таран пысăклатасси çинчен пĕлтерчĕ.
Асăннă виçене 2012 çултанпа ÿстермен. Пысăклатнă виçене асăннă тÿлевпе кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен усă курман çемьесем илме пултарĕç. Çавăн пекех çак тÿлевĕн пĕр пайĕпе, 20 пин тенкĕпе, ача çуралнă хыççăнах кулленхи тĕллевсемпе усă курма ирĕк панă — унччен кунашкал йĕрке пулман. Çакăн валли република бюджетне 189 миллион тенкĕ хывса хăварнă ĕнтĕ.
Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев çак мерăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулсан та коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă пĕтĕм çухатăва саплаштарма çителĕксĕррине палăртрĕ, çавăнпа «малашне татах пухăнма, çĕнĕ мерăсем йышăнма» шантарчĕ. Пулăшу мерисем вара паян сÿтсе явнисем кăна мар. Иртнĕ эрнере, авă, ял ипотекипе çыхăннă йышăну тунă — унпа ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Ялта пурăнакансем пурте çурт туянма тата тума çăмăллăхлă çак ипотекăпа усă курма пултараççĕ. Тĕрĕссипе, йышăну ялсене кăна мар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка йышши пĕчĕк хуласене те пырса тивет.
3 миллион тенкĕ таран 25 çуллăхах илме пултараççĕ. Ялта пурăнакан, ĕçлекен, виçĕ е ытларах ачаллă граждансемшĕн ипотекăн çулталăкри проценчĕ чи пĕчĕкки пулĕ — 0,1 пункт шайĕнче. Ыттисен – 0,5-рен пуçласа 2% таран. Министр каланă тăрăх, ял ипотекипе усă куракансен шучĕ пысăклансах ырать. 71 çемье кредит илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ – вĕсене пĕтĕмпе 100 миллион тенкĕ ытла панă.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас