велочупу
Чăваш Ен тăрăх — велосипедпа
Чăваш Республикине курса çаврăнма кăмăл пур-и? Эппин Никита Тенче çул çÿревçĕ йĕркелекен «Чăваш çул çÿревçи-2018» велоэкспедицие хутшăнăр! Вăл ыран, çĕртмен 9-мĕшĕнче старт илĕ. Велотура Республика кунне халалланă. Унта хутшăнакансем 15 кунра 1200 километра парăнтарĕç.
Çăлтăрсем патне паян велосипедпа çитме пулать
Велосипеда юратакансем паян велочупăва пухăннă
Паян Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра велочупу иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланăскер 12 сехетре старт илнĕ. "Хĕрлĕ лапам - Президент бульварĕ - Мускав кĕперĕ - "Раща" ункă - Мускав проспекчĕ - Президент бульварĕ - Хĕрлĕ лапам" маршрутпа çула тухнисем хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмри çын пулнă. Вĕсем пурте икĕ урапаллă транспорт çине ларнă.