Комментари хушас

8 Çĕртме, 2018

Чăваш Ен тăрăх — велосипедпа

Чăваш Республикине курса çаврăнма кăмăл пур-и? Эппин Никита Тенче çул çÿревçĕ йĕркелекен «Чăваш çул çÿревçи-2018» велоэкспедицие хутшăнăр! Вăл ыран, çĕртмен 9-мĕшĕнче старт илĕ. Велотура Республика кунне халалланă. Унта хутшăнакансем 15 кунра 1200 километра парăнтарĕç.

Çул çÿревçĕсен ушкăнĕ Шупашкартан пуçласа Çĕнĕ Шупашкар-Сĕнтĕрвăрри-Куславкка-Вăрмар-Тăвай-Канаш-Комсомольски-Елчĕк-Патăрьел-Шăмăршă-Улатăр-Пăрачкав-Йĕпреç-Вăрнар-Çĕмĕрле-Хĕрлĕ Чутай-Етĕрне-Элĕк-Красноармейски-Çĕрпÿ-Муркаш маршрутпа çÿрĕ, çĕртмен 24-мĕшĕ тĕлне Шупашкара таврăнĕ. Никита хастар ушкăнпа районсенчи музейсемпе паллă çынсемпе çыхăннă вырăнсене çитме, вырăнти халăхпа хутшăнма, вĕсене çул çÿреве явăçтарма палăртнă. Ушкăн палаткăсенче çĕр каçĕ, кунне 80-100 километр хыçа хăвармалла вĕсен. Чарăнусенче Никита, унччен велосипедпа чылай региона çитсе, 50 000 çухрăма парăнтарнăскер, хăйĕн опычĕпе паллаштарĕ.

Велотура хутшăнас тесен 8-908-306-10-44 номерпе шăнкăравлăр е СМС-çыру вĕçтерĕр. Çĕртмен 9-мĕшĕнче Шупашкарти Анне палăкĕ патĕнче 10 сехетре пухăнмалла.

 

Рубрика: 
Теги: