Комментари хушас

6 Çу, 2017

Велосипеда юратакансем паян велочупăва пухăннă

Паян Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра велочупу иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланăскер 12 сехетре старт илнĕ. "Хĕрлĕ лапам - Президент бульварĕ - Мускав кĕперĕ - "Раща" ункă - Мускав проспекчĕ -  Президент бульварĕ - Хĕрлĕ лапам"  маршрутпа çула тухнисем хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмри çын пулнă. Вĕсем пурте икĕ урапаллă транспорт çине ларнă.

Велосипед çуккисем валли велопрокат станцийĕсем уçнă. Унсăр пуçне "Студентсен хули" чарăнура шыв валеçекен пункт йĕркеленĕ. Чупу хыççăн тĕрлĕ конкурс иртнĕ, лотерея выляттарнă. Тĕп парне велосипедпа самокат пулнă.

Маларах эпир ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе велочупу иртнине пĕлтернĕччĕ. Унта райадминистраци ертÿçи Александр Башкиров та хутшăннăччĕ.

www.hypar.ru