Ӳнерçĕсем те, химиксем те çитĕнеççĕ
Çитес вĕренÿ çулĕнче Питĕркасси шкулне уçнăранпа пĕр ĕмĕр çитет. Чи малтанах ачасем хресченсен çурчĕсенче вĕреннĕ. Тепĕр вунă çултан шкулăн тĕп çуртне хута янă. Хурапыр, Кÿпеш, Вишенер ялĕсенче пуçламăш шкулсем ĕçленĕ. 1937 çулта Питĕркассинчи пуçламăш шкулта çичĕ çул вĕрентме тытăннă. Классем çитменрен тĕп çурт çумне хушса çĕнĕ классем уçнă, каярах уйрăм çурт хăпартса шкула пысăклатнă. Паян вара ачасем хăтлă классенче пĕлÿ илеççĕ, хальхи йышши хатĕрсемпе анлăн усă кураççĕ. Унсăр пуçне вĕренекенсене валли тĕрлĕ секци, тавракурăма ÿстерме пулăшакан тĕрлĕ кружок ĕçлет.
Киçтĕкĕпе - асамçă пек
Çамрăк ÿнерçĕ Алеша Вазин тавралăха сăнама юратать. Тин çеç йĕри-тавра шап-шурă юр катан пир евăр сарăлса выртатчĕ. Вăл кунран-кун çÿхелсе пычĕ те юлашкинчен куçран пачах çухалчĕ. Ял урамĕсенче ÿсекен тирексемпе йăмрасем, хурăнсем çинче те кураксем йышланчĕç. Ачасем ăсталаса çакнă вĕллесене шăнкăрчсем вăрăм çултан таврăннă-таврăнманах йышăннă та ĕнтĕ. Тавралăхри улшăнăва асăрхама пĕлекен арçын ача çут çанталăкри пулăмсене шурă хут çине куçарать. Пейзаж ăнăçлă пулса тухни ăна пушшех те хавхалантарать.
Алексей Раççей шайĕнче иртекен пултарулăх олимпиадине хутшăнасси пирки ĕмĕтленмен те. Анчах шăпа çавнашкал май туса панă чухне телей кайăкне алран вĕçертес темен. Л.Г.Индрякова вĕрентекен пулăшнипе çамрăк ÿнерçĕ олимпиадăна тĕплĕн хатĕрленчĕ. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУра иртнĕ. Художниксене ÿкерÿ ĕçĕн тăхăр тĕсĕнчен пĕрне суйлама ирĕк панă. Алеша Вазин живопиçре хăйне тĕрĕсленĕ. Акварельпе е гуашьпе йĕпетнĕ киçтĕкпе асамçă пек тăрăшнă. Жюри ÿкерÿре композици тума, çутăпа, мĕлкепе «выляма» пĕлнине те хакланă. Тăрăшни сая кайман: Алеша виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа таврăннă.
Тĕрĕслев ĕçĕ
Химипе тĕрĕслев ĕçĕ иртессине 8-мĕш класра вĕренекенсем чылай малтан картса хунă. Тĕплĕн хатĕрленсен те пур чухне те йăлтах астуса юлма çăмăл мар-çке: хими вăл — кăткăс предмет. Пĕр темăна вăхăтра ăнланаймарăн е урока сиктертĕн тĕк ыттисенчен юласса кĕтсех тăр.
Класра пурĕ те вун пĕр вĕренекен. Сергей Артемьев пуринчен те малтан çитрĕ. Васкасах парта хушшине вырнаçрĕ те хими учебникне кăларса хучĕ, формулăсене аса илчĕ, çырса та шутларĕ. Хуравĕ тĕрĕс пулнишĕн хĕпĕртенĕскер класа Женя Хохлов килсе кĕнине те сисмерĕ. Иккĕшĕ те ăмăртмалла тенĕн пек темăсене васкавлăн пăхса тухрĕç, хими учителĕ Людмила Николаевна Ермолаева вĕрентнине аса илчĕç. Кĕçех класа ыттисем те килсе кĕчĕç. Вĕллери ĕçчен пыл хурчĕсем пекех сĕрлерĕ класс, пурте ĕçлеççĕ. «Кăна çапларах шутламалла», — тет пĕри. «Эпĕ килте урăх майпа шутласа пăхрăм, хуравĕ çавăн пекех тухрĕ», — сăмах хушрĕ тепри. Кашни пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшрĕ, сĕнÿ пачĕ. Туслăх ĕçре палăрать тени тĕрĕсех. Тĕрĕслев ĕçĕ пуçланиччен хими предметне ытларах кăмăллакан Ирина Филиппова, Даниил Ефремов ыттисене те терминсемпе формулăсене аса илме пулăшрĕç. Пурте хавхаланса тăрăшнин усси пурах: тĕрĕслев ĕçĕнче никам та начар паллă илмерĕ.
Кĕнеке пурне те пĕлет
Нумаях пулмасть Питĕркасси ял библиотекинче литература вулавĕ иртрĕ. Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен Ольга Фондеркина Михаил Шолохов çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци хатĕрленĕ. Унпа паллашнă хыççăн кĕнеке тусĕсем писателĕн «Çын шăпи» калавне тишкерчĕç. Хайлаври тĕп сăнар, йывăр аманнăскер, тăшман тыткăнне лекет. Хаяр вăрçă вĕçленнĕ тĕле çемйине çухатать. Апла пулин те хуçăлса ÿкмест, тăлăх ачана усрава илет… Пирĕн халăх нимĕнле йывăрлăха та парăнмасăр Çĕнтерĕве çывхартнă. Ав епле тÿсĕмлĕ те харсăр пулнă пирĕн салтаксем! Çамрăк вулавçăсем çакна чунпа туйса илчĕç, калаври тĕп сăнар паттăрлăхĕнчен тĕлĕнчĕç.
Кĕçĕн классенче вĕренекенсем «Хаваслă юмахçă патĕнче хăнара» пулчĕç. Оксана Мидушкина библиотекарь çĕр е ытларах та çул каярах çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. «Тараканище», «Мойдодыр», «Крокодил» юмахсене писательсем епле çырнине интересленсе итлерĕç. Пуçламăш классен вĕрентекенĕ Татьяна Хохлова Корней Чуковский пултарулăхĕпе паллаштарнă чухне çамрăк вулакансем тимлĕ итлерĕç. «Юмахсене аса ил» викторинăна ачасем хастар хутшăнчĕç. Унсăр пуçне «Чее ыйтусем», «Тупсăмне шыра» конкурссенче хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартрĕç.
Владимир ФЕДОРОВ.
Комментари хушас