- Чăвашла верси
- Русская версия
Кил умĕнчи пĕвере шыва кĕрекен çук
Шывăн турачĕ çук теççĕ. Шел те, кăçалхи çуллахи уйăхсенче пирĕн республикăра 20 çын путса вилнĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — ачасем. Иртнĕ çул шывра 12-ĕн пурнăçран уйрăлнă, вĕсен хушшинче çул çитменнисем çук. Нумаях пулмасть пысăк инкек тÿснĕ çемьесенчен пĕринпе — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шулю ялĕнче пурăнакан Юрипе Людмила Инжебейкинсемпе — çыхăнма май килчĕ.
Ÿкерчĕкре — çăва
«Пилĕк хĕрччĕ пирĕн, халь тăваттăн тăрса юлчĕç. Ачасене уйăрмастпăр-ха, çапах та кĕçĕнни Кира — чи маттурриччĕ, чи харсăрриччĕ. Ултă çулта çеç пулин те йăлтах шанма пулатчĕ ăна: ĕнесене кĕтÿрен хăваласа килет, каç пулсан амăшĕпе пĕрле аппаратпа сума тытăнать... Пурăнма васкарĕ темелле-ши? Икĕ уйăх çурăрах пăлтăр-пăлтăр çаврăнатчĕ, тăваттăмĕшĕнче упаленетчĕ. Сакăр уйăхра утма пуçларĕ Кира. Çулталăк та виçĕ уйăхра чĕвĕлтетсе калаçатчĕ. Ăс-тăнĕпе хăй ÿсĕмрисенчен аслăрах курăнатчĕ вăл, ăна вăрçма, асăрхаттарма сăлтав пулман пирĕн. Юлашки вăхăтра амăшне канăç памастчĕ: хĕрача е арçын ача илсе килсе пама ÿкĕтлетчĕ. Ахаль-ши, ачана темĕн систерчĕ-ши? Калаçма та вăй-халăм çук. Мĕн пулса иртрĕ, çут тĕнчепе киленсе пурăнмалли хĕр пĕрчине тăрук çухатрăмăр», — ассăн сывларĕ ашшĕ.
Кира çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнă. Шăпах тепĕр икĕ кунран 6 çул тултармалла пулнă унăн. Аслисемпе пĕрле хăвăртрах сумка йăтса утас килнĕ. Ултă çул та ултă уйăха çитме ĕлкĕрейменрен пĕрремĕш класа илменнине пĕлсен кÿреннĕ вулама-çырма пĕлекен хĕр пĕрчи.
Çемьере чи асли Аня кăçал шкулпа сыв пуллашнă, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнер тата музыка пĕлĕвĕн факультетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕшĕ Анастасия Шупашкарти электро-механика колледжĕнче ăс пухать. Мария — 6-мĕш класа, Ангелина 3-мĕшне куçнă. Ашшĕпе амăшĕ çĕртмен 25-мĕшĕнче шкула аслă хĕрĕн уявне каяссине пула пĕчĕк Кирăна кукамăшĕ патне — Туканаша — леçнĕ. Анчах та ăна Людмила Михайловнăн шăллĕ тепĕр куннех хăйĕн ачисемпе пĕрле каялла яла илсе килнĕ. Пĕр самант ахаль ларма юратман Кира çав кун, çĕртмен 26-мĕшĕнче, виçĕ ÿкерчĕк ÿкернĕ. Пĕринче — кÿлĕ хĕрринчи шурă хурăн, хĕрача хăйне темшĕн сăнчăрпа кăкарнă, куçĕ те хуп-хура, кăвак тĕслĕ мар. Иккĕмĕш ÿкерчĕкре — вутăшпи, унăн çуначĕ те, урисем те пур. Виççĕмĕшĕнче — икĕ йывăç, хăйсем патĕнчен тинкерсе пăхсан ялти çăвана аса илтерекен вырăн.
«Чун ниçта та туртмарĕ»
Шăпах пурнăçран уйрăлнă кун, çĕртмен 27-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутайра çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртнĕ. Виççĕ тултарнăранпа нихăш çул та тăрса юлман Кира, кĕтÿ черечĕ лекнĕрен Инжебейкинсем кăçал хĕрне илсе каяйман. «Ăмăртăва хутшăнма май пурччĕ, ĕнесене аслисем те кĕтетчĕç, хамăр та ăнланмастпăр — темĕн тытса чарчĕ, çула пÿлчĕ пирĕнне. Чун ниçта та туртмарĕ. Кăшт маларах Кирăпа çыхăннă лайăх мар тĕлĕк те куртăм. Çĕртмен 27-мĕшĕнче чуна темĕн сисчĕвлентерчĕ: кравать çинче выртакан пĕчĕк Кира çине урăхла пăхса илтĕм. Мĕнле ăнлантармаллине те пĕлместĕп халь, хĕрĕме юлашки хут курнă пек темелле-ши?» — тет Юрий Гурьевич.
Кил хуçи арăмĕ çав кун аякра та мар хĕрĕпе Аньăпа кĕтÿ кĕтнĕ. Хуçалăхшăн иртен пуçласа каçчен чунне парса тăрăшакан лара-тăра пĕлмен Юрий Инжебейкин трактор юсанă.
Аппăшĕсем Ангелинăпа Мария пĕчĕк Кирăна ик-виç кун маларах шывра ишме вĕрентнĕ. Хĕр пĕрчи еплерех савăннă çакăншăн. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, каç енне, 18.41 минутра Кира ашшĕ патне чупса пырса кил умĕнчи пĕвере шыва кĕме ирĕк ыйтнă. «Юрать, анчах та аслисемпе çеç», — хуравланă трактор юсакан Юрий Гурьевич. Шел те, Ангелинăпа Мария вăл вăхăтра пÿртре компьютер умĕнче ларса юлнă. Кира хайхи хăнана килнĕ 7 çулти арçын ачапа тата тăватă çулти хĕрачапа кил умĕнчи пĕвене аннă. Машина урапин вĕрсе хăпартнă камери çине вырнаçнăскере Артур тĕксе янă, вăл тепĕр май çаврăнса ÿкнĕ. Кира шывпа чыхăнса кайса путнă. «Пĕве патне утасшăнччĕ — кĕтÿ килчĕ, Туканашри тăвансем кил умне çитсе чарăнчĕç. Эпĕ вĕсене трактор тапратса кăтартрăм. Шăп 7 сехетре пĕве хĕрринчен Артур вĕçтерсе çитрĕ. «Унта Кира путрĕ», — терĕ. Ĕненес килмерĕ, ахаль каланă пек туйăнчĕ. Тÿрех шыва чăмрăм, хайхи камера тепĕр енче пулнăран малтан унта ишсе каçрăм. Кира ниçта та çук. Каялла каçнă чухне урана çакланчĕ, хĕрĕм пĕве хĕрринчех выртнă. Артур ăçта путнине кăтартнă пулсан та кăшт маларах кăларма ĕлкĕреттĕм пуль. Пĕлесчĕ, мĕн пулса иртрĕ çав самантра манпа, пĕтĕм вăйран, çĕр чĕтренмелле çухăрса ятăм. Тĕнче пĕтрĕ! Пĕрремĕш пулăшу патăм — сывлаттарса яраймарăм. «Васкавлă медпулăшу» машини çитрĕ — эпир кая юлнă. Пĕве тарăнăшĕ — 1 метр çурă. Урине ниепле те çĕре лектереймен вăл. Кĕтÿрен килнĕ мăшăр Кира пĕвере çуккине илтсе ял тăрăх чупрĕ. Çавах хама айăплатăп. Эпир, уйрăмах ял çыннисем, ачасене мар, ĕçе чи пĕрремĕш вырăна хуратпăр. Çак инкек çеккунтра пулса иртсе пире ĕмĕрлĕхе хуçса хăварчĕ. Шыва кĕме ирĕк параканни хам пултăм-çке. Чи малтан «юрать» сăмаха каларăм. Ача тен çав сăмаха çеç илтсе юлнă. Мĕн туса хутăмăр, килте вилĕм кĕтсе лартăмăр-и çав ылханлă кун? Хĕрлĕ Чутая ăмăртăва та каймарăмăр, Туканашра утă пуçтарма пулăшмаллаччĕ. Эпĕ трактор тапратсан манран тăрса юлмастчĕ Кира, таçтан вĕçтерсе çитетчĕ. Уттине мансăрах пуçтарса пĕтерес пек каларĕç те çула тухмарăм. Ĕнесенчен хăпма пĕлменскер темшĕн каç енне кĕтĕве те каймарĕ. Ытти çул çăлав жилечĕ тăхăнатчĕç, кивелнĕрен мăшăр ăна çунтарса ячĕ, çĕннине кайса илеймерĕм», — куççульне тытса чараймасăр калаçрĕ ашшĕ.
Инкек пулса иртнĕ вырăнта тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн каçхине Кирăн ÿтне Шупашкарти районсен хушшинчи 3-мĕш патологоанатоми уйрăмне илсе кайнă. Вĕсен умĕн çеç Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Ункă юхан шывĕнче путса вилнĕ арçын ачана морга илсе килнĕ. Иккĕшĕ те пĕр кунра, пĕр вăхăталла путнă. «Хĕрпе каччă тĕл пулчĕç. Мĕншĕн пĕр вăхăтра çут тĕнчерен уйрăлмалла пулнă-ха вĕсен, çĕр çине те пĕр çултах килнĕ тата», — тенĕ патологоанатом.
«Хĕр валли кĕпе суйларăм»
«Моргран тухса хĕр пĕрчи валли лавккана кĕпе илме кайрăм. Ача-пăча уйрăмне кĕтĕм те нимĕн те калаçаймастăп: чĕлхем хытса ларчĕ, çăвар уçăлмасть. Сутуçă пулăшасшăн мана, мĕн кирлипе кăсăкланать, эпĕ ни вилĕ, ни чĕрĕ тăратăп. Чĕре çак самантра епле чăтрĕ-ши, чĕрĕ ача валли мар, вилни валли хитре кĕпе суйлатăп-çке. Вăл, ĕмĕрлĕхе куçне хупнăскер, ăна курса савăнаймасть, урам тăрăх вĕлтĕртетсе чупаймасть текех. Хăрушă. Асанне калани пĕрмай аса килет. «Хăв çуратнă ачуна пытарма Турă ан хуштăр», — тетчĕ. Унран пысăк хуйхă çук. Эпĕ ашшĕ, çирĕпрех чун-чĕреллĕ, амăшĕ епле чăтать-ши? Ăна питĕ шеллетĕп, вăл никампа та сăмах хушаймасть. Юрать, Çурçĕрти аппăшĕсем çав самантра çумĕнче пулчĕç», — чунне хытарса калаçăва майĕпен малалла тăсрĕ Юрий Гурьевич. Вăл Кирăпа пĕр кунра вилнĕ арçын ачан ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçас шухăшлă. «Вĕсен те, пирĕн те пĕрешкел инкек. Тен, çак йывăрлăхра пĕр-пĕрне мĕнпе те пулин пулăшайăпăр», — палăртрĕ арçын.
Çĕрпÿ районĕнчи Анатри Кипекçе ялĕ çывăхĕнчи Ункă юхан шывĕнче путса вилнĕ ултă çулти Кольăн амăшĕпе Екатерина Владимировнăпа та çыхăнтăм. Ывăлне упăшкасăр çуратнăскер ашшĕпе тата амăшĕпе пурăнать. Халиччен нихçан пĕве-кÿлĕ таврашне ура ярса пусманскер çав кун тăватă çулти арçын ачапа шыва кĕме кайнă, 1 метр çеç кĕнĕ те анса кайнă, инçете юхтарса кайнăскере пулăç асăрханă. «Малалла пурăнмалла, ĕçлемелле, йĕрсе лараймастăн. Эпĕ килтех пулнă, урай çунă. Кукашшĕ пуринчен те ытларах кулянать, йăх хăваракан пĕтрĕ тет. Эпир виçĕ хĕр çитĕннĕ, арçын ачасем пулман пирĕн», — лăпкăнах калаçрĕ ывăлне çухатнă амăшĕ.
Юрий Инжебейкин мăшăрланнă хыççăн аслашшĕ вырăнне упраса хăварассишĕнех вăл пурăннă тĕлте пысăк çурт лартнă. Çирĕп те пысăк хуçалăх тытать çемье. Кил хуçалăхĕнче — икĕ трактор, экскаватор. Маларах тăватă ĕне усранă пулсан кăçалтан картишĕнче иккĕшне çеç хăварнă. Хĕрĕсем пĕрин хыççăн тепри çитĕннĕрен кил хуçи çÿлти хутри çывăрмалли пÿлĕмсене юсать, кашнинех хăтлă уйрăм пÿлĕм туса парасшăн. «Ал-ура усăнчĕ, хальлĕхе пуртă-пăчкă тытаймастăп. Çи-пуçĕ, теттисем куç тĕлне пулса пĕчĕк хĕрĕме аса илтереççĕ. Вăл çывăракан кравать пуш-пушах халь. Урамран сиккипе вирхĕнсе кĕрсе чĕркуççи çине хăпарса ларатчĕ те: «Эпĕ санăн — лампочка-дочка», — тесе пĕтĕм вăйран ыталатчĕ. Кирăсăр пурăнма вĕренмелле малашне. Епле, пĕлместĕп. Пырта пысăк чăмакка ларать, ăна çăтса яма çук», — чунне ыраттарса калаçрĕ тăватă ача ашшĕ.
Акчикасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем Инжебейкинсене лайăх пĕлеççĕ, вĕсем пирки ыррине çеç калаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Герасимов та маттур та тăрăшуллă çемьесен йышне кĕртет.
«Ашшĕ-амăшĕшĕн — калама çук пысăк хуйхă. Инжебейкинсем — мал ĕмĕтлĕ, пурнăçшăн тăрăшакан çемье. Выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ, ачисене яланах таса та типтерлĕ çÿретеççĕ. Юрий Гурье-вич çуркунне таврари пай çĕрĕсене арендăна илчĕ. Ĕлĕкрен ялти пĕвесемпе кÿлĕсене экскаваторпа чавса тасататчĕ. Шывĕ пахча çимĕç шăварма та, выльăх-чĕрлĕхĕ валли те нумай кирлĕ-çке ялта — кил умĕнче пĕчĕк пĕве чаврĕ. Ашшĕ-амăшĕн айăпне курмастăп. Çапах та асăрханулăх яланах кирлĕ. Эпир те пĕчĕк пулнă. Сăр хĕрринче пурăннă май çуллахи вăхăтра тепĕр енне кунне вунă хут та ишсе каçаттăмăр. Атте-анне юнашар сыхласа тăман, вĕсем ир тухса кайнă та каçхине çеç киле таврăннă. Выçă-и, тутă-и, ăçта çÿренĕ эпир — пирĕнпе кăсăкланман та пуль. Йывăç тăррине хăпарса йăваран ула курак çăмарти пуçтарса анаттăмăр та ăшаласа çиеттĕмĕр. Турă çырнинчен иртеймĕн теççĕ. Инжебейкинсем те килтех пулнă, çапах инкекрен хăтăлса юлайман», — палăртрĕ Игорь Валерьевич. Малалла вулас...
Комментари хушас