Елена ГЛУХОВА.

26 Утă, 2018

Кил умĕнчи пĕвере шыва кĕрекен çук

Шывăн турачĕ çук теççĕ. Шел те, кăçалхи çуллахи уйăхсенче пирĕн республикăра 20 çын путса вилнĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — ачасем. Иртнĕ çул шывра 12-ĕн пурнăçран уйрăлнă, вĕсен хушшинче çул çитменнисем çук.

17 Çу, 2018

Мускава ĕçлеме кайман, сакайĕнче выртнă

2017 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пăкăянта хăрушă ĕç-пуç пулса иртнĕ. Следстви тишкернĕ, суд çирĕплетнĕ тăрăх, Валерий Архипов юлташне Анатолий Никитина çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Анчах ял халăхĕ кун пирки пĕр уйăхран тин пĕлнĕ, мĕншĕн тесен Валера вилене хăйĕн килĕнчи тĕп сакайне чавса чикнĕ.

21 Çĕртме, 2014

Ÿркенмен - ăста пулнă

Вăрнарта пурăнакан Николай тата Оксана Федоровсем тахçанах хăйсен ĕçне пуçарнă. Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн малтанхи çулсенче алла илнĕ специальноçпех тăрăшнă. Пĕр вырăнта ларма хăнăхманскерсем суту-илÿ ĕçне пуçăнма тĕв тытнă. Çăмăлах пулман малтанхи вăхăтра. Çапах та йывăрлăхсене çĕнтерсе алă çавăрса яма пултарнă.

Картиш тулли хур-кăвакал

Картишĕнче темĕн тĕрлĕ чăх-чĕп те пур. Африка чăххисемпе цесаркăсен, индокăвакалсемпе хурсен, ахаль чăхсен шучĕ те çук.

11 Çĕртме, 2014

Алă усса ларма хăнăхман

Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи 127-мĕш çуртра пурăнакансенчен редакцие темиçе хутчен те çыру килчĕ. Вĕсем подьезда тирпейлекен Нюрăпа питĕ кăмăллă пулни пирки пĕлтереççĕ, ун çинчен хаçатра çырса кăларма ыйтаççĕ.

Нюра аппана шыраса палăртнă адреспа ятарласа кайса килтĕмĕр.

Вăл тирпейлесе тăракан пилĕк хутлă çурта хăпарса куртăмăр. Чăннипех те таса та тирпейлĕ. Сахал йышлă çемьесем валли купаланă çуртра пĕтĕмпе 68 хваттер. Çавăнпа ĕçĕ кунта пайтах. Картишĕнче те, çурт йĕри-тавра та типтерлĕччĕ.