Ялти пăтăрмах

14 Çĕртме, 2018

Тăватă ачине пăрахса ăçта çÿренĕ?

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери 27 çулти Алина çак кунсенче тăватă пĕчĕк ачине килте пĕчченех пăрахса хăварнă та темиçе кунлăха çухалнă. Упăшки çав вăхăтра Мускав тăрăхĕнче шапашра пулнă. Сисчĕвленсе ÿкнĕ кÿршисем полицие шăнкăравласа пĕлтернĕ.

17 Çу, 2018

Мускава ĕçлеме кайман, сакайĕнче выртнă

2017 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пăкăянта хăрушă ĕç-пуç пулса иртнĕ. Следстви тишкернĕ, суд çирĕплетнĕ тăрăх, Валерий Архипов юлташне Анатолий Никитина çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Анчах ял халăхĕ кун пирки пĕр уйăхран тин пĕлнĕ, мĕншĕн тесен Валера вилене хăйĕн килĕнчи тĕп сакайне чавса чикнĕ.