Алă усса ларма хăнăхман

11 Çĕртме, 2014

Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи 127-мĕш çуртра пурăнакансенчен редакцие темиçе хутчен те çыру килчĕ. Вĕсем подьезда тирпейлекен Нюрăпа питĕ кăмăллă пулни пирки пĕлтереççĕ, ун çинчен хаçатра çырса кăларма ыйтаççĕ.

Нюра аппана шыраса палăртнă адреспа ятарласа кайса килтĕмĕр.

Вăл тирпейлесе тăракан пилĕк хутлă çурта хăпарса куртăмăр. Чăннипех те таса та тирпейлĕ. Сахал йышлă çемьесем валли купаланă çуртра пĕтĕмпе 68 хваттер. Çавăнпа ĕçĕ кунта пайтах. Картишĕнче те, çурт йĕри-тавра та типтерлĕччĕ.

Подьезд алăкĕ патĕнче улăм пĕрчинчен ăсталанă шлепкеллĕ хĕрт-сурт çакăнса тăрать. Коридорсенче нумай пулмасть çеç çуса кайнăран уçă, тусан шăрши те çук. Таса çуртра пурăнас килсе тăрать пуль çав, хăна чĕнме те намăс мар капла.

Шел те, кун-каçа таçта та çитекен, темиçе çĕрте ĕçлекен Нюра аппана ун чухне тĕл пулаймарăмăр. Кайран вăхăт тупса хăй килчĕ пирĕн пата. Нюра Талызина тирпейлÿçĕре ултă çул ĕçлет. «Ман кун иртен пуçласа каçчен çак тăкăрлăкра иртет. Пĕр çĕрти ĕçе вĕçлесен тепĕр çурта куçатăп. Ирхи 4 сехет çурăра килтен тухатăп та каçхине кăна çитетĕп», - каласа кăтартать Нюра аппа. Çавăнпах ĕнтĕ ăна кил хуçи шÿтлесе краватьне те хăйĕнпе пĕрлех илсе кайма ыйтать.

Хулана Муркаш районĕнчи Иштерек ялĕнчен куçса килнĕ тĕлĕнмелле çак хĕрарăм. Пĕрисем пенсие тухсан лăпкă пурăнас ĕмĕтпе ялалла туртăнаççĕ, вăл вара укçа ĕçлесе илес тĕллевпе хулара тĕпленме шухăшланă. 60 çулти хĕрарăм Шупашкарта ĕçе вырнаçнă: канăçсăрскер ачисене пулăшасшăн. Тĕп килĕнче ывăлне хăварса, кредитпа усă курса хулара пÿлĕм туяннă. Анчах халĕ унта мăнукĕсем, студентсем, пурăнаççĕ. Ÿркенмен канăçсăр хĕрарăм халĕ вара хваттер тара илнĕ.

Çамрăк чухне бригадирта, сутуçăра, ĕне сăваканра чылай çул тăрăшнă вăл. Ывăлĕпе хĕрĕ çемье çавăрнă хыççăн тăван ялтах пурăнаççĕ. «Сывлăх пур чухне килте алă усса ларас килмест. Ачамсемпе мăнуксене пăртак пулăшас килет. Яла кирек хăш вăхăтра та таврăнма пултаратăп», - тет Нюра аппа.

Вун пĕр çултанах колхозра ĕçленĕ май темле йывăр ĕçе те хăнăхнă вăл. Хĕлле юр хырассинчен, пăр катассинчен те хăрамасть. Ырă та уçă кăмăллă пулнине кура çÿлерех асăннă çуртрисем тепĕр чухне пулăшаççĕ ăна.

- Кунта ĕçлеме килсенех питĕ тирпейсĕрччĕ. Халь пачах тепĕр майлă ÿкерчĕк. Кашниех хитре те таса пурăнма тăрăшать. Ман ĕçе хисепленишĕн савăнатăп, - каласа кăтартать тирпейлÿçĕ.

Пушă вăхăтра «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата тытать вăл. Кĕнеке вулать. Унсăр пуçне ÿсен-тăран тĕнчипе кăсăкланать. Мĕн пур йывăçран ытларах хурăна кăмăллать Нюра аппа. Çулçинчен пиçĕхтернĕ чей сиплĕхлĕ пулни, вăй пани, пурнăçа вăрăмлатни килĕшет ăна. Шăпăр, милĕк валли йывăçа нихăçан та ятарласа авмасть, айккинчи туратсене çеç касать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.