Аякка каймĕç, вырăнтах сипленĕç

13 Раштав, 2017

Чăваш Енри ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе хăйсем тĕпленнĕ вырăнта тивĕçтерме май паракан инфратытăм чăннипех пуян: килти хуçалăхсенчен тата фельдшерпа акушер пункчĕсенчен тытăнса район больницисем, республикăри клиникăсен мобильлĕ поликлиникисем таранах.

Хĕрлĕ Чутай район больницин тĕп тухтăрĕ Иван Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх, сиплев учрежденийĕн пурлăх никĕсĕ çулленех тĕрекленсе пырать. Кадрсене çирĕплетес енĕпе те витĕмлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

«Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн 2013 çултанпа район больницине 17 врач ĕçлеме килнĕ, вĕсенчен чылайăшĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчех юлнă. Унсăр пуçне профессин аслă тата вăтам пĕлĕвĕ паракан пĕлÿ заведенийĕсенче çамрăксене тĕллевлĕн хатĕрлеççĕ.  Апла пулин те ăста специалистсем çав-çавах çитмеççĕ, уйрăмах ансăр профильлисем. Çакна шута илсе, халăха медицинăпа санитарин ятарлă тата пахалăхлă пулăшăвĕпе хăйсем пурăнакан вырăнта вăхăтра тивĕçтерес тĕллевпе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви «Мобильлĕ поликлиника» программăна ĕçе кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн сиплевĕн республикăри тата тĕп хулари ертсе пыракан клиникисен квалификациллĕ тухтăрĕсенчен йĕркеленĕ бригада палăртнă график тăрăх районсене тухса каять.

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче мобильлĕ поликлиникăн специалисчĕсем — кардиолог, офтальмолог, уролог — Хĕрлĕ Чутай районĕн больницинче 52 пациента йышăнчĕç. Вĕсенчен 9-шне Шупашкарти клиникăсенче консультаци илмешкĕн яма палăртрĕç. Унсăр пуçне медицина учрежденийĕн сиплевçисем те вĕсен меслетлĕх пулăшăвне тивĕçрĕç.

 

Рубрика: 

Комментари хушас