Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб

15 Раштав, 2017

Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче 106 вырӑнлӑ ҫӗнӗ клуба туса пӗтернӗпе пӗрех ӗнтӗ. Ăна раштавӑн 25-мӗшӗ тӗлне уҫма палӑртаҫҫӗ. Ку ял ҫыннисемшӗн хӑйне евӗр Ҫӗнӗ ҫул парни пулӗ.

Культура ҫуртне кӗске вӑхӑтрах тунишӗн питӗ савӑнаҫҫӗ ял ҫыннисем. Строительство ӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пуҫланӑ. "Юмахри пекех ӳссе ларчӗ", - савӑнӑҫне пытармарӗ Надежда  Матвеева. Чутейсен кивӗ ҫурчӗ юрӑхсӑра тухнӑ пулнӑ. Концертсене шкулта ирттерме тивнӗ. Унта халӑх сахал пухӑннӑ.Ҫӗннине ытларах килессе шанаҫҫӗ культура ӗҫченӗсем. Ҫӗнӗ культура ҫуртӗнче концерт залӗ, библиотека, кружоксем ирттермелли пӳлӗм, ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пулӗ.

Рубрика: 

Комментари хушас