Комментари хушас

24 Ака, 2019

Хĕрлĕ Чутай районĕнче юхрĕ юрă чăвашла

Наци культурипе, чăваш йăли-йĕркипе ачаран паллаштарни, тăван чĕлхене, халăха юратма вĕрентни çитĕнекен ăрура тарăн йĕр хăварать. Хĕрлĕ Чутай районĕнче çакна тĕпе хурса шкул çулне çитменнисен хушшинче «Хунав» фольклор фестивалĕ иртнĕ.

Унта районти 11 ача садне çÿрекенсем хутшăннă. Вĕсен пултарулăхне виçĕ номинаципе хакланă: «Илемлĕ чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хытăрах».

Фестиваль кĕçĕн çулхисем те тăван чĕлхене, йăла-йĕркене пĕлнине кăтартнă. Конкурсра «Рябинушка», «Солнышко», «Ромашка» ача сачĕсем уйрăмах палăрнă. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем парса чысланă.

www.hypar.ru  

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: